Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
29 Кӑрлач 2021, 15:55

Ашшĕне асăнса

Марина КАРЯГИНАН сăвви.

Хула тăвăрланса çитсен,
Чуна туртать ял ирĕкĕ.
Анне килтех - ларать кĕтсе,
Атте хăй çук - пур кĕрĕкĕ.

Ачалăх та çÿрет çĕтсе...
Атте таçта - пур çĕлĕкĕ...
Куçра куççуль тулса çитсен
Хальччен пулни - йăлт ĕлĕк-им?

Çири кĕпем - аннем çитси,
Умра - аттемĕн тирĕкĕ...
Анне, кăштах ларар кĕтсе:
Атте çапах та килĕ, тен!..

Курмашкăн суннă тĕлĕксем
Ютта тĕлленнĕ тĕлĕкĕн...
Хир варринче пуçа пĕксе
Тăратăп: ирĕк - пĕлĕтĕн.

Ĕмĕлкеленнĕ Çĕр çинче
курап: сăнать пек Пÿлĕхĕм.
Сив çил вĕрет масар енчен,
Йĕрет, хÿхлет чун хĕлĕхĕ.

И, çил вĕрет вăрман çĕтсе,
Шĕлтĕртетес пек çилĕ те.
Тĕнче тăвăрланса çитсен
Яла туртать чун ирĕкĕ.
Читайте нас: