Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
26 Сентябрӗн 2020, 12:45

Чулкасри çуркунне

Аургазă районĕнчи чăвашсен хăйсен Пушкинĕ пур. Ку вăл Юламан ялĕнче пурăнакан Александр Савельев-САС. Паян унăн çуралнă кунĕ. Çав ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми хастарлăх сунатпăр. Вулакансене унăн повеçне сĕнетпĕр.

Майĕпен, питĕ майĕпен ирĕлет кăçал юр. Пĕлтĕр май уявĕ тĕлне çуртрисене акса пĕтернĕччĕ. Кăçал ак ака уйăхĕн иккĕмĕш çурри пуçланчĕ, хирте мар, мехпаркра та трактор сасси илтĕнмен-ха. Йĕри-тавра куç ывăтсан та ака-суха хăçан пуçланасси пăхса та курăнмасть. Кăçал мăнкунĕ те кая юлса килет теççĕ, уй-хир ĕçĕсем унччен те пуçланаймаççĕ пулĕ. Çанталăкĕ те самани майлă çаптарма пуçларĕ мар-и? Çур аки хăçан пуçланасси, ăна епле ирттересси пирки шавлама мар, калаçакан та çук. Унччен-и? Унччен вырма вĕçленсенех çитес çуркуннене хатĕрленме тытăнатчĕç, юсав мастерскойĕсенче сӳтмеллине сӳтетчĕç, пухмаллине пухатчĕç, тимĕр те хурçă шăн! та шан! сас паратчĕ паркра, унта та кунта сварка çути куçа шартаратчĕ. Ĕç вĕресе тăратчĕ. Акан 22-мĕшĕ иртсе кайрĕ-ха. Аслăраххисем çак куна В.И.Ленин çуралнă кун пулнипе кăна мар, пĕтĕм çĕршывĕпе субботник ирттернипе те астуса юлнă. Акарисем хирте тар тăкатчĕç, юлнисем кунта йĕрке тăватчĕç, тирпейлетчĕç, унта та кунта йăваланса выртакан тимĕр-тăмăра тиесе кирлĕ çĕре ăсататчĕç. Кăçал вара, çав куна аса илсе те пулин, килсе куракан та пулмарĕ...
Çакнашкал шухăшсемпе тул çутăласса аранах кĕтсе илнĕ Хĕлил пичче колхозăн — тĕрĕссипе халь ăна мĕнле сăмахпа палăртса каламаллине пĕлекен те çукран унчченхиллех «колхоз» теççĕ-ха — юлашки темиçе трактор ларакан парк тăрăх тепре, халĕ ĕнтĕ кун çутипе, васкамасăр утса çаврăнчĕ те мастерскойăн пĕр кĕтессинче хуралçă валли ятарласа тунă пĕчĕк çеç пӳлĕме ăшăнма кĕчĕ. Пуçра çĕлĕк, урара калушлă çăм атă пулсан та самаях ĕнтĕркеттерет çамрăк мар çынна, çавăнпа та кĕре-кĕре ăшăнма килтенех хĕстерсе килнĕ вут пуленккисене тимĕр кăмакана пăрахкаласах тăрать хуралçă. Кунти пур пек йывăç та хăма таткисене тахçанах çунтарса пĕтернĕ ĕнтĕ. Кĕр сухи тăвакан Максимов Элексантăр аякри хирти вăрман тăрăхĕнченех пĕр хурăнпа хапха юпи тачкăш тиреке туратти-мĕнĕпех сĕтĕрсе килнĕччĕ. Хĕл каçа хăйĕн кунтах упранакан шăн пуртипе пĕчĕккĕн каскаласа çунтарчĕ çавсене хуралçă...
Çапла, хуралçи пур-ха мехпаркра, анчах хуралламалли юлманпа пĕрех ĕнтĕ. Çаратма май пуррине тахçанах вăрласа пĕтернĕ. Юлашки вăхăтра тимĕр-тăмăра пама плугсемпе культиваторсене, сеялкăсене сӳтме тытăнчĕç. Çакна кăнтăр кунĕнчех тăваççĕ. Ял вĕçĕнче гаражран аякра мар пурăнакан Хĕлип пичче кăшкăрса хăраткаласа ярать тепĕр чух. Çыннисем те хăрами пулса çитнĕ халь. Вĕсене чарма пултаракан, тĕрĕссипе, чарма тăрăшакан та çук ялта. Ял администрацийĕ пур-ха. Унтисем йĕркеллех ĕçлеççĕ. Укçине те самаях тата вăхăтра илсе тăраççĕ. Анчах администраци пуçлăхне, ыран-паян пенсие кайма хатĕрленекен Архипов Эрхипе, колхозри лару-тăру ним чухлĕ те кăсăклантармасть. Ялтилле каласан, кун пирки виççĕ выртса пĕрре те тĕлленмест вăл. Уншăн халăхран хырçă та хулăн укçи ытларах хăйпăтса пултăр. Халăхран сĕт пухассипе çӳлтисем панă план пурнăçлантăр. Ял администрацийĕн ĕçне-хĕлне районти тӳре-шара çак кăтартусем! тăрăх хаклать. Ытти вара — тĕрлĕрен хут та справка çырса парасси. Ку чухне! тата кашни хут таткишĕнех укçа тӳлеттерме тытăнчĕç. Пĕрлешекен ик-виçĕ мăшăра кăшт уяв сĕмĕ парса регистраци тăваççĕ, тĕнчене килекен пĕр-икĕ пепке ятне çырса хураççĕ, çаплах пурнăçран Турă хушнипе е хăй ирĕкĕпех уйрăлнисен ячĕсене хуратаççĕ. Уйрăм участковăй милиционер çук. 150 киллĕ ялта, тен, вăл кирлĕ те мар тăр. Тĕрĕсрех каласан, халиччен килех пулман, паянхи лару-тăрура вара кашни урамра пĕр милиционер тытни те ытлашши пулас çук. Ара, хамăр пурăнакан çуртсене ток парса тăракан алюмини пралука тăрăхĕ-тăрăхĕпе касса кайни пĕрре мар пулчĕ. Ток çӳрекен пралука мĕнлерех хăпарса касмаллине те шутласа тупаççĕ вĕт-ха çав тĕслĕ металл вăррисем! Лини çине пралук татăкĕ ывăтса замыкани тутараççĕ иккен, вара пĕр хăрамасăр хăпарса касаççĕ. Кӳршĕ ялтан участковăй килсе ун-кун пăхкаласа çаврăниччен пăралук тĕркине кирлĕ çĕре ăсатнă е йытăпа шыраса тупмалла мар пытарнă. Унччен мехпаркăн кашни кĕтессинче çутă çунатчĕ, халĕ юпа вĕçĕнчи изоляторсем ват çын çăварĕнчи кукăр чĕлĕм пек кăнтарса тăраççĕ. Юпасене çыхăнтарнă пралуксене тахçанах каса-каса кайнă. Çутă пралукне тапăнни шутсăр тарăхтарать ял халăхне, «токта çапмасть çавсене!» тесе ылханакан та сахал мар. Пĕри кăнса выртрĕ-ха. Нумай пулмасть нефть уçлакан насуссем патне пыракан пралуксене каснă чухне ток çапнипе персе аннă терĕç. Ĕçсе çитмен ăна. Картне ларман. Лавккара темли те пур. Укçасăр памаççĕ. Ĕçкĕçсемпе калаçмаççĕ те лавкка хуçисем. Вĕсенчен укçа илеймесне пĕлсех тăраççĕ. Эрех чурин çулĕ-йĕрĕ, майĕ-шывĕ пĕрре: тĕслĕ металл. Авă вăл, пуç тăрринчех. Хăпар та касса антар. Хăпараççĕ, касаççĕ. антараççĕ. Тепĕр чух хăйсем те пралук çыххипе çĕре шаплатаççĕ...
Хĕлип пичче хăйĕн савнăçлах мар шухăшĕсенчен аранах уйрăлчĕ. Анчах вĕсен вырăнне çавăнтах урăххисем, килти ĕç-пуçпа çыхăннисем йышăнчĕç. Ара, тул çутăлса çитрĕ-çке. Килте тепĕр «гараж» пур. Выльăх-чĕрлĕх усраканни. Унта та кĕтеççĕ кил хуçине. Кăçал тем мурне каярах юлса пăруланă ула ĕни темиçе хут та сас парса систерчĕ ĕнтĕ: сумалла, çитермелле, ĕçтермелле. Улашка сĕтлĕ пулчĕ. Хĕсĕр юлса кăтартман. Вăл та, хуçи пекех, ватăлать пулас. Ара, вун пĕр пăруларĕ-çке. Улăштармалла ĕнене, çамрăклатмалла. Çавăнпах тынине те хĕл каçарчĕç. Анчах леш чупман пулас. Хускатни-мĕнĕ те паллă мар. Ытла кая юлсан кăна. «Ĕнепе пĕр вăхăталла пенсие каятпăр эпир», — шӳтлекелет тепĕр чухне Хĕлил пичче, хулари хĕрĕпе кĕрӳшĕ хăнана килсен. Пенсие кайма хутсем хатĕрлеме çăмăлрах пултăр тесе çӳрет вăл гаража каçхи хурала. Хакĕ-шывĕ те çук темелле. Хут çине çырса пыни пур ĕнтĕ. Ĕç хакне кăшт тырăпа, арпа-улăмпа саплаштарса хăтланаççĕ. Укçа илсе курни çук. Юрать, газпа çутăшăн тӳлеме хĕрĕ пулăшать.
Хăй хыççĕн алăка çăрапа питĕрсе аппаланакан хуралçă машина сасси илтĕннипе пуçне айккинелле пăрчĕ: Краснов бригадир иккен. Тахçан вĕсем К-700 çинче пĕр-пĕрне улăштарса ĕçленĕ вăхăт та пулнă. Колхоз юхăнма пуçласан парăмсене саплама трактор хыççăн трактор сутма пуçларĕç. Укçа ытларах пултăр тесе çĕнĕреххисене чи малтан сутса ячĕç. Инкек Хĕлип пиччепе Куçтаран та пăрăнса иртмерĕ. Вĕсен тракторне хулари пĕр банк умĕнчи парăмшăн леренех килсе илсе кайрĕç. Тирпейлĕ хуçасем хăйсем ĕçлекен трактора юратса пăхрĕç, кăшт чăхăмлама хăтлансанах юсаса та сиплесе тăчĕç. Хăватлă тракторпа ĕçлеме кăмăллăччĕ. Йывăр пулчĕ хăйсене виçĕ çул çăкăр çитернĕ трактортан уйрăлма. Çакăн хыççăн аллăран иртнĕ Хĕлип пиччене хурала лартрĕç, Куçтана вара хулана тухса кайнă механик вырăнне сĕнчĕç. Пур-çук техникăшăн мĕн уйрăм инженер та механик тытмалли пулнă ĕнтĕ? Халĕ Константин Краснов инженер та, механик та шутланать, вăлах колхозри пĕртен-пĕр бригада бригадир те.
— Ан питĕр-ха кабинетна, Хĕлип пичче. Кĕрсе ларсах калаçмаллисем пур, — «Москвичран» пуçне кăларса сасă пачĕ бригадир.
— Кĕмелле пулсан — кĕрĕпĕр, — тимĕр алăка çын хĕсĕнсе кĕмелĕх хăйăрса уçрĕ хуралçă. — Эс манман иккен-ха мехпарк тĕлне, — шӳтленçи пулчĕ çĕр хута хăйпе хăй калаçса йăпаннă çын.
— Эсĕ манăн, мĕнле калас та, штатра тăман заместитель вĕт-ха, помощник Филипп Спиридонович?
— Тавах çапла чысланăшăн. Иксĕмĕр пĕр трактор çинче ĕçленĕ чух эс ман помощникчĕ, — шӳтлеме пĕрре те хирĕç маррине систерчĕ «заместитель».
Бригадир тӳрех механизаторсем тахçан саваламан хулăн хăмасенчен çапкаласа тунă, картла выляма лайăхрах пултăр тесе çиелтен шуç тимĕрпе сăрнă сĕтел умне каска пуканĕ çине ларчĕ. Ларма кирлĕрен хуралçă ăна кăмака çăварне халиччен те чикмен-ха. Бригада хуçи шалти кĕсйинчен тăрăхла икке хуçлатнă тетрадь кăларчĕ. Малтан ăна тикĕслесе якатас шутпа сĕтел çинче сăтăркаларĕ, вара пуçне йывăр пек туйăннă çăмлă çĕлĕкне сĕтелĕн пуш кĕтессине хывса хучĕ.
— Та-а-ак, — терĕ бригадир юлашкинчен, — та-ак, мана техника пирки юлашки точнăй даннăйсем кирлĕ.
