Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
15 Августӑн 2020, 19:55

«Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумӗ малалла пырать!

«Çĕрçуллăхри чи килĕшнĕ кĕнеке» ята чи нумай сасă пухнă хайлав тивĕçĕ.

Эсир «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» сайтра http://www.nbchr.ru/virt_books/golos.html кăмăла кайнă кĕнекешĕн/хайлавшăн сасăлама пултаратăр. «Çĕрçуллăхри чи килĕшнĕ кĕнеке» ята чи нумай сасă пухнă хайлав тивĕçĕ.

«Чăваш литературин ылтăн çÿпçи» электронлă коллекцине 100 чăваш çыравçин чи пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсене вырнаçтарнă, вăл шутра - Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Петĕр Хусанкайăн, Ухсай Яккăвĕн, Геннадий Айхин, Çемен Элкерĕн, Юрий Сементерĕн, Хĕветер Уярăн, Раиса Сарпин, Юхма Мишшин, Ева Лисинăн тата ытти паллă çыравçăсен кĕнекисем. Пухăма 18 ĕмĕр варринчен пуçласа 21 ĕмĕр таран тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ литература, популярлă ăслăлăх литератури кĕнĕ.
Читайте нас: