Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
12 Августӑн 2020, 21:40

Пурнӑҫ кӗнекинчен

Анатолий Кибеч.

Юратушӑн чи хӑрушши - мӑшӑрланни пирки паспорт ҫине ҫырса хуни. Ултавлӑ япала. Юрату вучахне кӑвайт хума мантарать. Ҫак ырӑ туйӑм вара саккунпа палӑртнӑ тивӗҫ вырӑнне кӑна тӑрса юлать. Тепри тата пӗрле пурӑнакан чипер хӗрарӑма та асӑрхами пулать. Ҫумри арӑм ниҫтах та каяс ҫук тенӗ пек тыткалать. Арҫын куҫӗ мӑкалса пырать. Ҫумри илем ҫине тепри куҫ хывсан тин уҫӑлса каять. Ун чух вара кӗвӗҫӳ, ун чух вара харкашу. Паспортпа ҫеҫ ҫирӗплетнӗ юрату нумаях пымасть иккен. Ӑшши часах сӳнет.
Читайте нас: