Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
2 Июнӗн 2020, 17:40

Катя паттăрлăхĕ. Калав

Июнĕн 1-мĕшĕнче Ольга Николаевна Тургай «ГТРК «Чувашия» компанийĕн тĕп редакторĕ, çыравçă, драматург тата журналист çуралнă кунне паллă тунă.

Ольга Туркай 1963 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче Свердловск облаçĕнчи Красноуфимск районĕнчи Зюрзя разъездĕнче çуралнă. 1980 çулта Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнчи вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. «Хатĕр пул» журналта, «Коммунизм ялавĕ» хаçатра, Кĕнеке палатинче,чăваш телекуравĕнче, нумай çул «Ялав» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ. 1998 çултанпа «Чăваш Ен» телерадиокомпанин радио шеф-редакторĕнче тимлет.
РФ Писательсен союзĕн, РФ Журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çемен Элкер, Çеçпĕл Мишши, Трубина Мархви ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Тăватă кĕнеке авторĕ. А.А.Тарасовпа пĕрле çырнă «Вĕçсе иртеççĕ кайăксем» мелодрамăна Чăваш патшалăх академи драма театрĕ, «Шурă Шупашкар юмахĕ» пьесăна Чăваш патшалăх пукане театрĕ лартнă, «Чи кирли, чи юратни» спектакле Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ сцена çине кăларнă.

Катя паттăрлăхĕ

Эпир аннепе иксĕмĕр хапха умĕнче тăратпăр. Кĕтÿ яла кĕрессе кĕтетпĕр. Тем пулнă паян аннене, хамăрăн Катя ятлă качакана урама тухсах кĕтсе илме шут тытнă. Темле питĕ чаплă хăна килет тейĕн. Эпĕ те унран юлмарă. Анне хыççăн çÿреме питĕ юрататăп. Вăл ăçта – эпĕ унта. Хăш чухне вара анне мана вăрçанçи те тăвать: «Ура айĕнче ан çÿре-ха», - тет. Эпĕ ăна кÿренместĕп унтшăн, мĕншĕн тесессĕн вăл ăна юри кăна каланине питĕ лайăх чухлатăп. Тата... ун ури айĕнче мĕнле çÿрем? Эпĕ яланах ун хыçĕнче вĕт-ха. Нумаях та тăмарăмăр, ĕне-сурăх сасси илтĕнме те пуçларĕ Апла кĕтÿ янă. Тăратпăр, тăратпăр, кÿршĕсен выльăхĕсем те килсе пĕтрĕç, пирĕн Катя вара çаплах курăнмасть. Анне пăшăрханма та пуçларĕ пулас.
Ак хайхи, пирĕн качака киле парать. Ай-уй, ку тата мĕн?! Качака хыçĕнче хăй пекех шап-шурă пĕчĕк путекки лĕпĕстетсе пырать. Çавăнпа кая юлса килет иккен Катя, путеккине пăрахса хăварман-ха вăл. Пирĕн Катя пек ăслă качака ялĕпе те çук вĕт. Ăна анне те пит мухтать вара.
Катя хыçĕнче пыракан качака путекки мана тÿрех килĕшрĕ. Ай, мĕнле илемлĕ вăл: пĕ-ĕ-ĕчĕккĕ, ша-а-ап-шур!.. Çемçе те пуль, питĕ тытса пăхас килет ăна.
- Ах, çак Катьăнаÿ Ярас темерĕм паян сана кĕтĕве, çилам тухса кайрăн вĕт. Нушаланса çÿрен. Ну, атя, атя, кил... Кĕрĕ киле, - пит кăмăллăн илтĕнет анне сасси.
Катя уçă хапхаран кил картине кĕрсе кайрĕ. Путекки вара хапха айне урлă хунă хăмаран сиксе каçаймасть. Анне пычĕ те, çĕклесе каçарас тесе, путеке йăтса илчĕ. Лешĕ анне шухăшне пĕлмерĕ пулмалла та, çи-инçе сассипе «ме-ке-ек» терĕ. Путекки сассине илтсен Катя вăрт! каялла çаврăнчĕ. Сиссе те юлаймарăм, вăл мана мăйракипе хытах мар пырса та тĕкрĕ. Эпĕ, куна кĕтменскер,хăранипе кăшкăрса ятăм та мăнкăльт кайса ÿкрĕм. Эпĕ йĕнине кура анне аллинчи путеке вĕçертрĕ те ман паталла ыткăнчĕ. Лешĕ, урисем çĕре перĕннĕ-перĕнмен, амăшĕ патне тапса сикрĕ. Катя анне çине: «Ман ачана тек тытнă ан пултăр», - тенĕн пăхать.
- Выльăхăн та ăс пур çав. Кашни харпăр хăй ачишĕн ĕнтĕ, - тет тĕлĕнсе анне.
Читайте нас: