Кашни ҫурт чӳречинчен
Курӑнаҫҫĕ йӑлтӑр-йӑлтӑр
Тĕрлĕ тĕслĕ ҫутӑсем...
Кам-ха паян ан савӑнтӑр -
Кĕтеҫ Ҫĕн çула вĕсем...
Пилĕк минут кӑна юлчĕ.
Часах ҫитĕ Хĕл Мучи
Унпа пĕрле Ҫĕнĕ çул...-
Кĕтсе илме хатĕр пул!
Юр пики, ак, алӑ сулчĕ...
Ҫĕнĕ çул килсе те кĕчĕ.
Ачасем-ҫке савӑнаҫҫĕ.
Елка тавра, ав, ташлаҫҫĕ.
Хĕл Мучи те ташша ячĕ.
Ачасене парне пачĕ...
Мускав куранчĕсем ҫапаҫҫĕ...
Ҫĕрлехи тĕттĕм тӳпене
Феерверксем ҫутатаҫҫĕ.