Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
15 Августӑн 2020, 17:45

Тус-тантăшсем.

Василий Шихранов.

Тус-тантăшсем!Пĕр каçлăх пухăнасчĕ,
Кăвайт чĕртсе ларасчĕ калаçса.
Пĕрне-пĕри тулли телей сунасчĕ
Куçран пăхса та алăран тытса.

Çак çут тĕнче чăнах та питĕ анлă,
Тус-тантăшсем саланчĕç-çке вĕçсе.
Хăш-пĕринне сăнне те ĕнтĕ маннă.
Хăшне -пĕрне тек илес çук кĕтсе....

Майне тупса пĕр каçлăх пухăнар-и,
Кăвайт чĕртсе ларар-и калаçса?
Пĕрне-пĕри телей анчах сунар-и,
Куçран пăхса та алăран тытса!

Çут туйăмсем,асилÿсем вăранччĕр
Умри кăвайт пек йăлкăшса çунса.
Çав туйăмпа куçăмăрсем шывланччĕр.
Пулни-иртни килмест тек çаврăнса.

Кунсем-çулсем çурхи шыв пек юхсан та
Манма май çук ытарлă яшлăха.
Паянхи кун ăçта кăна пулсан та
Асрах тытар çак пирĕн туслăха!
2014-2020.
Читайте нас: