Пур хыпар та
Календарь
5 Апрелӗн 2019, 13:40

Майра - канмалли тăхăр кун

Кăçалхи май уйăхĕнчи кану кунĕсем çинчен.

Январĕн 5 тата 6-мĕшĕсенчи, çаплах февралĕн 23-мĕшĕнчи канмалли кунсене куçарнипе майра вăрăм каникул пулĕ.


Çуркунне тата ĕç кунне (майăн 1-мĕшĕ) уявланипе Россия çыннисем пилĕк кун умлă-хыçлă канĕç: майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 5-мĕшĕччен.
Çĕнтерÿ кунне (майăн 9-мĕшĕ) уявланипе, вăл кăçал кĕçнерникуна килет, Россия çыннисене кĕске ĕç эрни тата вăрăм канмалли кунсем кĕтеççĕ.
Майăн 6, 7, 8-мĕшĕсем ĕç кунĕсем пулаççĕ, майăн 9-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен – канмалли кунсем.
Апрелĕн 30-мĕшĕ тата майăн 8-мĕшĕ уяв умĕнхи ĕç кунĕсем пулнă пирки вĕсен вăрăмăшĕ пĕр сехете кемет.
Г. ШАГИМУРАТОВ.
Читайте нас: