Илем тĕрлет тăван çĕршывăм,
Ун ячĕ вĕçрĕ тĕнчене.
Шап-шурă-шурă Шупашкарăм
Кĕтет пĕрмай хăнасене.
Çÿлтен çÿле шав çĕкленеççĕ
Капмар та чаплă керменсем
Тымар ярса ав тĕпленеççĕ
Ĕçчен те сумлă йăхташсем.
Çу кунĕнче ешĕлленеççĕ
Шĕкĕр хула урамĕсем.
Акатуйра вăййа чĕнеççĕ
Пикесене яш каччăсем.
Ал ăстисем хĕвел тĕрлеççĕ
Шап-шурă йĕтĕн пир çине.
Кĕрекесем хавас кĕрлеççĕ
Пуян та тулăх кĕркунне.
Мăн Атăла курма килеççĕ
Çич тинĕс, çичĕ ту енчен.
Куçпа курса чăн тĕлĕнеççĕ
Шур Шупашкар епле черчен!
Телей сунса кĕтсе илеççĕ
Хĕрсем килен хăнасене.
Пуçа тайса: «Салам»,- тееççĕ,
Ăш пил уçать чересене
Хушса юрламалли:
Килсе кур, чĕнетĕп,
Кил, Шупашкара!
Ыр сунса кĕтетĕп
Шур Шупашкарта!