Пĕркенет ылтăн тутăр шур хурăн,
Куç тулли,ытарми савнă вырӑн
Хупăрлать таврана пин-пин сăрă,
Уçă çил вăркăшать улăх тăрăх,
Шанайман-ха пачах чечексем.
Сар хĕвел вăтанса çeç пăхсан та
Ун çути шартарать куçăма.
Час-часах пĕлĕтпе хуплансан та
Çимĕçне йăтайми улмуççийĕ
Тин кăларнă шултра çĕрулмийĕ
Уй-хирсен тĕсĕсем улшăнаççĕ
Пынă май тыр-пулсем пухăнса.
Çуллапа кĕркунне тĕлпулаççĕ
Çут тĕнче йăлине пăхăнса.
Кĕркунне çулсерен килейсен те
Тин анчах курнă пек туйăнать.
Çак самант питĕ хăвăрт иртсен те
Пурпĕрех чĕрене ачашлать!