Пур хыпар та
Календарь
22 Майӑн 2020, 13:50

Çул хыççăн çул иртет васкавлăн...

«Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн правленийӗн председательне çуралнă кун ячĕпе!

Микул Ишимбай (Николай Демьянович Иванов) Аургазă районĕнчи Дадановка ялĕнче 1952 çулхи май уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Меселпуçенчи вăтам шкулта пĕлӳ пухнă. 1970 çулта Стерлитамакри хими заводĕнче аппаратчик пулса ĕçлеме тытăннă. 1974-1979 çулсенче Ишимбайри «Восход» хаçатра малтан корреспондент, 1978 çултанпа промышленность пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ, çав вăхăтрах политехника институтĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ.
Малтанхи сăввисем районта тухса тăракан «Çĕршыв çулĕ» хаçатра 1967 çулта кун çути курнă. Унтанпа Микул Ишимбай хайлавĕсем «Тăван Атăл», «Ялав», «Капкăн» журналсенче, «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар»), «Урал сасси» хаçатсенче çулсерен кун çути кураççĕ. Çыравçă прозăра та вăй хурать. Вулакансем ун «Шурăмпуç пики», «Çынран катăк мар», «Ĕмĕт», «Чыс» кĕнекисене халăлласа йышăнчĕç.
Автор пушкăрт, тутар çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарас енĕпе те ăнăçлă ĕçлет.
Россия писателĕсен союзĕн членĕ. Фатых Карим премийӗн лауреачӗ (2006). Хальхи вӑхатра – Пушкӑртстанри «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн правленийӗн председателӗ.
Тăван çĕршыв
Çĕршывăмăр сарлака та аслă, теççĕ.
Вĕç-хĕрсĕр сĕм вăрмансемпе хирсем.
Пĕчĕкренех ăша илсе ӳсеççĕ
Çапла вĕрентнине ачамăрсем.
Чăнах, Çĕршывăм аслă — килĕшетĕп.
Çитекенни çук анлăш-урлăшпе.
Аш кăнтăра, сив çурçĕре çитетĕп —
Çакна туятăп эп чун-чĕремпе.
Ăçтан сăмахĕ тухнă? Халь пĕлеймĕн:
Çуралнă енпелен тăван кĕтес
Этемшĕн «пĕчĕккĕ çĕршыв» кăна-мĕн.
Апла вăл Çĕршывран мĕскер кĕтес?!
Тăван Çĕршыв пĕрре кăна. Ан манăр!
Çук пысăкки, çук пĕчĕкки унта.
Эппин ялан хисеплĕ, çумлă пултăр
Çуралнă, ӳснĕ ен пурнăçунта.
Ĕмĕт
Эх, çитесчĕ ман тăван яла,
Ярăнса урампала утасчĕ.
Çуллахи асамлă каçпала
Çамрăксемпелен вăййа тухасчĕ.
Алăран тытса чун варлине
Вăйă картине пĕрле тăрасчĕ.
Шăрантарнă майăн юррине
Харăссăн ура тапса ташласчĕ.
Хĕрĕх кун пек иртрĕ хĕрĕх çул.
Çул-йĕр юпленнине сисмерĕм.
Савнипе туссем ялта халь çук,
Пирĕн сукмака та пуснă эрĕм.
Хурланать халь чунăм çавăнпа.
Пур пĕрех тăван яла каясчĕ,
Çимĕк каçĕ çамрăк ял-йышпа
Шур кĕпепелен вăййа тухасчĕ.
«Тӑрачул» повеҫӗн электронлӑ версийӗ: http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kchl_0_0000893.pdf
Читайте нас: