Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
27 Апрелӗн 2020, 12:30

ИРИНА САРИГЕЛЬ

ҪУРАЛНĂ ЕН

Йăлăхтарать хăш чух хула шăв-шавĕ,
Мĕн пурĕ чунăма тăвăрлатать.
Çуралнă тăван ял – ачалăх килĕ –
Мана шав тунсăх авăрне туртать.
Тăван кĕтес. Унта час-час çитмешкĕн –
Тем яланах ункайĕ пит сахал.
Хам ялăмра эп пĕр канса çÿресшĕн –
Нихçан та, çутă ĕмĕт, ан çухал.
Çуралнă ен – вăрманлă, сăртлă вырăн
Пит килĕшрĕç мана мĕн ачаран,
Кунтах кÿлли, кунтах пуян уй-хир те –
Нихçан та тухмĕç манăн асăмран.
Ялта ÿссе вăй илнĕ ман çунатăм,
Тĕнче курма çул тытнă çак çĕртен,
Ěмĕрлĕхех чунра ман ларса юлнă
Тăван кĕтесĕн хаклă кĕввисем.
Кунта каллех, ак, эпĕ аса илтĕм
Ачалăхăмри ыр самантсене:
Виçесĕр тÿсĕмпе хăват илетĕп,
Хавхаланса каятăп çĕнĕрен.
Тăван уй-хирĕн ытамне лексессĕн,
Уçас килет пур шухăш-туйăма.
Кÿл хĕрринчи çăлкуç патне çитсессĕн,
Асилÿсем хускатĕç чунăма.
Хитрен кулать, ав, çĕн кунçул хĕвелĕ
Кунта пурнăçĕ кĕрлесе тăрать.
Çавна пула та пуль, эпĕ телейлĕ
Халь юрăсăр чĕрем епле чăтать?
2009 çул.
Читайте нас: