Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
1 Июнӗн 2020, 22:00

Эх,ĕмĕрĕм,тăхта!

Василий Шихранов.

Кунсем-çулсем чупаççĕ,
Пăхмаççĕ вăхăта.
Çурхи шыв пек юхаççĕ...
-Эх,ĕмĕрĕм,тăхта!

Ăçта-ши пит васкатăр
Пĕлмесĕр тăхтама?
Урхамах пек чупатăр.
Хуçатăр чунăма.

Яш чухнехи сар çÿçĕм
Çут кĕмĕл пек паян.
Эх,ĕмĕр-йăлтăр çиçĕм!
-Ăçта-ши пит васкан?

Пĕрре кайса курасчĕ
Иртейнĕ кунсене.
Пĕр каçлăха пухасчĕ
Çап-çамрăк туссене!

Кăвайт чĕртсе ларасчĕ
Вунçиччĕри пекех!
Кайран вăййа тухасчĕ,
Ташласчĕ çĕрĕпех!

Тепре анчах курасчĕ
Пĕрремĕш савнине!
Тепре çеç ăсатасчĕ
Палланă кил умне!

Пĕр чĕл касса илесчĕ
Тин пиçнĕ çăкăрне!
Тăвар сапса çиесчĕ
Анне пĕçернине!

Хут купăспа тухасчĕ
Çуралнă кил умне.
Эх,юрласа ярасчĕ
Аттеçĕм юррине.

Тепре тытса кÿлесчĕ
Колхозăн лашине.
Пĕр лав илсе килесчĕ
Тин типнĕ уттине!

Вăлта йăтса анасчĕ
Хăваллă кÿл хĕрне.
Эх,киленсе тăнласчĕ
Саркайăк юррине.

Яш сăнăма курасчĕ
Шыв тĕкĕрĕ çинче.
Хама-хамах сунасчĕ
Утма инçе -инçе!
2015-2020.
Читайте нас: