Конституцине 1993 çулта йышăннă. Вăл çĕршыв субъектĕнче ĕçлесе хатĕрленĕ регионăн тĕп законĕ.
24 çул хушшинче Пушкăртстан Республикин Конституцине нумай улшăну кĕртнĕ: 2000, 2002, 2006, 2012 тата 2014 çулсенче. Анчах та никĕс пулса тăракан ăнлавсене сыхласа хăварнă.
Конституци йышăннăранпа пирĕн обществăн пурнăçне пуçласа нумай партилĕх, ирĕклĕ суйлав, Конституци сучĕ, çын прависем тăрăх Уполномоченнăй, Контроль-шут палати ăнлавсем кĕчĕç. Республикăра мировой судьясен институтне йĕркеленĕ тата вăл тухăçлă ĕçлет.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.