Сывлăм шывĕ пулса эпĕ килĕп
Ирсерен, çут тĕнче вăрансан!
Хам çуралнă çĕре тупма пĕлĕп
Сар хĕвелĕн шевли эпĕ пулăп
Сарă кайăк пулса эпĕ юрлăп
Каçсерен таврана илĕртсе.
Хурăн шывĕ пулса эпĕ тумлăп
Çуркунне çĕр çине таврăнсан.
Чĕремре сăвăсем çуралсан!
Сарă тулă пĕрчи пулса шăтăп
Ăшăнсан тăван ен тăприсем.
Çĕнĕрен вăй илсе калчаланăп
Шурă çĕмĕрт çеçки эпĕ пулăп
Çутĕ уйăх пулса эпĕ тулăп
Тăван çĕрĕн пилне эпĕ илĕп
Тепĕр хут çуралса çĕр çине.
Пурпĕрех çаврăнса эпĕ килĕп
Çакĕнта, Сарă Кун тĕнчине!