Николай Семеновича Аургазăри общественность лайăх пĕлет. Вăл Утаркуль ялĕнче пурăнать. 87 çулта. Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Кировăри вăтам шкулта 55 çул тăршшĕне биологи, хими, географи вĕрентнĕ. Çулĕсене пăхмасăр, хăйĕн Кебеç ялсовечĕн тата районăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăнать. „Мерчен” чăваш халăх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Иртнĕ виçĕ çул паллă ĕç ветеранĕшĕн тухăçлă пулнă. Вăл „Авалхи йăла-йĕрке” (2017 ç.), „Анатри чăвашсен халăх юррисем” (2018 ç., автор çырса хатĕрленĕ), „Ялти манăçа тухнă йăла-йĕрке тата ĕçсем” (2020 ç) кĕнекесем чăвашла кăларнă.
Çĕнĕ çул умĕн пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекере Николай Семенович вăл нумайăшне тылра ĕçленĕ çынсен пурнăçне ăнланма пулăшĕ тесе çырать. Халăх çине виçесĕр йывăрлăх тиеннĕ. Эпир хамăрăн историне асра тытма тивĕçлĕ. Нумайăшĕ вăрçă çинчен художествăлла фильмсем тăрăх çеç пĕлеççĕ, документлă фильмсене вара çынсем пăхма юратмаççĕ. Н.Васильев çав вăхăтсене хăй куçĕпе курнă, кунта вăл хăй каласа парать. Çавăнпа та паха. Вăл ирĕк панипе эпир район хаçатĕнче çак кĕнекери хăшпĕр сыпăксене пичетлесе кăларăпăр.
1941 çул. Июнь. Колхоз тырă акса пĕтернĕ. Уй-хирте хăшпĕр участоксенче вир тата тулă çумлаççĕ. Кашни ир хĕрарăмсем тата çулĕ çитмен ачасем ушкăнсемпе ĕçе каяççĕ. Кам-тăр уйрăм ĕçлет, хăшпĕрисем иккĕн-виççĕн е пиллĕкĕн-улттăн. Ĕçленĕшĕн ĕçкунĕ çыратчĕç. Кĕркунне вĕсемшĕн тырă паратчĕç. Камăн ĕçкунĕ нумай, вăл нумай тырă илетчĕ. Çавăнпа та кашни ытларах ĕçкунĕ тума тăрăшатчĕ. Каçхине бригадир кашни работникăн çумланă участокне хăлаçпа виçетчĕ.
Арçынсем çĕнĕ урапасем тата хурмансем (утă турттармалли пысăк урапа) ăсталатчĕç, ут таврашĕ, транспорт хатĕрĕсене юсатчĕç. Вăрмантан стройматериал турттаратчĕç, вĕрлĕк, пĕрене хатĕрлетчĕç. Ÿкернĕ пысăк çăкасен хулăн хуппине сÿсе илетчĕç, темиçешне пĕрле çыхса вĕсене шыва (кÿлле, юханшыва) ярса хуратчĕç. Çакă пĕтĕмпех икĕ-виçĕ эрне шÿсе тăратчĕ. Ун хыççăн вĕсене шывран кăларатчĕç, çемçе пайĕ (сÿс) хуппинчен çăмăллăн уйрăлатчĕ. Мунчала пулатчĕ. Мунчаларан вĕрен çыхатчĕç, ут таврашĕсем тăватчĕç, мĕншĕн тесен урăхла материал пулман.
Колхозра кĕрхи тата çурхи культурăсемсĕр пуçне горчица, кантăр, йĕтĕн, мăкăнь тата кок-сагыз акатчĕç.Кантăрпа йĕтĕн те ут таврашĕ тата вĕрен тума каятчĕç. Мăкăнь вăррине, кок-сагыз тымарне кĕркунне кăларса государствăна паратчĕç. Унран резина тăватчĕç (тымарĕ каучук тумалли хатĕр тытса тăрать). Кок-сагыз тымарне пуринчен ытларах панисене преми вырăнне калуш паратчĕç. Вăл вăхăтра ял çыннисем çăпатапа çÿретчĕç, ку вара хаклă парне шутланатчĕ. Колхозра ĕнесемсĕр, пăрусемсĕр, сурăхсемсĕр, сыснасемсĕр, чăхсемсĕр пуçне кролик та ĕрчететчĕç, пыл хурчĕ тытатчĕç. Колхоз утарĕ пурччĕ. Ĕç нумайччĕ. Ваттисем те, çулĕ çитменнисем те ĕçлетчĕç. Ялта ĕçсем пĕрин хыççăн тепри пыраççĕ: çураки, калчасене пăхасси, утçи, тырăсене çурлапа, жнейкăпа тата лобогрейкăпа (комбайнсем пулман) пухса илесси, кĕрхи суха, çĕрулми кăларасси, хĕллене валли вутă хатĕрлесси, ферма çурчĕсене юсасси. Мĕнпурне те вăхăтра тума кунсем çитместчĕç. Ĕçлеме пултаракан мĕнпур çын ĕçреччĕ. 60-70 çулхисем те килĕсенче лармастчĕç. Вĕсем хăмăт-пăявçă пулнă, урăхла каласан, ут таврашĕ, çуна, урапа, утă пухма йывăç кĕрепле хатĕрленĕ. Каларăшле, ялсенче ĕç вĕресе тăратчĕ.
Сасартăк – вăрçă! Район центрĕпе çыхăну пĕртен-пĕр телефон урлă пурччĕ. Унпалан вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Ку хыпара çынсем пĕр-пĕрне каланă. Тÿрех пĕтĕмпех улшăнчĕ. Малтан 19-25 çулхи çамрăк каччăсем, унтан 30-40 çултисем пĕрин хыççăн тепри фронта ăсанчĕç. Ватăсем, инвалидсем, хĕрарăмсем тата ачасем тăрса юлчĕç. Ялти пурнăçăн пĕтĕм йывăрлăхĕ вĕсем çине тиенчĕ. Çĕр ĕçлемелле, тырă çитĕнтермелле, выльăх валли апат хатĕрлемелле. Хĕрарăмсем арçынсем вырăнне колхоз председателĕсем, бригадирсем, скотниксем, конюхсем, кĕтÿçĕсем, хуралçăсем пулса тăчĕç. Мĕнпур çĕрте те хĕрарăмсемччĕ.
Пирĕн ялта ял Совечĕн председателĕ пулса 50 çултан аслăрах арçын ĕçлетчĕ, колхоз председателĕ инвалидчĕ, ухсах пулнă пирки ăна çара илмен. Вĕсем хĕрарăмсене ферма заведующине, конюха... уйăрса лартатчĕç. Çынсем хирĕçлеместчĕç, мĕншĕн тесен вĕсемсĕр пуçне çавна тăвакан çуккине ăнланатчĕç, арçынсем çук. Колхоз ферминче те хĕрарăмсем ĕçлетчĕç, хуралçă кăна утмăл çултан аслăрах старикчĕ. Дояркăсем вунтăватшар-вунултшар ĕне алăпа сăватчĕç, хăйсемех тислĕк тасататчĕç, апат салатса паратчĕç, черечĕпе кĕтÿ кĕтетчĕç. Икĕ доярка вăкăр кÿлсе, сĕт тултарнă флягăсене тиесе тăватă километрта вырнаçнă сепаратор патне каятчĕç. Тепĕр иккĕшĕ çак кунхине кĕтÿ кĕтетчĕ, черечĕпе улшăнса пыратчĕç. 1945 çулччен çапла пулчĕ. Дояркăсем килĕсенче пулмастчĕç те темелле, ĕне кĕтĕвне хĕвелпе пĕрле кăларатчĕç, хĕвел анас умĕн кăна хăваласа килетчĕç, çĕрле уйăх çутипе (енчен те уйăх пулсан) ĕне сăватчĕç. Кунне виçĕ хут: ирпе, кăнтăрла тата каçпа.
Фермăра çаплах сурăх та сăватчĕç, сĕтне районти сĕт пунктне ăсататчĕç. Сурăх сĕтĕнчен брынза тăваççĕ тесе калаçатчĕç. Икĕ хĕрарăм сысна пăхатчĕ. Кăнтăрла вĕсене картаран кăларса кĕтсе çÿретчĕç.
Колхоз утарĕнче утмăл ытла даданччĕ (Дадан – 43,5х30 см рамка вырнаçакан вĕллен уйрăм тĕсĕ). Пыл хурчĕсене çитмĕл çулхи старик пăхатчĕ. Çулталăкне икĕ хутчен пыл юхтаратчĕç, ăна государствăна паратчĕç. Колхозра ĕçсем çаплаччĕ.
Ялта çуллахи вăхăтра питĕ ир вăраннă. Хĕрарăмсем ыйтнипе кĕтÿçĕсем выльăхсене кĕтсе çитермелли вырăна хĕвел тухичченех хăваланă, мĕншĕн тесен вĕсен килте мĕнпурне туса ĕлкĕрсе ĕçе чупмалла пулнă. Бригадир-хĕрарăм кашни ир килсерен çÿресе ĕçе чĕнетчĕ, кил хуçи арăмĕсем çак вăхăтра сепаратор витĕр кăларма тата хăйма тума сĕт ăшăтатчĕç. Сепаратор патĕнче вара черет, мĕншĕн тесен пĕр урама е пĕр яла вăл пĕрре çеç пулнă, вăрçă вăхăтĕнче пурте мар çакăн пек пысăк пуянлăх туянма пултарнă. Килĕсене таврăнсан кăмака хутнă, сепаратор витĕр кăларнă сĕте вĕретнĕ, турăх тунă. Кăмака пĕрре кăна, хуран та пĕрре, çавăнпа та вĕсене хурана çуннă сĕтрен тасатма тÿр килнĕ, унтан пĕтĕм çемье валли кунĕпе çимелĕх апат хатĕрленĕ. Ирхи апат çинĕ хыççăн вĕсем лаша витине кайнă. Ирхи çичĕ сехетре унта ĕç вĕресе тăратчĕ ĕнтĕ: кам-тăр лаша кÿлетчĕ, кам-тăр кивĕ урапа юсатчĕ, кам-тăр урапа кустăрмине тикĕт сĕретчĕ. Бригадир-хĕрарăм ĕнер туса ĕлкĕрейменнине тума хăш бригада ăçта ĕçлеме каймаллине каласа тухатчĕ. Колхозниксен çулталăкне 300 куна яхăн (тĕрĕсрех 270 кун) ĕçлемеллеччĕ. Кам çав минимума пурнăçлаймасть, вăл кĕркунне сахал тырă илет. Вăрçă çулĕсенче тырă памастчĕç, пурте тÿлевсĕр ĕçлетчĕç.
1942 çул. Çураки пырать. Тырă акнă вăхăтра ĕç кунĕ ирхи тăватă сехетре пуçланатчĕ, каç пулсан вĕçленетчĕ, çав вăхăтрах выçăллă-тутăллă пурăнакан ял çыннисен хăйсен пахчине те акса ĕлкĕрмелле пулнă.
Хĕрарăмсем пĕр плуга мăшăр лаша кÿлетчĕç те сухалатчĕç. Вуникĕ-вунвиçĕ çулхи арçын ачасем сухаланă çĕре сÿрелетчĕç.
Пирĕн колхозра виçĕ бригадăччĕ. Кашни бригадăн хăйĕн участокĕ пурччĕ, ыраш, тулă, вир тата ытти культурăсене уйрăм акатчĕç. Çавăнпа та колхоз хирĕсенче виçĕ участок ыраш, виçĕ участок тулă, виçĕ участок вир тата ыт. пулнă. Бригадăсем пĕр-пĕрин хушшинче ăмăрту йĕркелетчĕç: кам маларах акса пĕтерет е çурхи тырăсене çумласа тухать, кам нумайрах тухăç пухса илет.
Утă тума курăка çавапа çулатчĕç. Варсем тăрăх, сăртсенче, урăхла каласан, сухалама май çук çĕрсенче çулатчĕç. 8-10 хĕрарăмран тăракан бригада çулать, икĕ-виçĕ кунран тăхăр-вунпĕр çулхи ачасем, хăвăртрах типтĕр тесе, йывăç кĕреплепе паккуссене çавăраççĕ. Утă типсенех ачасемех ăна пухатчĕç, улăм ури патне турттаратчĕç. Çапла колхозра çу тăршшĕне ĕççыннисем ултă-çичĕ пысăк капан пахалăхлă утă хатĕрлетчĕç.