Аургазă хыпарçи
+13 °С
Облачно
Литература кĕтесĕ
2 Февраля 2021, 18:00

Вӑхӑт шӑвать пĕр чарӑнмасӑр...

Нина ФЕДОРОВА-МАКСИМОВА.

Вӑхӑт шӑвать пĕр чарӑнмасӑр..
Пурнӑҫ ҫулĕ кашнин пĕрре.
Кунсем, ҫулсем, ан иртĕр мансӑр..
Шӑпам, утсам эс ерипен.

Пĕчĕк (ача)чухне ман пĕр ĕмĕтчĕ-
Ӳсес теттĕм эп хӑвӑртрах.
Унта пурнӑҫӑм юмах пекчĕ...
Паян та ҫке вӑл асӑмрах.

Вӑхӑт шусан та чарӑнмасӑр...
Манса пулмасть ачалӑха.
Чĕрем сыхлать ҫке ӑна харсӑр,-
Юлтӑр манпа яланлӑха.
Читайте нас