Чупарат кӳлли хĕрне,
Вакка кĕрсе чӳхенме:
Ҫылӑхĕсене пĕтерме.
Мĕншĕн пӑхса тӑмалла?
Мĕншĕн ҫынран юлмалла?
Эпĕ те сикрĕм вакка...
Ав, шывра ман ҫӑнакка:
"Виҫ хутчен чӳхентĕм те...
Ҫылӑхсем ман пĕтрĕҫ"- тет.
Пуҫтарӑннӑ Юламан...
Толбазри Нинук юлма-ан:
"Килтĕм-ха тӑван яла,
Тӑвансене курмалла,
Пирте чӑвашсем сахал...-
Вакӑсем касмаҫҫĕ"- тет.
"Шывĕ шалккӑ мар та-ха...
Кĕрĕр,"- тет Сани пичче.-
Пиччене мĕн ҫитмеҫ-ши...
(88 тултарчĕ... )
Шӑнма тухнӑ-ши кунта?
Ав, тем ҫырать хӑй тата...
Машин ҫумне таянсах.
Кам вак каснӑ,
Кам тасатнӑ...-
Вӑл тахҫан ҫырса хунӑ.
Шыва кĕреҫ ялйышсем:
Ҫирĕп пулччӑр сывлӑхĕсем.
Ӑнлантарни:
Чупарат кӳлли - Пушкӑртсен чӑпар лаши путнӑ иккен тахҫан ҫак кӳлле. Ҫавӑнпа ҫапла "Чупарат"теҫҫĕ.
Сани пичче - Савельев САС ҫыравҫӑ, юламансем ҫапла чĕнеҫҫĕ ӑна.