Эсĕ манăн телейĕн çăлкуçĕ,
Ман куççулĕн çăлкуçĕ те эс.
Ман шăпа кĕнекин шурă хучĕ,
Эсĕ ман питĕ йывăр хĕрес!
Эсĕ манăн чĕреçĕм суранĕ,
Эмелне параканĕ те эс.
Хĕллехи сивĕ каç çил-тăманĕ,
Ытарми шурăмпуçĕ те эс!
Эсĕ манăн тулли ăраскалăм,
Ман çăтмахăн уççийĕ те эс.
Чунăма сÿнесрен упраканăм
Чи таса пирĕшти те пĕр эс!