Аургазă хыпарçи
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
10 Июнӗн 2020, 01:45
Юмахри çулла
Вячеслав Круглов
Юмахри çулла
Манăн çамрăк чĕрере
Эс пĕртен-пĕрре.
Çут илемлĕ тĕнчере
Лайăх-çке пĕрле.
Вырăн çук теприн валли,
Ытлашши тепри.
Пĕл,çакна эс, чун варли.
Эсĕ ман тĕпри.
Пирĕншĕн тухать хĕвел
Янкăр тӳпене.
Саламлать, сунать телей
Савма пĕр-пĕрне.
Хĕвел пек сăну та сан
Тусăм, йăл кулсан.
Ăшшăн куçăмран пăхсан,
Иккĕн тĕл пулсан.
Вăтанаççĕ çăлтăрсем
Йывăç тăрринче.
Вĕçсĕр ĕмĕт çутисем
Аннă çĕр çинче.
Телейпе çиçеç куçсем
Юратсан çапла.
Чĕнĕç çут ирсем, каçсем
Юмахри çулла.
Чĕнĕç çут ирсем, каçсем
Юмахри çулла.
Читайте нас: