Студент пурнӑҫӗ кӑсӑклӑ,
Вӗреннӗ чухне пушшех.
Асра юлнӑ самант хаклӑ,
Студентсемшӗн чӑннипех.
Сесси вӑхӑчӗ хӗрӳллӗ,
Зачёт, экзамен ҫеҫ пуҫра.
Кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленӳллӗ,
Вӗренсен лӑпкӑ чунра.
Тӗрлӗ конкурс, конференци,
Иртет университетра.
Тӑрӑшса вӗрен, ҫыр лекции -
Юлмӑн эсӗ парӑмра.
Суйласа илсем професси,
Пур филолог, журналист.
Тусӑм эс кам пуласси,
Санран анчах килет.
Тавракурӑму сан ӳсӗ,
Эс ҫӗкленӗн ҫӳлелле!
Картлашкапа утӑн эсӗ,
Лартӑн хăв умна тĕллев.
Ҫӗнӗ ӗмӗтпе тивлетлӗн,
Эсӗ утӑн малалла!
Юрӑхлӑ пул Чӑваш Еншӗн,
Вӗрентекене сумла.