Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
17 Июнӗн 2020, 11:45

Ҫӗрӗм-шывӑм, Чӑвашъен

Юрий Сементер

Ҫӗрӗм-шывӑм,Чӑвашъен,
Ешӗл аркӑллӑ ҫаран,
Анне евӗр илӗртен
Эс пире мӗн ачаран.
Ҫӗрӗм-шывӑм,Чӑвашъен,
Кӗмӗл тинӗс пек уй-хир,
Эс пире ӗҫе чӗнен –
Ҫавӑнпа ӗҫчен эпир.
Ҫӗрӗм-шывӑм, Чӑвашъен,
Советсен пӗр ҫемйинче
Ҫамрӑклан та чечеклен
Пур тӗнчемӗр умӗнче.
Сементер, Ю. Ҫӗрӗм-шывӑм, Чӑвашъен : сӑвӑ / Ю.
Сементер // Йӗс шӑнкӑрав : сӑвӑсем, поэмӑсем, юрӑсем /
Ю. Сементер. – Шупашкар, 1991. – С. 216.
Читайте нас: