Аургазă хыпарçи
-2 °С
Ясно
Литература кĕтесĕ
5 Января 2021, 11:00

Йăмрасем

Январь пуçламăшĕнче чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, паллӑ поэт, общество хастарӗ Раиса Васильевна Сарпи ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине паллӑ тунă. Çав ятпа саламлатпăр, унăн пултарулăхĕпе паллаштаратпăр.

Добавить в предпочтительные источники Google
Роберт Минуллин тутарла çырнă сăввине Раиса Васильевна чăвашла куçарнă.
Пурнаймаççĕ йăмрасемсĕр
Çуйăн-шыв çыранĕсем.
Тăпăл-тăпăл йăмрасемсĕр
Илĕртӳсĕр-çке вĕсем!..
Йăрăс пӳллĕ йăмрасем —
Йăрăс пӳллĕ сар хĕрсем.
Тантăш хĕрĕсем хавассăн
Чӳхенсе шывран тухаççĕ...
Ватăлмаççĕ йăмрасем,
Ватăлма вĕсем пĕлмеççĕ.
Вилнĕ чух та йăмрасем
Ватлăх пуснипе вилмеççĕ.
Эпĕ хам та йăмра мар-и?
Хам та эп çав çыранран.
Вĕсемпе халь юнашаррăн
Тепĕр хут ӳсесчĕ ман.
Эп сывлатăп ассăн-ассăн,
Ăмсанса йăмрасене.
Сывласан та ассăн-ассăн, —
Таврăп-и яш кунсене?
Ан тив, çамрăклăхăм пултăр
Вĕсене халал манран.
Вĕсемпе ман кăмăл тултăр,
Çамрăк ларччăрччĕç ялан.
Читайте нас