Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
12 Кӑрлач 2021, 18:10

Кĕмĕл, ылтăн, пăхăр ...

Марина КАРЯГИНА.

Кĕмĕл, ылтăн, пăхăр -
Кам мĕскер суйлать.
Çаврăнса ан пăхăр -
Хыçра мар çулла.

Хыçра мар хĕлле те -
Ним те çук хыçра,
Йăлт - умра, пĕлетĕп:
Шуçăм - тухăçра.

Тухăçри хĕвелĕ
Çитĕ анăçа,
Темĕскер кивелĕ -
Тухĕ манăçа,

Темĕскер çĕнелĕ
(Çак тĕнчен ами
Шав хĕрĕх чĕрнеллĕ).
Тăрăп шарлами.

Ĕмĕрлĕх мĕн юлĕ:
Чăнлăх шырани?
Е этемлĕх юнĕ
Йĕс пек шăранни?..

Чĕптĕме те кĕмĕ
Тен, мана кирли:
Ылтăн, пăхăр, кĕмĕл
мар... - сăмах! Вирли!

Сулахай е сылтăм?..
Юлĕ чун çутти!
Пăхăр, кĕмĕл, ылтăн -
Айвансен тетти.

10.01.21.
Читайте нас: