Тăван çĕршыв, эс пĕчĕккĕ пулсан та,
Пĕл, маншăн вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăх пек.
Ман халăх йышĕ пысăк мар пулсан та,
Кашни чăваш пин-пин этем пекех.
Тăван çĕршыв, сана эп юрататăп,
Хам пĕлнĕ пек таса туйăмпала.
Тăван çĕршыв, санпа мăнаçланатăп,
Хам пурнăçа эп çыхрăм санпала.
Эп сансăр сывлама пултараймастăп,
Эп сансăр типнĕ, хăрнă йывăç пек.
Ура çинче те çирĕп тăраймастăп,
Пĕр эс пуртан вĕçетĕп кайăк пек.
Сан чĕлхÿне мĕн ачаран саватăп
Ăша хывса кашни чăн сăмахна.
Хăюллăн, вăтанмасăр калаçатăп,
Упрайнă вун-вун ĕмĕр эс ăна.
Сар тулăллă мăн хирÿпе утатăп,
Вăрманунта çÿретĕп уçăлса.
Мăн Атăл юхăмне савса сăнатăп,
Чăвашлăхшăн ĕçлетĕп савăнса.
Вăхăтлăха инçе çула тухсан та
Сан сăнарна упратăп чĕрере.
Мана яланлăха манса кайсан та
Эп кĕлĕ тăвăп. Маншăн эс пĕрре!
Хĕрÿленсе çĕн сăвă эп çыратăп,
Вăй-хал пухатăп сан юррусенчен.
«Телей тĕрриллĕ» сурпанна çыхатăп,
Йышпа утатăп вăйă картинче.
Хут купăс янкăр сассине илтсессĕн
Чăваш ташши ташлатăп ухăнса.
Пуласлăхшăн вута кĕме чĕнсессĕн
Эп тăмăп пĕр самант та тăхтаса.
Эп пур эс пуррипе, тăван çĕршывăм,
Эп сансăр пуш хирти тусан пĕрчи.
Ĕмĕрсенче эс пурăнсам, çĕршывăм,
Эп сан ытамунти ыраш калчи.
… Эс маншăн туп-тулли телей курки,
Эс - сар хĕвелĕн çутă пайăрки.