Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
18 Майӑн 2020, 17:00

Чап-чап уйахĕ

Дина Гаврилова

Хăйĕн савнă хĕрне Розăна куршĕ яла качча пани çи­нчен Родион пуринчен кайран пĕлчĕ. Çакăн хыççăн çамрăк çын ларма-тăма вырăн тупаймиех пулса çитрĕ, пуçне усрĕ, сăнĕ тĕксĕмленсех пычĕ. Ним тума та пултараймарĕ каччă.
Роза кăна шанăçа çухатмарĕ. Кăнтăрла вăл Санькка йăмăкĕсенчен ниçта та уйрăлмарĕ, каçхине упăшкин йăмăкĕпе Еликанидăпа юнашар выртрĕ. Упăшки чап-чап уйăхĕпе савăнасшăн пулчĕ, анчах Роза килĕшмерĕ, кашнинчех мĕншĕн килĕшменнин сăлтавне те ăнлантарса пачĕ.
Эпĕ ют тÿшек-минтер çинче выртма хăнăхман — аллисене саркаларĕ хĕр. - Хамăн япаласене илсе килмесĕр санпа юнашар выртма килĕшместĕп. Ман хамăн тÿшек çине сармалли çитти яп-яка, минтерĕсем çеп-çемçе. Тÿшекĕм вара пĕтĕмпех хур мамăкĕнчен. Ларсан та, выртсан та путса тăрать. Ун çине выртсан пĕтĕм хуйхă-суйхă манăçать. Сирĕн вырăнăр çинче çывăрай- мастăп, çĕр хута çаврăнкаласа выртатăп.
Каччи Розăна пĕрре курсах юратса пăрахнăччĕ. Çакăн пек илемлĕ хĕр пирки вăл ĕмĕтленме те пултарайман. Роза чăнахах та пирĕшти пекех курăнать. Хăйсен çуртне çак шурă утлĕ, кăвак куçлă хĕре илсе килсен пÿртре тата çутăрах та ăшăрах пек туйăнма пусларĕ çамрăк упăшкана. Çак илеме, çак пуянлăха алла илес килет ун. Санькка ĕçпе хытнă аллисемпе сарă вăрăм çивĕте тытса пăхасшăн, арăмĕн çинçе пилĕкне ыталасшăн çунать. Кĕскен каласан, хăйĕн упăшка прависемпе тул­лин усă курасшăн вăл. Чап-чап уйăхĕ вĕт-ха.
Вăл хăйĕн арăмĕ патне пыма апла та, капла та хăтланса пăхрĕ, анчах та Мелевĕс хĕрĕ ăна çывăха та ямарĕ, упăшка текен çынпа пĕр вырăн çине выртма килĕшмерĕ. Пăхма йăваш курăнакан хĕр мунча чулĕ пекех çирĕп пулчĕ. Çакăн пек ăслă-тăнлă пулма, пĕлсе калаçма Розăна кам вĕрентнĕ-ши?
— Тĕрленĕ аялти кĕпесĕр эп малтанхи каç упăшкапа юнашар пырса выртма килĕшместĕп, — чун-чĕререн ĕнентерме тăрăшать вăл Саньккана. — Эп çук çын та, ыйткалакан та мар. Хам мăшăр умне çири çак тумпа тухса тăма пултараймастăп. Хамăн аялти кĕпем, хамăн çи-пуçăм кирлĕ мана. Халĕ ман кунта улăштарса тăхăнма та тумтир çук. Манăн турасем, тĕрлĕ тĕслĕ хăюсем, тутăрсемпе чăлхасем — пурте атте-анне килĕнче.
Ку сăмахсене пĕрре мар илтнĕ çамрăк упăшка çапла хуравлать:
— Юрать, юрпикеçĕм, эсĕ çĕнтертĕн. Хам майлă çавă- раймарăм сана. Хатĕрлен: кĕçех ялăра япалусене илме каятпăр
Упăшка шутланакан арçынна вăрттăн ĕмĕт савăнтарчĕ. Ара, вĕсем çул çинче мăшăрĕпе - хитре юрпикепе - иккĕшĕ çeç пулаççĕ-çке. Арăмне тĕлĕнмелле илемлĕ кăвак куçĕсемшĕн юрпике тет вăл. Килте йăмăкĕсем вĕсене иккĕшне кăна нихăçан та хăвармаççĕ. Çул çинче вара, Мелевĕс пуçне çитес умĕн пысăках мар тĕмсем пур. Юнашарах вырман ыраш кашласа ларать. Чарăнса канса илме пулать.
— Санăн Еликанида йăмăку пирĕн ялта нихăçан та пулман, пырса куртăр пĕрре хамăрпа пĕрле. Инкĕшĕн ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе паллаштăр, — кĕтмен çĕртен пĕлтерчĕ Роза упăшкине. - Çула май пĕртак çырла та татăпăр.
Еликанидăна шутсăр килĕшрĕ çак сĕнÿ. Пиччĕшĕ хирĕçленине пăхмасăрах вăл урапа çине чи малтан тухса ларчĕ. Лаша Мелевĕселле майĕпен юртрĕ те юртрĕ. Çак таврари улах вырăнсенчен пĕринче арăмне тутанса пăхас ĕмĕтлĕ арçын йăмăкне хăйсемпе пынăшăн ăшра çул таршшĕпех вăрçрĕ. Ашшĕ-амăшĕн картишне çитсе кĕрсен Роза урапа çинчен сиксе анчĕ те çапла пĕл­терчĕ:
— Эп санпа каялла пымастăп! Хăвна валли урăх хĕр шыра.
Вăт сана чап-чап уйăхĕ! Саньккашăн вăл пуçланмасăрах вĕçленчĕ.
Упăшка пулайман каччăн хĕрсĕрех, хĕр туприсĕрех каялла кайма тиврĕ.
Ашшĕ çуртне кĕрсен Роза хайĕн чунне ирĕке ячĕ. Саньккашăн пырса тĕкĕнме çук сивĕ пулнă юрпике халĕ вĕри куççульпе çăвăнчĕ. Упăшка çуртĕнчи пĕр эрнене пынă тыткăнри пурнăç, хăйĕн чысĕшĕн кĕрешни, кашни сехетре хăйне хутĕлеме сыхă тăни ăна самаях хавшатса янă, чун-чĕрине хытах амантнă.
Таркăн хĕрне ашшĕ усал сăмахсемпех кĕтсе илчĕ.
— Ма мана çынсем умĕнче намăс кăтартатăн?! - шăлне шатăртаттарать Семен Потемкин. — Панă сăмаха тытмалла ăна!
— Эп ăна качча тухмастăп, юратмастăп Саньккана, - çирĕппĕн хуравлать хĕрĕ.
Çав каçах Родион та килсе çитрĕ. Сивĕ куçпа пăхрĕ вăл хăйĕн савнийĕ пулнă хĕр çине, усал сăмахпа кÿрентерчĕ. Ара вăл Розăпа юратсах çÿренĕ-çке. Туйччен упранă ăна. Таçтан килсе тухнă хур аçи тытнă та пăснă хĕре.
- Ху ман умра таса пулнине мĕнпе çирĕплетен-ха, - ĕненесшĕн пулмасть вăл Роза Саньккана парăнманнине.
- Упăшкана ĕнентерĕп. Эсĕ вара ман упăшка мар. Эппин, ĕнентермелли те çук!
Мана такам çыртса илнĕ кулачă кирлĕ мар, - питрен çапнă пек янăраççĕ Родион сăмахĕсем. – Енчен те эсĕ таса пулсан, сана качча илетĕп, апла мар-тăк – каялла упăшку патне ăсатăп.
- Эсĕ малтан кулачне тутанса пăх, - йăвашшăн каласа хурать Роза. - Кулачи килĕшсен ăна никама та тавăрса памалла пулмĕ.
- Пĕр эрне арçынпа пурăнса пĕр каç та унпа çывăрманни пулма пултараймасть! — çаплах кĕвĕçÿ хурчĕ кăшлать Родион чунне.
Хĕр сăмахĕсене унăн шанас та килет, шанас та килмест. Тепĕр эрнерен хăй пурпĕрех Розăн ашшĕ патне çитсе кĕрет.
Семен Семенович, эпĕ сирĕн хĕрĕре çураçма килтĕм. Юрататăп ăна. Телейлĕ тăвăп.
Чăхсене ан култар-ха! Вăл ман хĕре телейлĕ тăвать иккен! Малтан эс хăвна телейлĕ ту-ха! Çара çерçи пек çара вĕт эс! Тухса кай халех ман çуртран! Хам хĕре ыйткалакана качча памастăп эп! — хăйĕннех перет хĕр ашшĕ.
Вĕрентекен пулса ĕçленĕ Семен Семенович хĕрĕ вал­ли урăхларах каччă тупасси пирки ĕмĕтленнĕ. Родион чăнах та чухăн пулнă ĕнтĕ. Тăлăх ÿснĕ. Ача чухне хутаç çакса çÿреме те тивнĕ ун.
„Вăл хăй кам вара? — ăшра ăна хирĕçлесе калаçать каччă. - Хĕрне тăлăха качча парасшăн мар. Хăй Потемкин князь тейĕн. Ача чух çăпатапа çÿренине маннă-им?”
Роза хальччен туман утăм турĕ, ашшĕ-амăшĕнчен пил илмесĕрех Родион хыççăн кайрĕ. Пурăнма вырăн çукран çамрăк мăшăр çын патĕнче кĕтес тупрĕ. Родион тÿрех çурт лартма тытăнчĕ.
Пăртак вăхăт иртсен Розăпа Родион çĕнĕ пÿртре туй кĕрлеттерчĕç.
Читайте нас: