Чăваш кĕнеке издательствинче кĕçĕн çулхи ачасем валли чылай кăларăм кун çути курать. Вĕсен йышĕнче сăвă-калав кĕнекисем те, юмах пуххисем те. Çак кунсенче ача-пăча литературин çÿлĕкĕ тепĕр кăларăмпа пуянланнă — маттур чăваш ачисем валли Марина Карягинăн «Чĕвĕлти чĕкеç чĕппи» кĕнеки пичетленсе тухнă. Палăртса хăвармалла, кĕнеке ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2019 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Сăвă пуххин редакторĕ — Ольга Федорова, ÿнерçи — Наталья Васильева. Тиражĕ — 1000 экземпляр.
«Чĕвĕлти чĕкеç чĕппи» — ыттисенчен урăхларах кĕнеке, унти сăвăсем пурте пĕр сас паллинчен пуçланакан сăмахсенчен тăраççĕ. Ку ĕнтĕ пирĕн чĕлхе çав тери пуяннине ĕнентерет», — тет автор «Манăн ытарайми пĕчĕк тусăм!» пайра. Кĕнекене пурĕ çирĕм тăватă сăвă кĕнĕ, кашниех пĕр сас паллинчен пуçланать терĕмĕр. «Чимĕр-ха, пирĕн алфавитра вăтăр çичĕ сас палли-çке!» — тесе шухăшласа илтĕр ахăртнех. Ăнланманлăх сиксе тухасран Марина Федоровна çакăн сăлтавне те ăнлантарса парать. Ъ, ь — сассăр паллăсем, сăмах варринче те вĕçĕнче кăна тăраяççĕ. Чăваш чĕлхинче б, г, д, ж, з, р, ф, ц, щ хупă тата ё, о уçă сасăсем вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсен пуçламăшĕнче çеç тĕл пулаççĕ.
Тĕслĕх:
Хĕветĕрсен хĕрĕх хур,
Хĕрĕхĕшĕ — хура хур,
Хăмăртараххи —
Харсăртараххи,
Хăлат хăраххи —
Хăна хур.
Хĕрĕх хурĕ — хăравçă,
Хăна хурĕ — хуралçă.