Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
13 Майӑн 2020, 17:45

Нина Фёдорова-Максимова

Пултӑр мир.Сăвă.

Те унта, те кунта...
Ҫурӑлаҫҫĕ бомбӑсем.
Сири, Украина та -
Кураҫ халь нуша вĕсем...
Унта та пурнӑҫ пур-ҫке -
Ватсем, яшсем, хĕрупраҫ...
Хӑтар вӑрҫӑран, Турӑ!
Куҫҫуль ахаль тӑкӑнмасть.
Мĕн курӑпӑр малашне,
Вутпа вут хирĕҫ тӑрсан?..
Упрасчĕ Ҫĕр чӑмӑрне
Туслӑ, пĕр шухӑшлӑ пулса.
Мĕн курӑпӑр малашне
Ҫынна ҫын палламасан?
Эпир тискер чĕрчун мар -
Пĕрне-пĕри ӑнлантарар.
Ҫавра сĕтел хушшинче
Калаҫар тĕнче ҫинчен,
Туслӑ ыр пурнӑҫ ҫинчен!
Ҫĕр ҫинче Мир пулмасан -
Малашлӑх ҫук санпа ман!..
Читайте нас: