Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
28 Апрелӗн 2020, 18:40

Василий Шихранов

Чăваш чĕлхи,тăван сăмахлăх (сăвă).

"Тĕнче пĕтет чăваш пĕтсессĕн"
Тесе каланă ваттисем ...
-Тĕнче пĕтет хĕвел сÿнсессĕн,
Чăваш пĕтет чĕлхи вилсен!
Тĕнчи,паллах,пиртен те юлĕ...
-Хĕвел сÿнме-ха васкамасть.
Чăваш чĕлхи пĕтсен мĕн пулĕ?
-Çак тĕнчере чăваш пулмасть!
Чăваш чĕлхи,тăван сăмахлăх,
Унран чапли мĕнех-ши пур?
Унрах пулни,унрах -пуласлăх.
-Вăл пур чухне чăваш та пур!
Чăваш чĕлхи -анне сассийĕ,
Сăпка юрри шăраннă чух.
Чăваш чĕлхи - çăлкуç юххийĕ,
Итленĕçем киленнĕ чух!
Чăваш чĕлхи- салтак юррийĕ,
Яш каччăна ăсатнă чух.
Чăваш чĕлхи -пике юррийĕ,
Шур тутăрне тĕрленĕ чух.
Тăван чĕлхе -вĕри куççулĕ,
Чăваш унран вăтаннă чух...
Тăван чĕлхе -малашлăх çулĕ.
-Унран хакли пулас та çук!
Ытамĕнче пире упратăр
Çак çут тĕнчен Таса Турри!
Чăвашлăха тытса тăрайтăр
Çак авалхи чĕлхе пурри!
2018-2020.
Читайте нас: