Аургазă хыпарçи
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
21 Нарӑсӑн 2021, 18:45

"Çеçпĕл çеçке çурнă? Çăл-тăр çуталать?"

Марина КАРЯГИНА.

Çеçпĕл çеçке çурнă? Çăл-тăр çуталать?
Çеçпĕл çеçке çурнă! Çăлтăр çуралать
çурçĕрте çвет çутнăн, çăлтăрлăх - çынра:
Çут çанталăк - çĕнĕ, çĕнĕлĕх - çанра!

Çыранри çÿçелĕх - çуйкăн! - çаруран.
Çуркунне çулта-тăр - çухрăм çурăра.
Çĕкленÿллĕ çемĕ çупăрлать: çĕнни!
Çулăхса çÿрерĕм... çăлăнăç çумне.

Çунас çукчĕ - çунтăм: çĕнтерет çилам
(Çĕр-пин çул çапла-тăр çĕр çинчи çулла:
Çеçкине çурман-ха, çупкамра - çырла!)
Çулăмлантăм - çунтăм çирĕмри çынла.

Çил çинче çан-çурăм - çулăм! - çÿçенет.
Çиçĕм çатăр! çиçрĕ - çакă çиçĕм-и? -
Çамрăклăхăм çеç-çке! - çĕтрĕ çуклăхра,
Çулçă çурмĕ çапă çыхнă çулăкра...

Çеçке çурмăн - çылăх?.. - çутă çук çĕрте,
Çулçă çурайман-тăк - çилĕ çурçĕртен...
Çил - çынна çилленнĕн - çĕр çанне çĕтет.
Çумăр çурĕ, çурĕ... Çуркунне çитет!..
6.02.21.
#тавтограмма
(Йăлтах "ç" саспаллирен.)
Читайте нас: