Аургазă хыпарçи
+19 °С
Облачно
Чув
Рус
Тат
Литература кĕтесĕ
20 Августа 2020, 07:00
Саркайӑка савӑнтарса
Нина Федорова-Максимова.
Саркайӑка савӑнтарса
Шӑратать кĕвĕ курай,
Улӑх ачашланса илчĕ-
Ыйхӑран вӑраннӑ май,
Кур! Лаштра йӑмра ҫӑвӑнать
Ял ҫырмийĕн шывĕпе,-
Шурӑмпуҫ уявĕ пырать
Авӑркасӑ ҫӗрӗпе!
Укӑлча умĕнчи юман,
Ав анасласа ларать,
Ыйхи уҫӑлман пулсан та
Вӑштӑрти ҫилпе вылять...
Хурӑнсем шухӑша путса
Лараҫ, ав,ҫул хĕрринче,-
Шурӑмпуҫ уявĕ пырать
Авӑркасӑ ҫĕрĕнче!
Шывсем шӑнкӑртатса юхаҫ,
Сӑпка юрри пек шӑранса.
Тӳпере тӑрисем юрлаҫ
Ҫакӑ илеме курса...
Читайте нас
Партнеры
Фотобанк журналистов РБ
Рубрика "Еда и напитки"
Рубрика "Животные"