Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
16 Июлӗн 2020, 16:42
Сыпам-и санăн илемне...
Порфирий Афанасьев.
Сыпам-и санăн илемне,
ĕçсе ярам-и?
Илем-и санăн чĕрÿне,
санпа тулам-и?
Эс юрă та, эс сăвă та,
эс çепĕç çемĕ.
Тытам-и сĕркĕч,
хĕлĕхне пĕр сĕртĕнем-и?
Ĕçсе ярсан сан илемне
ыран мĕн ĕçĕп?
Илсессĕн санăн чĕрÿне
пĕччен-и вĕçĕп?
Пĕр сĕртĕнсен сан хĕлĕхне
юрру вĕçленĕ...
Эс пул çаплах.
Эс юл çаплах.
Таса. Вĕçевлĕ.
Вара пĕчченлĕхĕм те ман
санпа тăп тулĕ.
Умра выртан çул çăмăлрах,
тем анлăш пулĕ.
Кăвар çунатлă ик чĕре
çуталĕ, çунĕ,
Хĕвел тĕнчи иксĕмĕре
телей, ыр сунĕ.
Эп сыпăп санăн илемне,
ĕçсе яраймăп.
Эп илĕп санăн чĕрÿне,
санпа тулаймăп.
Эп итлĕп санăн кĕввÿне,
вĕçне пĕлеймĕп.
Эп çунăп, çунăп та
çавах çунса пĕтеймĕп.
Читайте нас:
Новости партнеров
Был стипендия кемдәргә түләнә?
На уровне молекул
Азык-төлеккә талон системасы кертелергә мөмкин