Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
22 Нарӑсӑн 2021, 13:55

Пурнăç пуйăсĕ

Юрий Сементер.

Ах, тĕллевĕм çутăччĕ, тĕрĕ пек эрешлĕччĕ,
Кăвак çутă килнĕ пек çĕнĕ кун хелхемлĕччĕ.
Ёçлĕх, чыслăх, юрату, çамрăк çыннăн ĕмĕчĕ
Пĕр пуç кăшăль пулнă пек шухăшсем илемлĕччĕ.
Çав кăвак хуппи патне йĕр хывма пикеннĕччĕ,
Утнă чух утаттăмччĕ, ишнĕ чух ишеттĕмччĕ,
Такăнса ўкме тивсен васкасах тăраттăмччĕ,
Вăйăм-халăма пухса малаллах чупаттăмччĕ.
Аслатийĕ авăтрĕ, çавра çилĕ çавăрчĕ,
Çўлелле çĕкленесле çил арманĕ авăрчĕ,
Авăнмарăм теттĕмччĕ, парăнмарăм теттĕмччĕ,
Ирĕн-каçăн умăмра çăлтăрлă кĕтретĕмччĕ.
Пусрăм та шуçлак çĕре - ўкрĕм, тăтăм, вирхĕнтĕм,
Чĕремре - çав пĕрхĕтĕм, пуçăмра - çав ĕмĕтĕм.
Çитрĕм те хайхи станца - телексе тĕсерĕçĕ,
- Шел, тăванăм, питĕ шел, пуйăс кайрĕ, - терĕçĕ...
Читайте нас: