Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
3 Кӑрлач 2021, 13:15

Шур юр ҫунӑ та ҫунӑ

Нина Федорова-Максимова.

Ҫĕрле эпĕ ҫывӑрнӑ,- Шур юр ҫунӑ та ҫунӑ. Хĕл Мучи пирĕн ума Тӑвайкки туса хунӑ. Тӑхӑнтӑм эпĕ кĕрĕк, Пуҫӑмра ӑшӑ ҫĕлĕк, Урасенче ҫӑматӑ. Анне пачĕ алса та Чĕнтĕм туса урама, Ҫунашкапа ярӑнма... Савӑнатпӑр кӑмӑлтан- Кĕрес те килмест тултан! Эпир тĕттĕм пуличчен, Ярӑнтӑмӑр ту ҫинчен . Аннесем киле чĕнеҫ:- "Ыран та ярӑнӑр"-теҫ.
Читайте нас: