Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
3 Июлӗн 2020, 12:45
Тунсăх юрри.
Василий Шихранов.
Сарă кайăк юрла-юрла
Хăтлă йăва çавăрчĕ.
Çимĕк çитсен теме пула
Юрламашкăн чарăнчĕ.
Юрри пине çитрĕ пуль,
Хăйне мăшăр тупрĕ пуль.
Чĕпписене курас тесе
Çич çăмарта турĕ пуль.
Савнă тусăм вăййа тухсан
Темшĕн манран пăрăнать.
Чупса пырса умне тăрсан
Манран куçне пытарать.
Камран сăмах илтрĕ-ши,
Чĕри тĕпне хучĕ-ши?
Çын сăмахне итленипе
Мана шанми пулчĕ-ши?
Пĕрле хывнă сукмак çине
Çĕмĕрт çеçки тăкăнать.
Савнă тусăм чÿречинчен
Çурта çунни курăнать.
Кама кĕтсе ларать-ши,
Камшăн чунĕ çунать-ши?
Çутă уйăх çулĕпеле
Кам килессе шанать-ши?
Читайте нас:
Новости партнеров
Лена ханым: "Улымды онотмайҙар"
На уровне молекул
Салкын тигәндә мунча керергә ярыймы?