Шăматкун, декабрĕн 29-мĕшĕ, ĕç кунĕ пулать, анчах ĕç кунĕн тăршшĕ çак кунхине пĕр сехете кĕскелет. Кану кунне вара тунтикуна, декабрĕн 31-мĕшне, куçараççĕ. Çапла майпа, вĕçленсе пыракан çулталăкăн юлашки икĕ кунĕ каникул çумне хушăнать.
Январĕн 5 тата 6-мĕшĕсенчи ĕçлемелле мар уяв кунĕсем шăматкуна тата вырсарникуна тÿр килеççĕ. Вĕсене те куçарĕç: шăматкунхи, январĕн 5-мĕшĕнчи, канмалли куна - кĕçнерникуна, майăн 2-мĕшне; вырсарникунхи, январĕн 6-мĕшĕнчи, канмалли куна - эрнекуна, майăн 3-мĕшне.
Çулленхи тÿленекен тĕп отпуск е çулленхи тÿленекен хушма отпуск панă чухне январĕн 1-8-мĕшĕсенчи ĕçлемелле мар уяв кунĕсем отпускăн календарлă кунĕсен шутне кĕмеççĕ.