— Кунта пуç ватса тăмалли ним те çук пирĕн, — пурне те пĕлекен çын пек татăклăн каларĕ хуралçă. — Эп пăру кĕтĕвĕ кĕтме кайсан, унта-кунта пăрăнса е выртса юлмарĕç-ши тесе, сехетсерен шутласах тăрап. Кашнинчех çав 35 пăру тухать. Çак мехпаркра мĕн пуррине те çав пăрусем пек куллен шутланă эп. Хăть шутла, хăть ан шутла. Кĕçтук тусăм, паян пирĕн «Çĕнĕ Çăлтăр» колхозăн пĕр «Алтай», икĕ Дт тата икĕ «Беларусь». Кусем ура çинче тăраканнисем, кусма пултараканнисем. Виçĕ тĕш тырă комбайнĕ пур: икĕ «Колос» та пĕр «Нива». Çăк турттармалли икĕ машина та пур теççĕ, анчах вĕсем ман территорие килсе кĕмен. Шоферĕсем килĕсенчех тытаççĕ пулмалла. Куна эс манран лайăхрах пĕлме тивĕçлĕ.
— Пĕлеп, пĕлеп, Хĕлип пичче, — тетрадь пичĕсене уçкаларĕ бригадир. Эс тракторсем пурте ура çинче терĕн-ха та, анчах пĕр «беларуçăн» хăрах кустăрми çук мар-и пирĕн?
— Çапла, кустăрма вырăнне каска çине тĕрĕннĕ вăл. Кунта ман айăпăм çук. Тăр-кăнтăрла кăларса кайнă. Эп сана хам кăнтăрлахишĕн яваплă пулмасан та, çийĕнчех пырса каларăм. Иккĕн акт пекки те çыртăмăр, алă пусрăмăр, председателе аллинченех тыттартăмăр. Участковăй тепĕр кун килчĕ, шăршлакаласа çӳрерĕ, анчах тупса килсе пани пулмарĕ. Çав Марат Махмутович, леш участковăй пекки ĕнтĕ, хайхи кустăрмана хăйсен ялĕнчи пĕр фермер патĕнче тупнă текен хыпар кĕчĕ ман хăлхана. Тупнă пулсан килсе памалла е вăррине хăйне леçтермелле. Килте тытмалла мар. Халь кайри пĕр кустăрма мĕн хакне пĕлетĕн-и?
— Кирлĕ чухне пĕр болта çур литрла илетпĕр те... Пĕлеп канешнă.
— Илсе килтермелле, паянах леçтермелле ман пата. Атту — сутса та ярĕ. Хакне кăшт чакарсан фермерсем туянаççĕ ăна. Эс — пирĕн инженер, эс — пирĕн механик, — бригадира тапăнмах пуçларĕ хуралçă. — Укçа вăл милици çыннине те кирлĕ.
— Юрать-ха астутартăн. Эп вăл урапа пирки мансах кайнă.
— Эп вара кашни сӳре пăти таран пĕлсе тăрап, — кăшт мухтанса илес килчĕ! курăнать хуралçăн. — Эп 25 çул тракторист пулнă. Паркра ура пусман вырăн юлман. Ăçта мĕн выртни-тăнине пĕлнĕ. Шел, халь пĕр тимĕр татки те тупса илме çук. Тасатмаллипех тасатрĕç. Эс болт пирки тĕрĕсех асăнатăн-ха. Ăçта кайса кĕрĕн? Кирлĕ тĕк ăна та çур литр парса илме тивет.
— Филипп Спиридонович, — хальхинче те хуралçа ашшĕ ячĕпех сумларĕ бригадир, — эс кунта кашни сӳре шăлĕ таранах пĕлеп терĕн-ха. Чăннипе пирĕн сӳресем миçе юлнă? Хыçалтан кăкармалли ытти инвентаре те шутласа тухар-ха.
Ашшĕ ячĕпе чĕнни ват çын чĕрине çемçететех çав. Малалла вăл каллех лăпкăн та васкамасăр сăрхăнтарчĕ.
— Сӳре тени икĕ агрегатлăх ĕнтĕ пирĕн. Пĕр культиватор. Акакан агрегат валли виçĕ сеялка. Кăшман сеялки те пур. Куккурус акмаллине хăвăр сутса. Кирлĕ мар вăл пире терĕр. Кирлĕ мар, паллах. Ферма çук — выльăх çук. Выльăх пулмасан силосĕ те, кукурузĕ те кирлĕ мар. Эх, Хрущевчĕ çакăнта! Кукурузăна мĕнлерех чыс-хисеп тума вĕрентĕччĕ вăл! — хăй сисмесĕрех каллех чĕрре кĕрсе калаçма тытăнчĕ хуралçă.
— Вĕрентекеннисем халь те пур, Хĕлип пичче.
— Вĕрентсе çитереймеççĕ çав. Экономика теççĕ, рынок теççĕ. Пĕтĕм пурнăç шавлă пасара çаврăнчĕ. Тем те сутаççĕ, тем те илеççĕ. Пасар тенĕ çĕрте спекулянчĕ те, кĕсье вăрри те çук мар пуль. Чăн-чăн хуçа кăна курăнмасть. Тĕнче пек пысăк çĕршывра та, чăх кучĕ пек пирĕн ялта та çавах. Манăн Витали тете ултă яла пĕрлештерсе тăракан колхоза 30 çула яхăн ертсе пычĕ. Чăх ферминчен çăмарта вăрлани те пулман. Сысна çури пирки каламалли те çук. Пилĕк çул тăршшĕ фермăра çичĕ ама тытса аппаланчĕç, сыснисен йышĕ пурпĕр çав çиччĕрен çӳлелле хăпармарĕ. Иккĕн пăхса хăтланчĕç. Элле сысна çури тухса ӳкессе кĕтсех тăчĕç вăррисем. Пĕр çура ӳстерни те пулмарĕ. Паян пирĕн Чулкаса таврари пĕтĕм хурах килсе тĕпленнĕ тейĕн. Ăçта пырсан та пурте вăрттăн-вăрттăн тем сăнаççĕ, тем шăршлаççĕ. Пурпĕрех мĕн те пулин тупаççех çаклатса каймаллине. Килти пахчана карталанă чухне, çирĕпрех пултăр тесе, алюмини юпасем лартнăччĕ. Çавсене те кăларса кайрĕç!
— Эс вăл юпасене ху та кунтан çаклатса кайнă-ха. Вăрăнне вăрă вăрлать тени çакă пулать те ĕнтĕ, — кирлĕ мар çулпа кĕрсе кайнă хуралçа чарасшăн пулчĕ бригадир. — Эпир санпа мĕн чухлĕ техника пуррине шутлаттăмăр, эс вара ху пахчунти юпасене шутлама тытăнтăн.
— Эп хамăн территорире, хăвăрла каласан, мехпаркра мĕн пуррине веçех каларăм сана. Çырса пымаллаччĕ. Леш юпасене эп нефтяниксенчен сăмакунпа улăштарса илнĕччĕ. Пĕр юпи — çур литр.
— Эпĕ веçех çырса пытăм. Санăн кунта пĕр Т-40 тухмарĕ такки. Ман унчченхи отчетра пулнă вăл, — хыпăнса ӳкнĕ пек пулчĕ бригадир-механик.
— Э-э-эй, Куçта тусăм, Куçта тусăм! Эсĕ те çапла манса каякан пултăн иккен! Ара вăл трактора хăвăр çăмăл машинăпа улăштартăр вĕт! Халь мĕнпе ярăнса çӳрен? Сахрун трактор вырăнне панă «Москвичпа» мар-им? — сăмахсене бригадира куçран пăхса сăрхăнтарчĕ Хĕлип пичче.
— Чăнах çапла турăмăр çав, — ним чухлĕ те хĕрелмерĕ пуçлăх пичĕ, — эп унччен те вăл тракторпа çăмăл машина вырăннех усă курнă. Хир-хир тăрăх çӳресе вар-хырăмпа пилĕк-çурăма сахал мар лăсканă. Инженер та механик, бригадир пуçпа ман çуран çӳремелле-им? Мана темиçе çулхи ĕç укçи шучĕпе панă вăл трактора. Эппин, ĕçлесе илнĕ. Халь çакăншăн ӳкĕнсе пĕтерейместĕп.
— Ма тата?
— «Ма тата» тет, — тĕлĕненçи пулчĕ хуралçăн тахçанхи ĕçтешĕ. — бензин хакĕ уйăхсерен хăпарса пынине пĕлсе тăратăн. Хакла ларать мана çемçе ларкăч, питĕ хакла. Арăм килте сысна çăвăрлаттарать, эп çура сутса бензин илсе çунтарап. Вăт шутла, Хĕлип пичче. Юрĕ техника пирки отчет пур тейĕпĕр. Эсĕ çак хута алăк çине тул енне çыпăçтарса хур-ха. Пăтапа-мĕнпе лектерĕн-и унта, анчах алăк çумĕнче пултăр çак хут. Тен, кам та пулин килсе тухĕ. Халăха пĕлтермен тейĕç тата. Вулаччăр, пĕлсе тăччăр, — терĕ те бригадир тетрадьне унчченхи пекех хуçлатса чикрĕ, çĕлĕкне тăхăнса васкасах тухса та кайрĕ. Кайма тесе паçăрах ура çине тăнă хуралçă çĕнĕрен каска çине ларчĕ, те алăпах, те урапа кукăрткаласа çырнă хута пуçăн та кутăн çавăркаларĕ. Шап-шурă та яп-яка хут çинче темиçе сăмах кăна: «Суббота собрани пулать. Повестка дня: 1. Весенний сев. 2. Выборы председателя. 3. Разнăйсем. Начало ирхи 11 сех.» Вуласа тухсан хуралçă сисмесĕрех кулса ячĕ: «Çакăн пек хитре хут çине те лайăхрах çыраймаççĕ иккен» текелесе хутăн тепĕр енне çавăрса пăхрĕ. Палланă сăн-çке кунта! Тахçан КПСС Центральнăй Комитечĕн секретарĕ пулнă М.С.Горбачев хăйĕн такама та килĕшмелле сăнĕпе çуталса ларать.

2

— Кĕпĕр-р-рр! пухăнчĕ ял халăхĕ Культура çуртне. Колхозра ĕçлекенсем çеç мар, хăйсене фермер текеннисем те килнĕ. Никам чĕнмесĕр-йыхăрмасăрах. Вунă çын ытла вĕсем, колхозран уйрăлса тухнисем. Хăйсен çĕр лаптăкне те, йыша тивĕçекен хăш-пĕр техникăна та илсех уйрăлнă. Ĕçлеме кашни хăй тĕллĕн ĕçлесе аппаланать. Виççĕшĕ кăна вăйĕсене пĕрлештернĕ. Валерий Ванюшин пуçарăвĕпе пĕрлешнĕ вĕсем. Çавăнпах пуль ĕçĕ те ыттисеннинчен аванрах пырать. Виçĕ çемье 20 гектар çĕр çинче чакаланать. Тулăпа урпа акаççĕ, сахăр кăшмане çитĕнтереççĕ, çĕр улми лартаççĕ. Иртнĕ çул пĕр гектар купăста тата çавăн чухлех хĕвел çаврăнăш çитĕнтернĕ. Тупăшĕ-мĕнĕ пирки калаçса каймаççĕ. Вăрттăнлăхра тытаççĕ пулсан кăна. Тăкакĕсене саплаштарса пыраççĕ пулмалла. Кăшманпа хĕвел çаврăнăшĕнчен тупăш та илнĕ тесе калаçакансем те пур. Кăшманшăн сахăр нумай илнĕ тесе калаçрĕç, 30 михĕ таранах илнĕ имĕш. Хĕвел çаврăнăшĕнчен çу çаптарнă. Çуне Ванюшкин килтенех сутса пĕтерчĕ. Малашне çак культурăсене ытларах акма палăртать иккен. Çĕр сахалли чăрмантарать. Валерипе юлташĕсем ял çыннисене колхозран уйрăлма, хăйсем патне пĕрлешме чĕнеççĕ. Пайĕсемпе ĕнтĕ. Халăха илĕртес тесех кĕркунне çынсене улăм-арпа таврашне йӳнĕрех хакпа сутса хăтланчĕç. Хăш-пĕрисем уйрăлса тухма хут çырнă тесе те калаçкалаççĕ. Тен, пулас пухура вĕсен ыйтăвĕсене те пăхса тухĕç. Ав, Ванюшкинĕ парад тумĕпех килнĕ, орден-медалĕсене те çакнă. Пурне те хăй çине пăхтарасшăн ĕнтĕ. Пăхаççĕ те. Алă тытсах сывлăх сунаççĕ. Валерий Ванюшин çирĕм пиллĕкри каччă. Вăтам шкул хыççăн профтехучилищĕре механика вĕреннĕ. Салтакра танк водителĕ пулнă. Таврăннă хыççăн кăшт колхозра ĕçлесе аппаланкаларĕ. Кĕсьене ним те кĕменнине кура тытрĕ те контракт йĕркипе Чечняна тухса кайрĕ. Тăватă уйăха. Хальхинче орден-медаль çаксах таврăнчĕ. Танк ротин командирĕ пулнă иккен. Пĕр çапăçура боевиксем танка вут хыптарнă. Ванюшин сержант çухалса кайман, контузи пулнă майора çунакан танк ăшĕнчен илсе тухнă, вилĕмрен çăлса хăварнă. Çакăншăн чăваш каччине «Паттăрлăхшăн» орденпа наградăланă. Каярахпа ун çумне «Хăюлăхшăн» медаль хутшăннă. Юбилей медалĕсемсĕр те хăварман запасри сержанта. Нимĕн те калаймăн: паттăр салтак пулнă Валерий Ванюшин. Ял çыннисем хисеплеççĕ ăна. Паллах, Валерий вĕсене контрактпа Чечняна кайма агитацилемест, хăйсен пайĕсемпе «Ванюшин» фермер хуçалăхне хутшăнма ӳкĕтлет, кĕркунне туй тумалăх укçа-тенкĕ хатĕрлеме май пуррине те систерет...
Пуху пуçланиччен 10-15 минут пек юлсан клуб умне шурă «Волгăпа» «Мерседес» умлă-хыçлă пырса чарăнчĕç. «Волгăран» тухнă патвар арçынна Чулкассем çийĕнчех палласа илчĕç: район администрацийĕн пуçлăхĕ Урал Батырович Вахитов пулчĕ ку. Иномаркăран тухнă сăран шăлаварпа сăран куртка тăхăннă хура куçлăхлă чиперккене паллакан-пĕлекен пулмарĕ-ха. Куçлăхсăр пулсан, тен паллама та пулатчĕ пулĕ. Кевти-кĕлеткипе тыткаларăшĕсем тахçан пĕлекен çынăнни пекех. Кунашкал тумпа курнине астăвакан пулмарĕ. Хура сăран çи-пӳç хĕрĕн яштака та пиçĕ ӳт-пĕвне унти кашни тĕмескепе путăк палăрмаллах çат тытса тăрать. Тум çинче урлă та тăрăх выртакан «çиçĕмсем» тата вĕсен чӳхенсе тăракан ункисем пике хусканăвĕсемпе килĕшӳллĕн чӳхенсе те ялкăшса илеççĕ. Хура тумлă хĕрĕн — клуб умĕнчисем ăна хĕр тесех шутларĕç — çăкăр пĕçерме тесе хĕрӳ хутнă кăмака умне анчахрах турчăкапа туртса купалантарнă юман кавар пек ялкăшакан çӳçĕ ял çыннисенчен чылайăшне, уйрăмах трактористсене, кĕркунне сухаласа хăварнă уйра çуркунне вут тĕртнĕ улăм урине аса илтерчĕ.
Сăмах май каласан, çӳллĕ кĕлĕллĕ аттисем те çӳç тĕсĕпе пĕр килеççĕ. Алăкне питĕрнĕ хыççăм ăна тепре туртса пăхрĕ те хаклă машина хуçи, хура куçлăхне куçĕ çинчен илсе халăха пуç тайрĕ, «пурне те ырă кун та сывлăх сунатăп» тесе чăн чăвашла саламларĕ, вара ватăраххисемпе калаçма та пуçланă Урал Батыровичпа юнашар пырса тăчĕ, кунти ватăсене уйрăммăн тепĕр хут пуç тайрĕ. Халĕ ăна пурте тенĕ пек палласа илчĕç. Çапла, ку вăл тахçан колхозри паллă сухаçă пулнă, халĕ пур-çук техникăна пухса лартнă мехпарк хуралçин Филипп Спиридонович Петровăн хĕрĕ Галина Филипповна пулчĕ. Чылайранпа хулара пысăк вы-рăнта ĕçлесе пурăнакан ял хĕрĕ ашшĕпе-амăшĕ патне час-часах килсе çӳрет, анчах çакнашкал чаплă машинăпа килнине халиччен никам та курманччĕ-ха. Çаплах вăл пухăва мĕн шутпа килнине чухласа илекен те пулмарĕ. Анчах тепĕр çур сехетренех пĕтĕмпех уçăмланчĕ.
Хăйĕн ятне çулсерен тенĕ пек, тĕрĕсрех каласан, çĕнĕ председатель суйламассерен, улăштарса тăнă колхозăн хальхи председателĕ икĕ уйăха яхăн ĕнтĕ больницăра выртать. Хăй каланă тăрăх, хуçалăха лачакаран сĕтĕрсе кăларассишĕн кунĕн-çĕрĕн чупнипех чире кайнă иккен вăл. Ял халăхĕ вара урăхларах çаптарать: колхозăн юлашки мулне хăра-хăра вăрланипех чĕре чирне кайнă Иван Маркелович. Вырма валли солярка кирлĕ тесе фермăри юлашки ĕнесене пуçтарса эрменсене тиеттерсе ячĕ. Тĕрĕс, лешсем пĕр-икĕ цистерна килсе панине курчĕç трактористсем, анчах тек килсе çӳрени пулмарĕ. Ытти укçа ăçта кайса кĕнине пĕлекенсем те, пĕлме тăрăшакан та пулмарĕ. Хут тăрăх вара пĕтĕм укçа соляркăпа бензин туянма кайса пĕтнĕ пек килсе тухать. Комбайнерсемпе трактористсем нефтяниксенчен тулă парса туяннă соляркăпа ĕççи ирттерни çинчен сăмах кăларчĕç. Туллине комбайнран тӳрех темçе машина таранах ăсатнă. Куракан-тăвакан пулман. Тулă парса янă комбайнер çăварне, паллах, укçан пăкăланă. Ферма пĕтсен Иван Маркелович пысăк пăрăхсене çурса тунă тимĕр куритесене те ваклаттарса тимĕр-тăмăра ăсаттарчĕ. Паян пĕр вите кĕтессинче 20 пуçа яхăн пăру усранă пек калаçаççĕ. Паянчченех кăçал çуркунне ака-суха ĕçĕсене мĕнле ирттерме шутлани çинчен пĕлекен те, калаçакан та пулмарĕ. Çав хĕл каçнă 20 пăрăва сутса ярĕç-ши?
Пуху ирттерес нуша каллех Краснов бригадир çине тиенчĕ. Тĕлĕнмелле пек килсе тухать: председательсем килеççĕ те каяççĕ, Куçта çаплах бригадир ĕçĕсене туса пырать. Пĕр вăхăтрах председатель заместителĕ те шутланать иккен хăй. Çавăнпа та халăх вырнаçса ларсанах паян та пуху тилхепине хăй аллине илчĕ. Пуху ирттере-ирттерех хăш-пĕрисемшĕн йывăр пек туйăнакан çак чăрмавлă ĕçе те хăнăхса çитрĕ. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине ял администрацийĕн пуçлăхĕнчен кая мар пĕлет. Кăлавине Архип Архипович темелле-ха, анчах çын тени вăл тем те шутласа кăларма пултарать çав. Сăмахĕсем пĕр пек ан илтĕнччĕр тесе ял пуçлăхне пурте Эрхип Архипович тесе сумлаççĕ.
— Шăплантăмăр-и, юлташсем?! — те ыйтса, те асăрхаттарса сăмах хушрĕ пуху председателĕ президиума суйланисем сĕтел хушшине вырнаçсан. — Нумай сăмах вакласа лараймăпăр. Паян-ыран хире тухмалла пулать, анчах калаçмаллине калаçасах пулать. Мĕнле ыйтусем тăнине эп пĕлтерӳрех кăтартнă, тепĕр хут аса илтерсе тăмастăп. Пирĕн пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Урал Батырович Вахитов тата хамăр ялтах ӳссе çитĕннĕ, колхозра ĕçленĕ, халĕ хулара ĕçлесе пурăнакан Галина Филипповна Антипова хутшăнаççĕ...
— Пирĕн Антиповсем çук ялта, — сăмах çукран сăмах тăвасшăн пупчĕ тахăшĕ. — Хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова унăн, — çийĕнчех çырлахтармалли хурав пачĕ пуху ертӳçи. Эп тӳрех Урал Батыровича сăмах паратăп. Вăл лару-тăрăва веçех уçăмлатĕ.
Бригадир вăр-вар пулни район пуçлăхне килĕшрĕ.
— Юлашки пилĕк çул хушшинче эпир сирĕнпе пĕр-пĕрне йăлăхтарсах çитертĕмĕр, — сӳрĕкреххĕн пуçларĕ сăмахне район ертӳçи. — Çуллен, тепĕр чух çулталăкра икĕ хутчен те председатель улăштаратпăр. Пĕрне кăларатпăр; çавăнтах тепĕрне суйласа та лартатпăр. Пилĕк çулта ултă председателе çитрĕмĕр. Председатель улшăнать, лару-тăру улшăнмасть. Лешсем май пур таран çаратаççĕ те — тухса тараççĕ. Хăшне тытса хупаççĕ. Ку ак, хальхи председателе калап, Борис Николаевич пек, больницăран тухаймасть. Манăн сире татах председатель тупса памалла-и? Райцентртан та илсе килсе пăхрăмăр. Ялта вăтам шкул пур. Аслă пĕлӳ илнисем те çук мар. Аслă-тăнлă та пултаруллă çамрăксене хăвăр ялтан хăвалатăр, е ĕçлеме май паманран хăйсемех пăрахса каяççĕ. Агрономсем те, инженерсем те пурччĕ сирĕн. Халь ялта çавсенчен пĕри те çук. Хăшĕсем çурçĕре тухса кайрĕç, хăшĕсем хулана куçрĕç. Ирĕксĕрех тахçан СПТУ пĕтернĕ Константин Сергеевич Краснова йăлăнатпăр. Вăл сирĕн бригадир кăна мар, пĕр вăхăтрах инженер та, механик та. Нумай чухне председатель ĕçĕсене те вăлах туса пырать. Çапах та пĕтсе çитнĕ колхозăн урине хуçма памарĕ çак таранччĕ. Хăвăр алăри пин çурă гектар çĕре район пулăшнипе актарса-выртарса пĕтерес килет-ха. Тепĕр 500 гектарне арендăна панă. Паян юлашки хут калап: малашне район енчен пулăшасси пĕтрĕ. Пулăшнин усси çук. Патшалăх та ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсене кăна пулăшма хушать. Çĕре арендăна панинчен хăвăра нимĕн усси те пулмарĕ. Хамăр вăрлăха акнă, хамăр техникăпа пухса çапнă теççĕ те арендаторсем, веçех хăйсем патне турттарса каяççĕ. Эпир те хирĕçлеймесшĕр: пирĕншĕн пулсан çĕр пушă ан вырттăр! Çĕршĕн налог тӳлентĕр. Кам акнипе кам вырни тек кăсăклантармасть мана. Тепĕр хут калап: çĕр пушă ан вырттăр. Капла та сирĕн 300 гектар ытла çĕр вун-вун тĕрлĕ çум курăк ĕрчетсе выртать. Унăн вăрлăхĕ хамăр республикăра кăна мар, Оренбург уй-хирĕсене варалама та çитмелле. Тахçан республикипе кĕрленĕ, çĕршыва социализмла ĕç геройĕ çитĕнтерсе панă колхоз çапла юхăнса çитни, ыйткалакана тухни чи малтан хăвăрă, Чулкассене шухăшлаттармалла. Хăвăра валли çăкăрлăх та ĕçлесе илейместĕр. Сирĕн вăрлăх валли тесе хăварнă тырă пек тырра кӳршĕ колхозсем фуража яраççĕ. Отход акса пурăнатăр. Мĕн тырри, мĕн тухăçĕ пултăр çӳп-çапран? Хăвăр çапăçа-çапăçа уйрăлса тухнă «Шуçăм» колхозран вĕренесчĕ сирĕн. Паянчченех пĕр юрă сирĕн: колхоз çука юлнăшăн председатель айăплă. Председатель кăна мар, хăвăр та айăплă. Пĕрле вăрланă колхоз мулне, пĕрле çаратнă колхоза. Урăлса кураймарăр, тĕнче çине тăрă куçпа пăхаймарăр. Уйрăлу савнăçĕпе ĕçме тытăнтăр паянчченех ĕçетĕр. Урпа акса пĕтеретĕр — ĕçкĕ сирĕн, кăшман акнă — хиртех праçник. Ака ĕçне апла-капла вĕçлекелесен вара — сабантуй! Эрнипе кĕрлетĕр. Фермăрисем те аптраса тăмарĕç: лагере куçаççĕ — ĕçкĕ тăваççĕ, каялла килеççĕ — каллех курка шаккаççĕ, алă çавăрса юрлаççĕ. Пĕр вăкăр сутса эрех илнĕ, тепĕрне пусса шашлăк тунă. Уйрăлнă чухне хăвăра лекнĕ пуянлăх пĕтиччен çапла юрласа та ташласа пурăнтăр. Вăл çитмерĕ — тĕрлĕ банксенчен кивçен илсе пĕтертĕр...
— Ма район хуçисем чарман? — ура çине тăрсах ыйтанçи пулчĕ скотник пулнă май тепĕр чух икшер вăкăр та пуснă, çулла та папаха тăхăнса шур лашипе хир тăрăх кустарса çӳренĕ Чапай Петĕрĕ. Кăкăрĕ умне бинокль çакса çӳрени те пулнă ун. Бинокльне колхоз туянса панă: выльăх çухаласран бинокльпе тĕрĕслесе тăма. Çӳллĕ сăрт çине хăпарать те выльăхсем ăçталла сулăннине урхамах çинчен кăна пăхса тăрать. Кайран ӳсĕр пуçпа çухатнă бинокльне. Ял кĕтĕвне кĕтекенсем тупнă та паман тесе сăмах тухнăччĕ. Чапай Петĕрĕн шурă урхамахĕ те хурана кайрĕ. Фермăра ĕçленĕ савăнăçлă вăхăтсене аса илтерме юлташĕсем çыпăçтарса янă «Чапай» хушма ят çеç тăрса юлчĕ. Леш ĕçсе çитсен пĕррехинче кăкăр çапсах: «Эп — Чапай», — тесе каланă пулать. Малтан Чапай Петĕрĕ тетчĕç, каярах кĕскетрĕç: «Чапай» теççĕ пĕр сăмахпа.
— Хушамату Чапаев-и-ха сан? — скотник пулнă çынна пӳрнипех тĕллерĕ Урал Батырович.
— Çапла, Чапай, — тӳрленерех тăчĕ лешĕ.
— Вăт, кала-ха мана, Чапаев юлташ, «Шуçăм» колхозран уйрăлсанах сирĕн фермăра ĕне выльăх миçе пуç пулнине астăватăн-и?
— Как астумасть тет? Паянхи пек астăватăп! Малти витере сăвакан ĕне шучĕ 125 пуçчĕ, хыçалтинче — 130. Икĕ тул картара самăртакан вăкăрсен шучĕ 350 пуçчĕ. Ку цифрăсене эпир хамăрăн кашни пуху-канашлурах асăнаттăмăр. Варлам Упрамович заведующи пирĕн çавăн чухлĕ выльăх тесе мухтанма юрататчĕ. Хăй те кунтах-ха. Астăватăн пуль.
— Эп хам та лайăх астăватăп! — шĕвĕр пӳрнине тăратрĕ район пуçлăхĕ, мĕншĕн тесен хăвăр ялта уйрăм колхоз тăвассишĕн чупнă вăхăтра ман кабинета пыра-пыра пĕрре мар пуççапрăр, хăвăр патра мĕн пуррине пĕтĕмпех хăварма ыйтрăр. Хăвартăмăр. Хăвăра куçнă пурлăха кăтартса çырнă акт манра халь те пур. Эп ăна вуласа тăмăп, çакна кăна калăп: 800 пуç ытла ĕне выльăхчĕ сирĕн «Шуçăмран» уйрăлнă чухне! Паян таçта пĕр кĕтесре 20 пуç пăру пур тесе калаçатăр. Вĕсене те пулин халăхран кĕркунне тырă памалла пухнă теççĕ. Техника пирки каламалли те çук. Сирĕнни чухлĕ техника паян районти пĕр СПКра та çук. Автомашина кăна 30 ытлаччĕ. Гусеницăллă трактор çирĕме яхăнччĕ. Ăçта паян çав техника? Ăçта çав ĕнесем? Чăх чĕппи те çук сирĕн? Йышлă йĕке хӳре те ял тăрăх килĕрен саланнă. Хăвăн шур ăйăру ăçта, Чапаев юлташ?
— Руководство виноват!
— Эс ăçта пултăн? Мĕн пăхрăн? Задом стоял, ничего не видал! тесшĕн-им? Урăлмасăр ĕçнĕ эс, çавăнпа хăвăн шурă лашусăр та тăрса юлнă. Социализмла ĕç геройĕ чапа кăларнă хуçалăха 4-5 çул хушшинче хырса хыпрăр. Мана клуб умĕнчи унăн палăкĕ умĕнчен иртме намăс пулчĕ паян. Тупата, куçа хупса иртрĕм. Хăвăр мĕнле иртсе çӳретĕр-ши? Çĕр йăтайми намăс! Мана та, район пуçлăхĕ пулнă çынна, сире пулах пит хĕретме тивет. Тепре калап: айăпĕ хăвăрта. Малашне мĕнлерех пурăнма шутлатăр? Хăть çавна калăр-ха мана. Çуркунне çитрĕ. Мĕн акма, мĕнпе акма шутлатăр? — калас тенине каласа пĕтерчĕ те Урал Батырович малтанхи вырăнне кайса ларчĕ.
Эрхип Архипович сăмах панипе трибуна умне бригадир тухрĕ.
— Çуркунне ытла та кая юлчĕ кăçал, — умри халăх çине тинкерчĕ паян хуçалăхри пĕртен-пĕр ертӳçĕ, — çакна май ака ĕçĕсем те кая юлса пуçланаççĕ. Вăхăт пит хĕсĕк пулать. Эрне хушшинче хамăрăн пин гектар ытла лаптăка шуратса хăвармалла. Унсăрăн çăкăр мар, салма яшки те çиеймĕпĕр. Хамăр вăйпа, хамăр техникăпа кăна ĕç тухас çук. Район пулăшмасть. Урал Батырович мĕн каланине хăвăр илтрĕр, — трибунăна ик айккинчен çатăрласа тытса, ыйтуллă куçĕсене пĕрре залăн пĕр енне, тепре тепĕр енне ывăтса калаçать Краснов. — Çĕнĕ техника вунă çул ытла пĕр единица та туянни çук. Турра шĕкĕр, пĕлтĕр пур пеккинчен пĕрре те вăрлаттарман та, сутман та. Куншăн та савăнатăп. Пĕр кустăрманĕ вăрланăччĕ, ĕнер кӳрсе пачĕç. Халичченех вăрлăх пур тесе тăтăмăр. Пуррине, чăнах та, пур вăрлăх пекки. Шăтаслăхĕ питĕ начар. Акма юрамасть терĕç. Урпа вăрлăхĕ аптрамасть. 300 центнер тулă вăрлăхĕ кирлĕ. Укçасăр никам та памасть. Мĕн тăватпăр? Кам мĕнле уйлать? — халăх çине тата ӳпĕнерех тинкерчĕ бригадир. Залра шăпах. Йышлă халăх сывламасть тейĕн.
— Мĕн пиртен ыйтса тăратăр? — ура çине тăрам пекки турĕ юлашки 5 çул хушшинче халăхпа пĕрле пилĕк кун та ĕçлесе курман Япшар Ваççа. — Мĕн тумаллине руководство хăй пĕлекенччĕ. Колхоза пĕтерме пиртен ыйтса тĕмарăр, халь ыйтанçи пулатăр. Халăхпа канашласа ĕçленĕ пек тăватăр...
— Эпĕр колхоза пĕтернĕ чух эс ăçта пултăн, Ваççа пичче? Ялтахчĕ вĕт. Ма чармарăн пире? Ĕçсем чиперех пынă вăхăтра та итлеттереймерĕм эп сана пĕр—пĕр ĕç тума. Халь вара санпа калаçмалли те çук. Çаплах колхоз пумилкки тăван.
— Çапла, хамăрăн унчченхи перетовой колхоза аса илсе ĕçеп эп, — кăкăрне çапма хăтланать малта пынă колхозшăн тунсăхлама тытăннă Япшар. — Эп «Шуçăм» патриочĕ! Сирĕн «Çĕнĕ вăхăт», «Çĕнĕ пурнăç», «Çĕнĕ Çăлтăр» ятлисем çырлахтармарĕç мана. Ахалех ĕçлерĕмĕр. Хресчене как положенă тӳлеме пуçлăр — ырантан ик çанна тавăрап. Эп — механизатор широкого профиля, — хăй сисмесĕрех ик аллине ик еннелле сарчĕ Япшар. Яка тăхăнса çӳренĕрен мар, путлĕн урăлса курман çыннăн мĕн тумтирĕ пултăр ĕнтĕ? Ĕç пирки калас тăк, ун килĕнче çенĕк алăкĕ те виççĕмĕш çул ĕнтĕ пĕр тăпса çинче çакăнкаласа тăрать.
— Япшар пичче, лар-ха вырăнна, тархасшăн. Эп сиртен канаш та сĕнӳ кĕтетĕп, эс манран турех укçа ыйтан. Тен, камăн та пулин ĕçлĕ сĕнӳ пур? — аранах лăплан тарчĕ бригадир анлă профиллĕ механизатора.
— Мана виç сăмах калама юрать-и? — ыйтрĕ парад тумĕпех килнĕ запасри салтак.
— Ма юрамасть тет, юрать, паллах.
— Эп сирĕн колхоз членĕ мар-ха та.
— Пĕр ĕçех тăватпăр, Краснов юлташ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени кирлĕ пире. Пĕр-пĕринне вăрлани мар. Хăв шухăшна трибуна çинченех евитлеме пултаратăн. Кирлĕ канаш, ырă сĕнӳ илтме эпир нихçан та хирĕç мар.
— Колхозсене кăна мар, фермерсене те йывăр ку чухне, — майĕпен пуçларĕ Ванюшин. — Каçарăр мана, тархасшăн, унчченхи колхозсене халь мĕнлерех сăмахпа палăртмаллине пĕлсе пĕтерейместĕп. СПК-сем, ООО-сем тата темлисем те пур. Эп вара унчченхиллех колхоз тесшĕн, Колхозсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕшĕн район ертӳçисене айăплас шухăшăм çук. Вĕсем те пирĕн тарăхаççĕ ялсем куçумĕнче япăхса та пĕтсе пынишĕн. Мускав ял пирки манчĕ. Эсир телевизорпа пĕр-пĕр ял, колхоз е совхоз пирки передача курнă-и? Эпĕ те курман. Унта халь тырă ӳстерекен мар, çăкăр çĕртекен хуçаланать. Сериалсем темиçешер çулталăка тăсăлаççĕ. Хăшĕ-пĕри çав сериал текеннине пăхса пĕтереймесĕрех çут тĕнчерен каять. Хамăрăн та вăрă-хурахсем çинчен кино хыççăн кино кăларма тытăнчĕç. Хăйсене «çăлтăр» текен хĕр упраç экран çинчен çухалмасть. Тăхăнма тумтирĕсем те çук пек экран çине çарамасах тухма пуçларĕç. Йĕм вырăнне йĕм кантри вĕсен. Çавсем çине пăхса çемйи-çемйипе сурчăк çăтмалла пулса ан тухтăр тесшĕн эп. Сĕтел çинче çăкăр пултăр тесе фермер ĕçне кӳлĕнес терĕм. Чечняра контрактпа икĕ хут пулса килтĕм. Çав укçапа кăшт техника пекки туянтăмăр. Колхозсенчен ĕнтĕ. Киввине. Икĕ çул ĕçлерĕм — ăнтарни пулмарĕ-ха. Тăкаксене аран саплаштаркаларăмăр. Кивĕ техникăна запас пайсем кирлĕ. Соляркăпа бензин хакĕ вĕçĕмсĕр ӳсет. Удобренисĕр тухăç илме çук. Пирĕн хирсене ултă çул пĕр тонна тислĕк кăларман. Халь ĕнтĕ тислĕкĕ те çук. Анчах йывăрлăхсене парăнма шухăшăм çук-ха ман. Мускаври пуçлăхсем ял енне ăшă куçпа пăхма тытăнасса шанатăп. Хам енчен эп Краснов бригадира çапла каланă пулăттăм: пĕрле ĕçлемелле пирĕн, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Манăн икĕ трактор. Çĕр нумай мар. Тракторпа пулăшма пултаратăп. Ку пулăшушăн мана укçа мар, кăшман вăрлăхĕ кирлĕ пулать. Кăшман вăрлăхне сахăр завочĕ урлă та туянма пулать-ха, анчах вăл куншăн эп кăçал ӳстерсе паракан кăшманран тытса юлать. Сахăрпа. Манăн вара малтан мала кивçене кĕрсе пыма шут çук. Ун пек çулпа каяс тăк, парăмран ĕмĕрне те тухаймастăн. Ик çул хушшинче пĕтĕмпех ăнланса çитрĕм. Фермерпа колхоз пĕр-пĕринпе ĕçлесе татăлма та май тупатпăр. Ял çыннисене анкарти сухаласа пама та пултаратăп. Çакăншăн вĕсем ман пата пырса ĕçлесе татăлма пултараççĕ. Сахал-и хресченĕн ĕç?..
(Малалли пулать)
Читайте нас: