Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
10 Апрелӗн 2020, 15:00

КУÇÇУЛЛĔ ÇĂКĂР

Александр САВЕЛЬЕВ-САСăн вăрçă çинчен çырнă повеçĕ. Малалли (Пуçламăшĕ - январĕн 22-мĕшĕнче).

Хырăм тутă пулсан, ача-пăчан ним хуйхă та çук тени тĕрĕсех çав. Çул тăршшĕпех хаваслăн шăкăлтатса пычĕç Хрулпа Ваçук. Тăваласенче анса çуран утаççĕ, анаталласенче вара лашасем юртăпах пыраççĕ. Учительница çуна пуçнерех таянса ларнă та сăмах чĕнмесĕр, пĕр тапранмасăр пырать. Çакăн сăлтавне пĕлеççĕ ачасем: вăл упăшки хыпарсăр çухални çинчен хут илнĕ. Вилнĕ тенипе пĕрех ĕнтĕ çак хыпар. Анчах çын ыррине ĕненесшĕн: "Тен, вилмен пуль, тен тупăнĕ-ха" - шухăшлать вăл ун пек чухне. Хрул Çтерлĕре те, унти станцăра та пулнă-ха. Çула аван пĕлет. Шурçилхешĕн те çĕнĕ çул мар ку. Çавăнпа ăна мала ÿкернĕ, Чикан унран пĕр утăм юлмасть: леш юртсан - юртать, утсан - утать. Кун тăршшĕ вăрăмланнă пулин те, каç сĕмĕ çапа пуçларĕ. Умри кĕпер урлă каçсанах лашасене сулахаялла тытмалла, çак тÿрĕ çулпа ик çухрăм кайсанах вокзал патне тухма пулать. Çанталăк самаях сивĕтсе пăрахнă. Халь лаша урисем ытла путмаççĕ. Çан-çурăм шăнмаллах сивĕ мар-ха. Хулара хваттер шыраса тарăхмалли çук: колхоз хваттерĕ пур. Унта çитме аякра тесен, Матрена Никоновна педучилищĕре пĕрле вĕреннĕ тантăшĕ патĕнче те çĕр каçма май пурри çинчен систерсе хунăччĕ. Вокзалран аякра мар тет.
Кĕпер çине кĕреспе Шурçилхе хăрт-харт туса илчĕ. Кайри лав çинче пыракан Хрулпа Ваçук мала, кĕпер енне тинкерчĕç: пĕр этем самаях чăнкă та юрлă çыранран тăват уран хăпарать иккен. Лава çÿресе тем те курнă ватă лаша тăп чарăнчĕ, пуçне ярт çĕклерĕ, хăлхисене тăратрĕ, тулхăрса илчĕ. Матрена Никоновна тилхепене турткаласан тин малалла асăрханса утрĕ, анчах кĕпер варрине çитсе тăнă этем, ик аллине çÿле çĕклесе "сто-о-ой!" тесе кăшкăрсан, каллех чарăнчĕ. Çын пичĕ уçăмлах палăрать-ха, çавăнпа та кĕпер çинчи вăрăм та хыткан этемме Хрулпа Ваçук çийĕнчех палласа илчĕç: тимĕрçĕ! Укçасăр Михала! Лешĕ те çуна çинчен харăс сиксе аннă ачасемпе учительницăна палларĕ пулас.
- А-а-а, старые знакомые-е-е! - тăстарса каларĕ вăл. - Дальше для вас дороги нет! - терĕ те тимĕрçĕ хирĕç утма пуçларĕ.
- Сто-ой! Стрелять буду! - янратрĕ Хрул та, ăна хирĕç утса. - Для нас есть дорога! Руки вверх! Раз! Два... Стреляю...
"Стреляю" тесенех кĕпер çинчи çын ик аллине те çÿлелле йăтрĕ, куçĕсемпе çул тăрăх пăхса илчĕ, çуллă сасăпа юрлама тытăнчĕ:
- Фрол Николаевич! Мой хозяин! Давно не видел, иди поцелую...
- Пуля тебя в лоб поцелует! - терĕ те, тимĕрçе çийĕнчех хăй аллине çавăрса илес, вăл унпа ача вăййи вылякан çуккине туйтăр тесе пулас пĕрех кĕрĕслеттерсе ячĕ. Каçхи лăпкă çанталăкра, çырма тăрăх кайса, таçта çапăнса, тепĕр хут янрарĕ пăшал сасси. Тимĕрçĕн сурăх тирĕнчен çĕленĕ хăлхасăр çÿллĕ çĕлĕкĕ, такам сÿсе илнĕ пек, каялла вĕçрĕ. Ĕç çакнашкал çаврăнса тухасса шутламан хурах унпа шÿтлекен çуккине ăнланчĕ. Ача хăй патне çаплах тĕллесе çывхарса пынине курса, аллисене йăтнă тимĕрçĕ кутăн-кутăн чакма пуçларĕ.
- Убери, Фрол, наган, - тархасланă пек илтĕнчĕ ун сасси, - много денег дам, сейчас дам. Вот, в кармане, - сылтăм аллине антарма хăтланчĕ хурах.
- Руки! - çийĕнчех асăрхарĕ çакна Хрул. - Ты мне хотел под мост бросить. Вот я тебя сейчас убью и под мост брошу! Колхоз грабил, меня грабил, людей грабил! Вăрласа тунă укçу кирлĕ мар мана! Пĕр пус та! Илтрĕн-и, Безденежный?! У тебя всегда были деньги, фамилия только без денег, - вырăсла-чăвашла ятлать те ылханать хурахăн кашни хусканăвне асăрхама тăрăшакан Хрул. - Качакана та вăрларăн...
- На корову дам денег, - ача мĕн каланине ăнланчĕ иккен Михала.
- Смерть тебе! Конец!
- Самсона пожалей, Фрол Николаевич. Он маленький.
- Самсон большой. Он жирный, конфет кушает.
- И тебе дам конфеты, Фрол...
- Не надо! - касса татать ача.
Аллисене çĕкленĕ тимĕрçĕ чĕркуççисем çине ÿксех йăлăнма тытăнчĕ, анчах халĕ Хрул ун сăмахĕсене илтмест, вăл ăна пĕр хĕрхенмесĕр персе пăрахма шутларĕ, кăкăрĕнченех тĕллерĕ. Матрена Никоновнăпа Ваçук паçăрах Хрул хыçне пырса тăнă ĕнтĕ, анчах пĕр сăмах та чĕнмеççĕ, "хăй пĕлет" тесе шутлаççĕ пулмалла...
Сасартăк машина сасси илтĕнсе кайрĕ. Хула енчен килет. Кун каçа çул çинче пулса та иккĕмĕш машина çеç хирĕç пулать паян. Тимĕрçĕ тата ытларах канăçсăрланма тытăнчĕ, пуçне кĕрлев еннелле пăрасшăн, анчах çапла тусан хăйĕнчен виçĕ утăмри кĕпçерен вут-хĕмпе пĕрле пуля сирпĕнсе тухасси хăратрĕ.
- Вон мои друзья едут. Убьют тебя... Пусти меня... я тебя сам застрелю, - тем те калама тытăнчĕ чĕркуççисем çинче тăракан çын.
"Чăнах та çак хурахăн тусĕсем пулса тухсан, - вĕлтлетсе илчĕ ача пуçĕнче, - вара виçсĕмĕре те пĕтереççĕ, тинех кĕпер айне пăрахаççĕ. Тен, лешсем çитиччен çакна та пулин тирпейлесе хумалла ман?"
Кузовра лăк тулли çын. Салтаксем пулас...
- Мĕн пулса иртет кунта? - машина чарăннă-чарăнман кабинăран сиксе те анчĕ пĕри. Ахăртнех, командирĕ. Кузоврисем пурте кĕпер çинчи чĕркуçленнĕ çынпа аллине пистолет тытнă ача çине тинкереççĕ.
- Командир юлташ, бандит вăл. Эпир фронт валли япаласем леçетпĕр, вăл пире çаратасшăн пулчĕ, - васкавлăн хуравларĕ Хрул тимĕрçĕ çинчен куç вĕçертмесĕр.
- Митрофанов! Иванов! - чĕнчĕ командир.
Самантрах икĕ салтак çĕре сикрĕç.
- Аллисене каялла пăрса çыхăр, ухтарăр!
Лешсем командир хушнине салтакла вăр-варлăхпа турĕç, тимĕрçĕн шăлавар çăртинчен, çурăмĕ тĕлнерехрен, Ваçук аллинчи пекех пăшал туртса кăларчĕç, ăна командира пачĕç.
Хрула тимĕрçĕ пистолетне ал айне мар, хыçала чикни шухăша ячĕ. Çавăнпа ал-хапăл кăларса илеймен вăл ăна. Малалла вара ача вăрра аллисене хускатма та ирĕк памарĕ. "Ку хĕрарăмпа ача-пăчана капла та алла илĕп" тесе шутланă пулмалла малтан. Сан çеç мар, ыттисен те пур пуç. Вăрçă пурне те вĕрентет.
Командирпа Матрена Никоновна машина умĕнче калаçаççĕ, учительница веçех каласа парать пулмалла. Укçасăр Михала пуçне чикнĕ, нимĕн те шарламасть, Хрул çине кашкăрла куçĕсемпе пăха-пăха илет. Çаратса пурăнасси çак сехетрен пĕтрĕ унăн. Ăнланать пулмалла çакна.
- Кĕсйинче пачкăпах укçа, - хурах енне пуç сĕлтсе чăвашлах каларĕ ухтаракансенчен пĕри.
- Пурри çитмест, тата кирлĕ ăна, - чăвашлах тавăрчĕ юлташĕ. - Мăн çул çине çаратма пăшалпа тухнă.
- Пиччесем, эсир чăвашсем-им? - савăннă пек пулчĕ Хрул.
- Чăвашсем.
- Хăш енчисем?
- Çак районтанах. Килнĕ чухне кунта пĕр 15 çухрăмра сулахайра пысăк ял куртăр-и?
- Ямансас вăл. Пулнă эп унта, - пĕлтерчĕ лавçă.
- Шăпах çав ялсем пулатпăр эпир иксĕмĕр те.
- Халь ăçта каяттăрччĕ вара машинпах çĕре хирĕç? - веçех пĕлес килет Хрулăн хăйсене пулăшакансем çинчен.
Чăваш салтакĕсем, тутисемпе çеç кулкаласа, пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Вара, кунта нимĕнле çар вăрттăнлăхĕ те çуккине ăнланса пулас, Митрофанов текенни кĕскен кăна хуравларĕ:
- Ночная стрельба текен япала пур пирĕн, салтаксен, ну, çĕрле пеме вĕренмелле эппин. Халь эпир стрельбищăна кайма тухнăччĕ. Вăрманти тарăн варта вăл пирĕн.
- Тĕттĕм чух та пемелле-им?
- Вăрçăра тĕттĕм чух та пеме пĕлмелле. Çутатакан пульăсемпе.
- Ун пек пульăсем те пур-и?
- Пур. Снарядсем те...
Учительницăпа командир калаçса пĕтерчĕç пулмалла.
- Митрофанов! - тимĕрçĕ патĕнче тăракан салтаксем патне пычĕ командир, - эсĕ çак икĕ ачапа станцăна каятăн, вĕсем илсе килнĕ япаласене документсем тăрăх склада пама пулăшатăн. Веçех виçсе те шутласа. Вăрçăрисен шутĕнчен тăранса та тумланса пурăнас шутлисем чылай халь. Акă çавсенчен пĕри хăвăр умăрта тăрать. Эпир учительницăпа ку бандита милицие кайса паратпăр. