Аургазă хыпарçи
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
11 Нарӑсӑн 2021, 18:20

Йӗлме йӗлтӗр

Сӑвӑ авторӗ Николай Еллин.

Йӗлме йӗлтĕр мӑшӑр йӗлтӗр,
Эпӗ сыртӑм урана.
Шур юр ҫийӗн шурӑм вӗҫсӗр,
Курма хамӑн тӑвана.

Хӗллехи спорт тӗсӗ йӗлтӗр,
Килӗшет ку ҫав тери.
Хыҫран-хыҫа йӗрлӗ йӗрӗ,
Юлчӗ йӗлтӗрсен йӗрри.

Спорт кӳрет вӑй-хал та усӑ
Ҫан-ҫурӑм, кӗлеткене.
Сывлӑшӗ еплерех уҫӑ,
Паян хирте ирхине.

Пас тытса та пурҫӑнланнӑ,
Йывӑҫ-тӗм - шурӑ мерчен.
Тавралӑх самай улшӑннӑ,
Шур ахах епле чечен.

Тӑванӑм курса савӑнчӗ,
Калаҫрӑмӑр мӗн ирччен.
Хӑнана татах та чӗнчӗ,
Ӑсатса кӗрекинчен.
Читайте нас: