Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
31 Декабрӗн 2020, 12:05

Ҫӗнӗ ҫул

Чӑваш Енри Патӑрьел районӗн Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнчи Николай Еллинăн сăвви.

Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ капӑр,
Тӑвансем сӑпайлӑ сапӑр.
Сӗтелӗ кучченеҫпе,
Тутлӑ апат-ҫимӗҫпе.

Шаплатать шанпань эрех,
Харӑс ҫӗклетпӗр пӗрех
Черккине ҫӳле йӑтса,
Ӑнӑҫушӑн савӑнса.

Хӗн-хур юлтӑр кив ҫула,
Саванӑҫ килтӗр юрласа.
Кӗтсе илер ҫӗн ҫула,
Вӑкӑр килтӗр ташласа.

Фейерверк салютсем ярса,
Чӗтрететпӗр таврана.
Хуткупӑсне каласа,
Ян-ян кайтӑр аякка.

Хавас кӑмӑл туйӑмпа,
Ырӑ ӗмӗт шухӑшпа.
Кӗтсе илер ҫӗн ҫула,
Савӑн кул,юрла ташла.

Илсе килсем телей ҫеҫ,
Ырлӑх сунса эс валеҫ.
Савӑк кӑмӑл парнеле,
Ырлӑх кӳр пирӗн киле.
Читайте нас: