Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
3 Кӑрлач 2021, 11:40

«Ăçталла тинкеретĕн, аннем, ирĕн–каçăн…»

Январӗн 2-мӗшӗнче Юрий Семендер 80 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа саламлатпӑр. Вулакансене унӑн сӑввипе паллаштаратпӑр.

– Ăçталла тинкеретĕн, аннем, ирĕн–каçăн, Кантăк витĕр–им вĕçрĕ чунри канăçу, Шуçăмлах шухăшпа ан шурсамччĕ, тархасшăн, Вырăнтах–çке, аннем, тухăçу–анăçу... – Ах, ачам, урамра лантăш пек шурă сывлăм, Вĕçен кайăк васкать кăнтăра сивĕччен, Ир ăсаннă аçу та кĕтет пулĕ, ывлăм,– Çăмăл мар–тăр ăна карчăккисĕр пĕччен... – Чĕрене пĕрмаях ан хускат–ха, аннеçĕм, Арчаран кĕпÿпе тутăрна кăларса, Ан васка, ан пăлхан... Ят тухсассăн чĕнеççĕ, Акă кукăль те пиçрĕ... Çиер–ха ларса. – Ах, кукли, ырă кинĕм, хĕвел пек сар питлĕ, Юратсах ăна çийĕччĕ хамăр аçу, Чан çапсассăн… чиркÿ те пулинччĕ евитлĕ, Унсăр анмĕ çĕре тÿпери çураçу. – Асаннеçĕм, мĕн–мА чарăнсах эс сăнатăн, Курăни–курăнми кайăк хур çекĕлне, Тен, тупасшăн унта эп вĕçес çил çунатăн Çăлтăр витĕр выртан йăлтăр–йăлтăр çулне? – Ах, мăнукăм, йĕкел пек чăвашăм–малашăм, Юман евĕр ÿссе çăлтăр евĕр çиçсем. Эп сана… кайăк хур хушшинчен… ыр сунасшăн Вĕсемпе… инçете–инçете… вĕçнĕçем… 19.03.00
Читайте нас: