Пур хыпар та
Календарь
1 Июнӗн 2020, 14:00

ИЮНĔН 24-МĔШĔ – КАНМАЛЛИ КУН

Россия Президенчĕ Владимир Путин июнĕн 24-мĕшĕ канмалли кун пуласси çинчен пĕлтернĕ. Çавăн чухне ĕç укçи сыхланса юлĕ.

Çак числора Çĕнтерÿ парачĕ пулмалла. Россия Федерацийĕн пуçлăхĕн указĕнче Хĕрлĕ площадьре тата Российăн ытти хулисенче çак кун çар парачĕ иртĕ. Анчах та ирĕккĕн çÿреме май пулмĕ, унта унччен те çирĕп йĕркепе, йыхравпа çеç кĕртнĕ.
Çак датăна ахальтен мар суйласа илнĕ. 1945 çулхине çак кун Хĕрлĕ площадьре историлле Çĕнтерÿ парачĕ иртнĕ.
Йăлана кĕнĕ „Вилĕмсĕр полк” акци кăçал онлайн иртрĕ. Президент хальхи лару-тăрура граждансемшĕн çакă хăрушлăхсăр маррине палăртнă, ăна июлĕн 26-мĕшĕнче ирттерме сĕннĕ. Çак кун тата çар-тинĕс парачĕ те иртĕ.
Президент Оборона министерствине регионсен пуçлăхĕсемпе пĕрле парадсемпе салютсене хăш вырăнсенче йĕркелессине пăхса тухма тата хатĕрленÿ ĕçĕсем туса ирттерме хушнă.
Читайте нас: