Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
30 Сентябрӗн 2020, 12:00

Чулкасри çуркунне

А.Савельев-САС. (Вĕçĕ).

Атте, картишĕнчех пулать пусă. Тольăна калăп: пăхтăр, тĕрĕслетĕр, çăлне ăçтарах чавмаллине палăрттăр. Кирлĕ япаласем хатĕрлеме тытăнĕ. Ку пирĕншĕн проблема мар.
— Сирĕншĕн апла пуль те, аннӳпе маншăн — праблем çав, хĕрĕм, праблем...
— Юлашки ыйту, атте: Ванюшинран председатель пулас пек-и?
— Хамăн пичче, санăн мучу пек председателех пулĕ тесе калаймастăп, анчах çăкăр шăрши кĕрет ачаран. Халăхпа канашлать. Ваттисен сăмахне те хăлхана чикет... Кĕскен каласан, çуккине тупма, пуррине упрама тăрăшакан çын пек туйăнать Ванюшин...
— Кĕркуннеччен пурăнса пăхар-ха. Улшăнусем пулма кирлĕ, — ун шухăшĕпе килĕшнине пĕлтерчĕ Галина.

6

Тăват-пилĕк çул та пулать ĕнтĕ Чулкасра колхоз валли утă хатĕрлеменни. Манчĕç кунта утçи пирки. Кăçал Ванюшин аса илтерчĕ.
— Выльăх-чĕрлĕх тытман колхоз вăл ялти чи чухăн çынна аса илтерет, — тет председатель ял çыннисемпе калаçнă чухне. — Лашасăр-ĕнесĕр çынна ĕлĕкрен чыс-хисеп пулман. Чысĕ-сумĕ тарам-ха, выльăхсăр пурнăçа сыпăнтарса пыма хĕн. Выльăх çук — аш-какай, сĕт-çу çук. Ялта столовăй уçаймастпăр. Ака вăхăтĕнче те хирте ĕçлекенсене вĕри апат пулмарĕ. Малашне ферма пирки шутламах тивет. Эппин кунта чи малтан выльăх апачĕ хатĕрлес ыйту тухса тăрать. Халĕ кĕтӳ пекки чăмăртанса пырать. Хĕллене утă хатĕрлемех тивет.
Чулкас çĕрĕ — улăх-çаранпа пуян çĕр. Вар-васансенче, улăхра кĕтӳ кĕртмесен тĕрлĕрен курăк ашкăрса ӳсет. Вырăн-вырăн ашса тухаймастăн. Çаран валли уйăрнă лаптăксене кăçал кĕтӳ кĕрттермен. Çулмалли пур. Утă уйăхĕн çурринче çанталăк уяра кайрĕ. Улăх-çаран çеçкере! Правлени ларăвĕнче çапла йышăнчĕç: эрне хушшинче утă хатĕрлесе çитермелле. Кун хыççăн халăх харпăр хăй валли хатĕрлĕ. Вырмаччен утă ыйтăвне татса памалла. Вĕри апат хатĕрлеме те майне тупрĕç.
Утçи Чакăллă çырми тăрăхĕнчи улăхра пуçланчĕ. Çуркунне шыв илекен вырăнти курăка çеçкере чухне çулса тирпейлени лайăхрах. Кая юлсан ăна выльăх тиркеме пăхать. Тракторпа кĕрсе пулмасть — путать. Унта та кунта хăва тĕмĕсем, пĕччен хурăнсем пурри те чăрмантарать техникăпа усă курма. Пурпĕрех, халăха хавхалантарма тесе-ши, Ванюшин хăйĕн косилка çакнă тракторĕпе улăха чи малтан çитрĕ. Агрегатпа ăçтарах ĕçлеме май пуррине чухлать улăхра выляса та кĕтӳ кĕтсе ӳснĕ çамрăк. Утта малтанхи кунах 50 çава хутшăнчĕ. Çава туптакансем 4-5 çын килнĕ. Хăшĕ-пĕри çависене ялтах туптаттарнă-ха. Ĕлкĕрейменнисем кунта шаккаттарма тытăнчĕç. Улăхри ирхи илем çынсен ĕçлес кăмăлне çĕклет. Хăва тĕмĕсем хушшинчех ӳсекен тирек тăрринчен куккук çаваллă халăха хăйĕн никама йăлăхтарман юррипе кун каçах савăнтарма хатĕрри çинчен систерет: ку-кук! ку-кук! Пирĕн кунта пĕтĕмпех хатĕр тенĕ пек, сунталпа мăлатук калаçни илтĕне-илтĕне каять: тук-тук! Тук-тук-тук-тук! Тепĕр самантран ял çыннин чунне яланах çывăх пулнă çак сасăсем çумне харăс сулăнакан вуншар çава сасси хутшăнать: вăш-шт! Вăш-шт! Вăш-шт! Çапларах пуçланса кайрĕ кăçал утçи Чулкасра. Икĕ пысăк ушкăн харăссăн сулать çавасене. Арçынсем хăйсем карталаннă, вĕсенчен çӳлерехре — хĕрарăмсем. Ванюшин вара шăнкăртатса юхакан шыв урлă икĕ пысăк пăрăх хунă вырăнта каçнă та алăпа çулакан хĕрарăмсемпе тĕлме-тĕл пысăк мар каçалăк илнĕ. Çапла, кунта пысăк каçалăкпа ĕçлеме майĕ те çук. Тĕмсем тавра çаврăна-çаврана çулать Ванюшин. Уçăрах вырăнсенче вара тракторне пĕр кана тӳрех тытса пырать, хытăрах кĕрлеттерет. Анчах кун пекки вăраха пымасть.
Тепĕр кунне шурă тумлă халăх Ейлев кӳлли çывăхĕнчи çарана куçрĕ. Ку кулĕ паянчченех пушкăртсем 300 çул каярах панă ятпа çӳрет-ха. Паян пĕтĕм чăвашсемсем пурăнакан ялта малтан пушкăртсем çеç пулнă. Çуллахи вăхăтра вĕсем ялтан пĕтĕм выльăхĕ-чĕрлĕхĕпе çак таврана çу каçма килнĕ иккен. Çулла пурăнакан вырăна «ейлев» тенĕ пулать. «Çуллахи вырăн» тени ĕнтĕ. Кĕркуннепе каялла яла таврăннă. Кунти çап-çаврака та тарăн кӳлĕ тавра хутăш курăк ӳсет. Кӳлĕ çыранĕсем чăнках мар. Шăтĕк-путăк та çук. Лап-лап çĕр çырли ӳсет. Çăра та вăрăм курăк хушшинче çырла хăвăртах хĕрелмест. Çавăнпа çырла пуçтаракансем çарана таптаса ĕлкĕрмен-ха. Çулма лайăх. Çырли çук мар вара. Анчах йĕкеле аса илтерекен çимĕç шап-шурă-ха. Йĕпе курăк хушшинче хăмăрланса çĕрме пуçланисем курăнкалаççĕ. Лап-лап хăмăр мелке кăларма ĕлкĕрнĕ кил кăшкарĕпе ут кăшкарĕ ашкăрса ӳснĕ. Кĕскен калас тăк, çулма йывăрах мар кунта. Кӳлĕпе юнашар вăрăм вар тăсăлать. Варăн икĕ айккипе кӳлĕ таврашĕнчи пекех курăш ӳсет. Аялта, юр шывĕ вăрах выртнăран пулас, ытларах хăяхпа хутăш хăмăш кашласа ларать. Сарăхма мар, хытма та ĕлкĕрмен-ха. Сĕткенпе тулнă вăхăт. Çулма çăмăл. Вăхăтлă пухса илсен выльăх юратсах çимелле. Кунти çарана та çавапа çулма тиврĕ. Ванюшин кӳлĕпе вар хушшинчи тикĕс лаптăка тата варăн анат вĕçне кăнтăрлачченех çулса пăрахрĕ. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн Ванюшин хăй тавра пуçтарăннă халăха çапла хыпарларĕ:
— Халь колхозăн выльăх йышлă мар. Икĕ кун çулнă курăка лайăх типĕтсе тирпейлесен çитмелле тесе шутлатпăр. Çулмалли вара Учук кӳллипе Виçĕллĕ вар таврашĕнче, Юманлăх йĕри-тавра чылай. Халĕ икĕ кун хăвăра валли çулма пултаратăр. Çапла-и, Константин?
— Çапла йышăнтăмăр. Икĕ кун хăвăр валли çулатăр та шăмат кун — субботник. Утта пухса турттарма тытăнатпăр. Унччен типме кирлĕ. Ăнланмалла-и? — калас тенине кĕскен пĕлтерчĕ бригадир.
— Ăнланмалла, — çависене йăтрĕç утăçăсем килелле утма хатĕрленсе.
— Малтан пĕрремĕш кун çулнине пухатпăр! — пăртакран тата хытăрах кăшкăрчĕ Краснов.
* * *
Константин, хĕвелпе пĕрлех вăраннăскер, каркаланса та саркаланса выртмарĕ, тӳрех тăрса тумланчĕ те, килĕрен кĕрсе тенĕ пек, пĕтĕм яла çаврăнчĕ, камăн кĕрепле, камăн сенĕк илмеллине, камăн хăйĕн лашине кӳлсе, пуслăхпа вĕрен хурса тухмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ, фермăна турттаракан утта урана хывма ултă çынна каларĕ. Икĕ пуçĕнчен харăс купаласа пырĕç. Çавăнпа та каланă вырăна халăх пĕр тăруках пуçтарăнчĕ. Çулнă курăк тавăрмасăр-çавăрмасăрах лайăх типнĕ. Кунта вăрманти мар çав: хĕвелĕ те пĕçертеть, çилĕ те типĕтет. Çилшĕн те, хĕвелшĕн те уçă вырăн. Бригадир килнисене пурне те шута илчĕ, тумалли ĕçсен калăпăшне хăй пĕлнĕ пек шутласа палăртнă хыççăн çынсем пухăннă çĕре хутне аллинче тытсах пычĕ. Ванюшин та кунтах. Иккĕше кăшт калаçкаларĕç те бригадир аллине çĕклерĕ, шăпланма ыйтрĕ.
— Фронт работы çакăн пек пирĕн, юлташсем, — сассине хĕрхенсе тăмарĕ вăл. — Кунта çулса пăрахнă лаптăк пĕтĕмпе 33 гектар пулать. Паккуссем хулăн. Утă пур. Паян çакăнтине пухса урана хума вăй та çителĕклĕ пек. Кĕреплепе 30 çын, сенĕкпе — 37. Утта ферма паптне турттарса тăма 17 лавпа прицеп кăкарнă икĕ трактор пур. Ак, председатель те ашшĕн Т-25 тракторĕпех килнĕ. Услови çакăн пек. Утă турттаракансене хăйсен лашисемпе ĕçленĕшĕн пĕр урапа тип утă. Кам тракторпа — пĕр прицеп. Юлашки рейспа тиесе каяççĕ. Ĕç хакĕ çакă пулать. Ыттисене укçа çыратпăр. Эп кунта кам мĕн чухлĕ ĕç тунине до копейки çырса та шутласа пырап. Малалла калап. Кĕреплеллисем пурте малтан Ванюшин косилкăпа çулнине пуçтараççĕ. Вăй тăкса тунă утта пĕр тăкаксăр пухса илер. Эрем-шерем тăвас мар. Ăнланмалла тăк — ĕçлеме пуçлăр! Чимĕр-ха, манса кайнă: апатлану çакăнта пулать. Кăнтăрлана чарăннă тĕле Галина Филипповна çитеп тесе шăнкăравларĕ.
— Ур-р-а-а! — янратрĕç çамрăксем вăл килсен мĕн те пулин çĕнни пуласса сиссе.
Паян вара çамрăксем çулнă чухнехинчен нумайрах курăнаççĕ. Ку вăл канмалли кун пулнипе те çыхăннă-тăр. Тепĕр тесен, кашни çамрăках утă çулма пĕлмессе те пултарать. Паян вара яшсемпе хĕрсем пухăннă халăхăн çурри ытла. Администрацири ĕçсен управляющийĕ те такама шыранăн халь унта, халь кунта курăна-курăна каять. Утçи халăхĕ ĕç пуçлассипе хĕвĕшме тытăнсан Татьяна Ларина Ванюшин тракторĕн пĕр çын вырнаçакан кабинине йăпăр-япăрах кĕрсе ларчĕ. Тен, пĕрле ĕçлесси пирки Валерипе малтанах килĕшсе хунă пуль. Килĕшсен те, килĕшмесен те управляющи май пур чухне Валерипе юнашар пулма тăрăшнине пурте пĕлеççĕ. Кунта пăсăкки нимĕн те çук. Çамрăкпа çамрăк килĕштерсе ĕçленине ырламалла кăна. Урапа çинче тăма та ĕç йĕркине пĕлекен çын кирлĕ. Ларинăшăн вара ку — хăнăхнă ĕç. Вĕсен лаша пур. Утă-улăм тиеме кайнă чухне ашшĕ хăйпе пĕрле никама та мар, яланах Таньăна лартса каять. Майĕпен вĕренчĕ хĕр çунапа урапа çинче тăма. Утта пур енне те пĕр пек кăларса тиет. «Фермăри скотниксенчен кая мар пултарать Таня çӳлте тăма» тенине хăй хăлхипе те пĕрре мар илтнĕ хĕр. Каччăпа хĕре пĕр-пĕрин патне юрату туйăмĕ те туртать пуль.
Утçи халăхĕ тем хушăра улăх тăрăх сапса янă пăрçа пек сапаланчĕ. Тем хушăра унта та кунта пĕчĕк-пĕчĕк утă куписем, валемсем курăнма тытăнчĕç. Малтанах вĕсен шучĕ ӳснĕçем ӳссе пыратчĕ, анчах лавçăсем ĕçе тытăнсан тек ӳсесси пулмарĕ, пĕр шайрах тытăнса тăчĕ темелле. Пĕр сехет пек ĕçленĕ хыççăн пуслăхпа туртса çыхнă тăп-тăп лавсем ял еннелле пĕрин хыççăн тепри ăсанма пуçларĕç. Эппин ĕç-пуç Ванюшинпа Краснов шутланă пекех йĕркеленсе кайрĕ.
Константин улăх тулли хĕвĕшекен çынсем çине кăмăллăн пăхса тăрать. Çынсем ĕçе çапла карр тытăннине нумай пулать курманни. Авă, Кĕркури тетепе Клашук инке лапсăркка тĕм кутне икĕ пысăк хуран çакса янă. Пĕринче аш яшки вĕрет, тепринче — матрӳшке чейĕ пăсланать. Утçи вăхăтне правлени членĕсем хăйсем пĕрер така пама калаçса килĕшнĕччĕ. Паян хурана Ванюшинăн ик çулхи кастарнă таки чăммалла. Пĕлекенсем калаçнă тăрăх, вăл ăна туй валли тесе усранă пулать. Така хакне кĕркунне тырă парса саплаштараççĕ. Çапла, ĕç кăмăл пулсан майне-шывне тупма пулатех. Улăхри ĕçсемпе кăмăллă пулнă бригадир утта урана хывакансем патне фермăна та çитсе килме шутларĕ.
Ку чухнехи Чулкассем сехет çине пăхсах каймаççĕ. Сехет çыхасси те йăларан тухсах пырать темелле. Сехечĕсем çук мар пуль-ха. Шкап туртминче е ăçта та пулин çӳлĕк те сентре çинче выртаççех ĕнтĕ вĕсем. Пластмасса курупкаллу батарейкăпа ĕçлекен сехете таçта та сутаççĕ. Йӳнĕпех. Çумра сехет пулманнин сăлтавĕ вăл вăхăта хаклама пăрахнинче ахăр. Ĕçлемен çынна вăхăт кăсăклантармасть. Эппин, сехет çине пăхни те кирлĕ мар. Паян вара сехет тени чылайăшĕн пур пулмалла. Паçăр бригадир каланă вăхăт тĕлне çитсен, сенĕкĕ-кĕреплисене ĕçленĕ çĕрех хăварса, пĕтĕм улăха тутлă шăршă сарса паçăртанпа лăкăртатса вĕрекен хуран еннелле сулăнма пуçларĕç. Лавçăсем лашисене тăварса тăлларĕç. Ушкăнпа чухне ниçта та каймасть выльăх. Ĕçмелли пур. Выльăх та, çын пекех, йыша юратать çав.
Ĕç мĕнлерех пынине этемĕн кăмăлĕнченех пĕлме пулать. Пит-куçа çырма шывĕпе уçăлтарнă çынсем пĕр-пĕринпе ĕç пирки савнăçлăн калаçаççĕ. Лавçăсем хушшинче миçе леçни çинчен сăмахлани илтĕнет. Лере кашнин ĕçне шута илсе пыракан уйрăм çын та пур пулас. Кĕркури тетепе Клашук инке те аш ваклама тытăнчĕç. Шăпах çынсем хутаççи-сумккисенчен чашăк-тирĕк кăларма тытăннă вăхăтра ялта юлашки вăхăтра та лайăх паллакан машина, никам та ан систĕр тенĕ пек, пĕр сассăр çитсе чарăнчĕ. Чарăнни чарăнман машина алăкĕсенчен тăваттăн харăс тухрĕç. Пĕри машина хуçи Галина Филипповна пулчĕ-ха, тепри хут купăсне хăйĕнчен хăварман клуб пуçлăхĕ Валентин Николаев, артист тумĕпех килнисем Çтерлĕри филармонири «Сарпи» чăваш эстрада ушкăнĕн юрăçисем пулчĕç. «Сарпи» юрăçисем колхоз ура çинче çирĕп тăнă вăхăтра Чулкасра пĕрре мар пулнă. Валентин тӳрех купăсне тăсса ячĕ те пĕр-икĕ çавра «пушăлла» вылянă хыççăн купăс сасси çумне юрăçăсен сассисем, шыв юхăмĕ пек, хăйсене хăйсем пырса хутшăнчĕç:
Тăван яла таврăнсан,
Атте-аннене курсан
Манăн чунăм хĕпĕртет,
Юрă юрлассăм килет.
Эй, тăван, тус-тăван,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар та
Хамăр йышпа савăнар...
Çук, артистсем кăна мар, вĕсемпе пĕрле Галина Филипповна та хутша юрлать иккен, унăн та вăйлă сасси лешсен сассипе килĕшӳллĕн янăрать. Ку тăрăхра иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче сарăлнă, пĕтĕм Пушкăртстан чăвасен юратнă юрри пулса тăнă юрă улăх тăрăх сасă вăйлатмалли нимĕн турăсăр-мĕнсĕрех хăватлăн та чĕнӳллĕн янраса шăранчĕ. Пĕтĕм улăх юрлать тейĕн çав. Çапла, алла кашăк-чашăк тытнисем те хăйсем сисмесĕрех юрлама пуçларĕç. Халь кунта артистсен пĕчĕк ушкăнĕ мар, юрăçсен пысăк хорĕ çутçанталăк ытамĕнче ытарма çук концерт парать.
Эй, тăван, тус-тăван,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар та
Хамăр йышпа савăнар...
Малтанхи юрă вĕçленсен купăсне чармасăрах Валентин урăх кĕвĕ çине куçрĕ. Итлекенсем халĕ вăл тăван ял çинчен хăй çырнă «Чулкас урамĕсем» юрра пуçласса сисрĕç. Лешĕ янратма та тытăнчĕ:
Чулкасăн урамĕсем,
Хулари пек çурчĕсем,
Сире савса юрлас килет
Урам тăрăх утнăçем.
Малалла никам паллă памасăрах юрăçпа пĕрле утăçăсем те, артистсем те пĕрле янратрĕç:
Çак Чулкас урамĕсем —
Ман чĕре суранĕсем.
Юрату та, ырату та
Нумай тӳснĕ пуль вĕсем...
Ĕçри халăха концерт курма нимĕнле клуб та, юрăçипе купăсçине сцена та кирлĕ мар иккен. Пĕрисен итлеме, теприсен юрлама кăмăл пулни çеç кирлĕ. Ешĕл улăхра, уçă сывлăшра кĕмсĕр-кĕмсĕр микрофонлă клубринчен илемлĕрех те меллĕрех-мĕн концерт пама та, курма та. Юрăпа юрă хушшинче кăшт тăхтав пулсанах, сирĕн пĕтрĕ пулсан хамăр пуçлатпăр тенĕ пек, çывăхри тĕмсем хушшинчен кайăксем юрлама пуçлани илтĕнме тытăнать. Хăй курăнман куккук та концерт хăйне килĕшни çинчен хыпар тума васкать: «шеп ку! шеп ку!» тенĕ пекех илтĕнет ун хаклавĕ. Тахçан хĕресне амăшĕпе юнашар пырса тăма ĕлкĕрнĕ Елена Елюкова та ыттисенчен юлас мар терĕ курăнать. Пĕр утăм çеç малалла тӳрĕ те, чĕвĕлти кайăксен сассине пӳлсех, кайăксеннинчен кая мар уçă сассипе калаçма пуçларĕ:
— Шкул пĕтернĕренпех ял çыннисемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçре пулни, вĕсемпе калаçни тĕрлĕ шухăш çуратать. Хам курнине, мĕн шутланине ман хут çине çырса хурас йăла пур. Кăçалхи утçи кунĕсем, курнă ӳкерчĕксем чĕре варринех кĕрсе вырнаçрĕç пулĕ тетĕп. Çапла вара ял пурнăçĕнчи уйрăм ӳкерчĕксенчен çак сăвă çуралчĕ:
Ырă маншăн, ял çыннишĕн,
Хĕллехи çара хирте
Сас парса çуна шунийĕ,
Кăмака хĕрсе çуннийĕ,
Юр ашса утни хитре.
Лайăх маншăн, ял çыннишĕн,
Юр кайса пĕтсен хирте
Карăнса çĕр сывланийĕ,
Кушăхса вăл пăсланнийĕ,
Ал-ура ĕçре ырнийĕ,
Ĕç кал-кал пыни хитре.
Ырă маншăн, ял çыннишĕн,
Утă уйăхĕ çитсен
Улăхри сунтал сассийĕ,
Çавасем вăш-ваш каснийĕ,
Утă куписен ташшийĕ
Пĕр кĕвве хитре килсен...
Сăвă йĕркисем итлекенсен чун-чĕре хĕлĕхĕсене пыра-пыра сĕртĕнчĕç, вĕсене вăратрĕç пулас, артистсене сумланă пекех тăвăллăн алă çупса сумларĕç вĕш çамрăк сăвăçа. Галина Филипповна вара хĕресне хĕрне ыталаса тытрĕ те чуп туса илчĕ. Унтан ал тӳрчĕпе пит çăмартисене сăтăркаласа хĕрӳллĕ калаçма пуçларĕ:
— Ял-йышăмсем, тăванăмсем, пăхăр-ха, мĕн тери пултаруллă, талантлă ачасем çитĕнеççĕ пирĕн Чулкасра. Нивушлĕ çакăн пек ял çĕр пичĕ çинчен çухалать, Валентин чун-чĕринчен ярса илекен юрăсем кĕвĕлет. Чулкас хĕрĕ, «Сарпи» юрăçи Аля Кириллова, çав юрăсемпе республикăри чăвашсене савăнтарать. Анчах кăна вăтам шкул пĕтернĕ хĕрĕмĕр ял пурнăçне, умри çак чĕрĕ çут çанталăка сăвă йĕркисемпе ӳкерчĕксем тăва-тăва кăтартать. Аллине çава, сенĕк-кĕрепле тытнă çын яла пĕтме парас çук. Манăн та сире çăтма хатĕрленекен путлăхра хăвăртрах çăлăнса тухма пулăшас килет. Кӳршĕри Хурамал чăвашĕсем еплерех çĕкленсе кайнине, икшер хутлă керменсем лартма тытăннине куратăр пулĕ. Вĕсем те пĕтес патнех çитнĕччĕ, хăйсен ялĕнче çуралса ӳснĕ Владимир Владимирович пулăшнипе çĕнĕрен çĕкленсе тăчĕç. Манăн та сире пултарнă таран пулăшас килет. Эп Владимир Владимирович пек пуян мар çав. Чиркӳ лартса параймăп, тăрăллă пасар уçаймăп, çĕнĕ клуб çĕклеймĕп. Манăн пĕр тĕллев: çак колхоза, çак хуçалăха унчченхи шая çĕклесси. Эп кунта бухгалтерта ĕçленĕ, экономист пулнă. Кĕлет тулли тырă, карта тулли выльăх, гараж тулли трактор та машии пулнă пирĕн. Çаксем пулсан, ялта ĕçлесе пурăнма халь унчченхинчен темиçе хут çăмăлрах та, лайăхрах та. Халĕ, райкомран килсе, халăха валеçес тыра шăпăрпа шăлса элеватора леçтермеççĕ, фуражлăх тырра тиесе тухмаççĕ. Аслăраххисем ман сăмахсемпе килĕшеççĕ пулĕ тетĕп. Апла пулсан пĕрле, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлер. Эп сире пулăшма хатĕр пулнине те ан манăр. Ман сире ăнăçу сунасси çеç юлать. Константин, Валерий, ман машинăра икĕ ещĕк... Çук-çук, эрех мар, тутлă шыв пулмалла. Апат антаракансем патне кăларса лартăр çавсене. Кашниех тутанса пăхтăр чей вырăнне. Ниме ячĕпе хăналани çакă пулĕ манăн.
— Тавтапуçах, Галя аппа! — унтан та кунтан янратрĕç çамрăксем. Ватăраххисем хушшинче «икĕ ещĕк пылак шыв вырăнне пĕр ещĕк сăра тата аванрахчĕ те çав» тени те илтĕнкелерĕ.
Хирте апат анать. Галина Филипповнăна та аш яшки антарса пачĕç.
— Эпир Ленăпа пĕр чашăкранах çиесшенччĕ, — хирĕçлерĕ Галина.
— Апла мар ĕнтĕ. Пĕтнĕ хуçалăх пулсан та хаклă хăна валли пĕр чашăкпа кашăк тупма пултаратпăр-ха, — чĕвĕлтетрĕ апат илсе пынă Татьяна Ларина. — Эсир хирте яшка çисе курман пуль-ха. Çисен шашлăк çинĕ пуль. Шашлăк кăна мар, килте тунă салма яшки те шутсăр тутлă хирте. Мĕншĕн тутлине калам-и?
— Кала-ха.
— Апат уçă вырăнта пысăк хуранпа пиçет. Тĕтĕм шăрши çапать. Çавăнпа тутлă вăл. Клашук инке те çаплах калать, йышлă апат яланах тутлă пиçет тет. Эппин, апачĕ тутлă пултăр терĕ те ĕçсен управляющийĕ пуçне илемлĕн тайрĕ, вучах патнелле утрĕ.
— Чипер хĕр Татьяна Ларина. Калаçма та пĕлет, — ăна ырламасăр чăтаймарĕ Галина. — Такам та юратмалла.
— Юратакансем те пур. Хăй суйлать каччăсене.
— Тĕрĕс тăвать! Хĕр упраçăн питĕ асăрхануллă пулмалла. Йăнăшма юрамасть. Йăнăшрăн иккен, пĕтĕм пурнăç арпашăнса кайма пултарать. Чим-ха, Лена хĕрĕм, сан юрату çинчен сăвă çук-им?
— Ку темăпа пĕр сăвă та çырса курман.
— Юрату çинчен çырман сăвăç çук теççĕ тата. Ма çырман-ха?
— Юратса курман. Маншăн тĕнчере юрату пур-и, çук-и — пурпĕрех. Эп хама канăç паман япала çинчен кăна çырнă. Улăхри çак илеме сăвва мĕнле кĕртмĕн-ха? Кашни паккус, валем те купа, кашни хăва тĕмĕ — хатĕр сăвă йĕрки. Йĕрке çумне йĕрке илсе хур та — сăвă çаврăмĕ хатĕр. Çак йĕркесенче юрату шăрши-марши пур-и? Паян кăна çуралчĕç пуçра. Хут çине те çырса хуман.
— Итлетĕп.
— Эсĕ «ман хĕр юратса пăрăхнă» тесе ан кул вара. Ку сăввăн халь пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук.
Асран каяс çук çуллахи кунсем,
Улăхра пĕрле утă çулнисем.
Пыл çăвать,
Пыл çăвать
Сан туту çине,
Ман тута çине
Пыл çăвать...
— Ой, Леночка, — курăк çине хăйпе юнашар тăсăлса выртнă хĕрне çинçе пилĕкĕнчен хăрах аллипе те пулин ыталаймасăр чăтаймарĕ амăшĕ.
— Мĕн пулчĕ, анне?
Нимех те мар. Пите ман енне туха.
Турăм.
Чăпăрт! тутарчĕ хĕрарăм хĕрĕн хăйĕн тутипе тĕлме-тĕл тăракан тутинчен.
— Тĕрĕсех: сан туту пыл тутиех калать!
— Санăн та!
— Пирĕн тутасем çине чăнах та пыл çунах эппин. Эс питĕ тĕрĕс асăрханă, Леночка.
Çак вăхăтра Татьяна Ларина амăшĕпе хĕрĕ умне сĕткен тултарнă пысăках мар крушкăсем пырса лартрĕ. Ытахальтен-ши, ыйтанçи пулчĕ:
— Сире яшка тата кирлĕ марччĕ-и?
— Тавтапуç, Танюша! Тăрантăмăр. Ку сĕткенне те ĕçсен тăраймăпăр та ĕнтĕ. Танюша, эсир ман артистсене çитертĕр-и?
— Хампа юнашар лартсах, — пулчĕ хурав.
— Куркасене тăрса ĕçер-ха. Вара пăртак уткаласа çӳрĕпĕр. Калаçăпăр. Тепра тахçан курап-ха сана, — калаçрĕ те калаçрĕ хĕресне амăшĕ.
Малтан вĕсем шыв хĕрне анса аллисене çурĕç, пичĕсене уçăлтарчĕç, вара шăнкăртатса юхакан шыв хĕррипе калаçа-калаçа утрĕç.
— Ыйтма юрать-и? — пынă çĕртен тăпах чарăнчĕ Лена.
— Тархасшăн, хĕрĕм.
— Пирĕн выпускной бăла санпа (сирĕнпе тесе калама ăна тахçанах чарнă) пĕрле пынă арçын ача камччĕ вăл? Хăйĕнчен ыйтма вăтантăм. Унччен курнине астумастăп.
— Пĕчĕкрех чухне курнă эс ăна. Пирĕн ывăл вăл. Шăллу пулать темелле пуль. Кăçал вуннă пĕтерчĕ. Сан пекех ялта пурăнать, ял шкулĕнче вĕренет. Паша ятлă. Павел. Санран пĕр çул кĕçĕнрех.
— Ма хулара пурăнмасть?
— Ялта асламăшĕ пĕччен. Ăна пулăшмалла. Асламăшне хулана чĕнетпĕр килĕшмест. «Эп унта виç кун та пурăнаймастăп», — тет. Хамăрпа пирĕн Катя хĕрĕм пур. Виççĕмĕш класа куçрĕ. Май килнĕ чухне çывăхарах паллаштарăп-ха сире пурсăра та. Эсир тăвансемех-çке. — «Тăвансемех» сăмаха палăртсах каларĕ хĕрарам.
— Шăллăмпа йăмăк пуррине эп халиччен те пĕлмен, — кӳреннĕн илтĕнчĕç Лена сăмахĕсем. — Хамăн вара çав тери чипер шăллăм та, йăмăкăм та пур. Эп вара хама пĕр-пĕччен пĕр ача тесе шутланă.
— Каçар, хĕрĕм, эп сана халичченех пĕчĕк ача вырăнне хунă, çавăнпа та йĕрĕпех каласа пани кирлех мар тесе шутланă. Халĕ пысăклантăн, пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленетĕн, ăнланакан пултăн. Эппин хам çинчен те, çемье çинчен те каласа пама юрать. Институт хыççăн эп кунти колхозрах бухгалтер пулса ĕçленине пĕлен-ха. Колхоза уйăрса та пайласа пĕтерсен, çĕнĕ пуçлăхсем мана килĕштерми пулчĕç, «сăмсуна кирлĕ мар çĕре чикетĕн» терĕç. Бухгалтер вăл укçа-тенкĕ енĕпе никам пĕлменнине те пĕлет. Хама кунта малашне пурнăç пулас çукине туйса хулана тухса кайрăм, химзавод бухгалтерине вырнаçрăм, ĕçленĕ хушăрах аспирантура пĕтертĕм, кандидат диссертацине хӳтĕлерĕм. Паян эп хулари чи пысăк заводăн тĕп бухгалтерĕ. Хуларах химипе технологи техникумне пĕтернĕ Тольăпа паллашрăм. Вăл çав заводрах мастерччĕ. Пĕрлешрĕмĕр, тăхар çул пĕрле пурăнатпăр...
— Чим-ха, анне, ăнланмалла мар килсе тухать. Тăхăр çул каярах пĕрлешнĕ, Паша вара...
— Ан васка, Леночка, мана та ан васкат, — тинех унран нимĕн те пытарма çуккине ăнланчĕ хĕрарăм. — Эпĕ Тольăн иккĕмĕш арăмĕ. Паша амăшĕ ывăлĕ икке кайсанах вилнĕ.
— Мĕнле?
— Вăл та Толя пĕтернĕ техникумрах пĕлӳ илнĕ, ун пекех мастерта ĕçленĕ. Урăх цехра. Аппаратчик айăпĕпе хăрушă взрыв пулнă. Аппаратчикпа мастер иккĕшĕ те вилнĕ. Тольăн ирĕксĕрех ывăлне яла хăйĕн амăшĕ патне леçме тивнĕ. Ялтах ӳсрĕ. Сан пекех ял ачи.
— Паша пĕрре те хула ачи пек мар çав. Вăтанчăк. Никампа та хутшăнса калаçма васкамасть. Килкелеççĕ кунта хула ачисем. Пуç тăрне хăпарса кайĕç.
— Эппин, килĕшет сана Паша?
— Килĕшнĕрен мар-ха, лайăх ача пулнăран калатăп.
— Вĕренме те тăрăшса вĕренет. Учительсем ырлаççĕ. Районти олимпиадăсене çулсерен хутшăнать. Математикăпа ăнать унăн. Республика шайĕнче ăмăртса курман-ха. Шухăшĕ пур вара.
— Халь йăлтах ăнланса илтĕм.
— Мĕн ăнланса илтĕн-ха?
— Паша сăнĕпе пĕрре те сан евĕрлĕ маррине.
— Ун вырăнне, хĕрĕм, эсĕ ман пек! — хыттăнах каласа хучĕ те хĕрарăм Ленăна ик аллипех ыталаса илчĕ, шăрăхпа хĕрелсе вĕриленнĕ питĕнчен темиçе хут чуп туса илчĕ. Çав вăхăтрах нихçан та ĕç пирки манман Краснов бригадирăн сасси те янраса кайрĕ:
— Хускалтăмăр, юлташсем!
Кĕшĕл-л! тапранчĕ халăх. Тек бригадирпа председатель ăнлантарса пани кирлĕ пулмарĕ. Лена та, амăшĕн ытамĕнчен вĕçерĕнсе, хăйсене кĕтекен паккуссем патнелле утакан хĕрсем хыççăн чупрĕ. Галина Филипповна машини патне пырса тăнă Красновпа Ванюшин патнелле утрĕ. Лешсен калаçмалли пур, ахăр. Пĕрре мар асăрханă Галина: хăйĕн çывăхне пыма пуçласанах Костя аллипе сылтăм хăлхине хыпашлама, сăтăркалама тытăнать. Çуллахи çав тĕттĕм каç ун асне ĕмĕр манăçми кĕрсе юлнă пулас. Хĕрарăм вара çакна курсанах пĕрĕхтерсе кулса ярасран хăйне аран тытса чарать. Хальхинче те çаплах пулчĕ: ытла лĕкĕрти хĕрарăм пек курăнас мар тесе, вăл аллипе çăварне хуплама хăтланчĕ, янах таврашне сăтăркаланçи пулчĕ. Ванюшин ун кăмăлĕ çĕкленӳллĕ пулнине пурпĕрех сисрĕ.
— Пирĕн Галина Филипповна савнăçлă-ха. Хирти яшка килĕшнĕ пулас.
— Тавтапуçах! — ирĕклĕнех кулса хуравларĕ лешĕ. — Ялтан кайнăранпа та паянхи пек тутлă яшка çисе курман.
— Председатель такин яшки пулчĕ ку, — хăлхипе «выляма» чарăнмарĕ бригадир.
— Сан такуна хăçан çийĕпĕр? — шӳт тени хăйĕншĕн ют пулманнине систерчĕ Галина Филипповна.
— Ман такана çулнă чухнех çисе янă.
— Пирĕн атте те правлени членĕччĕ пулас-ха. Калăп: ыран такине кĕтĕве ан ятăр.
— Пулчĕ те! — председателе куçран тинкерчĕ Костя Краснов. — Эпир санпа ыран валли аш тупасси пирки пуç вататпăр. Тавтапуç, Галина Филипповна, аса илтернĕшĕн, аçупа хам та калаçăп, — кăмăлĕ тулнă бригадир хăй сисмесĕрех аллине хăлхи патĕнчен илчĕ.
— Сирĕн мана мĕн те пулин каламалли пур пулас. Вăхăт ирттерсе тăрас мар, — терĕ Галина Филипповна.
— Пур çав, пур, — таçта тем ыратнă чухнехилле авкаланса илчĕ Ванюшин. — Сайралатнă, кăпкалатнă хыççăн кăшман калчи пăхса ытармалла мар ешерме тытăнчĕ. Выçса çитнĕ çĕр апат ыйтать. Каярах юлнă пулин те апатлантарас тетпĕр те çав.
— Паян тумаллине ырана хăварса ан пырăр эсир, вăхăтра тума тăрăшăр, — пулăшма хирĕç пулманнине систерчĕ Галя. — Агроном çук ĕнтĕ сирĕн?
— Эпир хамăр иксĕмĕр те агроном. Мĕнле удобрени мĕн чухлĕ кирлине шутласа хунă, ял хуçалăх управленийĕнчисемпе канашланă.
— Апла тăк, ыранах Мелеусри минераллă удобренисен заводне çитсе счет илсе килĕр, таврăннă май ман пата кĕртсе хăварăр. Эп укçа куçарăп. Тепĕр кунах илсе таврăнма, ĕçе тытăнма пултаратăр.
— Эп мĕн терĕм, Валерий, э? Эп мĕн терĕм? — хăлхи çинчен манса аллисемпе сулкаласа калаçма тытăнчĕ Краснов, — удобрени пулать терĕм-и? Галина Филипповна пулăшать терĕм-и? Халь ку ыйту татăлнă тесе шутлăпăр. Никитин Ваняна паянах каласа хурап: машинине хатĕрлетĕр.
— Ыйту татăлнă пулсан атя, тытăнар эпир те, — терĕ те председатель, хăнапа сывпуллашса, трактор патĕнче хăйне кĕтекен Татьяна Ларина патнелле васкарĕ. Çĕкленӳллĕ кăмăллă бригадир та утăçăсем патнелле сулăнчĕ, утсан-утсан, тем аса илнĕ пек пулса, каялла çаврăнса тăчĕ, Гальăна аллипе сулкаларĕ. Улăх тăрăх курса çӳренĕ артистсем те, таврăнма вăхăт çитнине туйса, сăрталла хăпарчĕç.
(Маллалли пулать. Пуçламăшĕ сентябрĕн 26-мĕшĕнче).
Читайте нас: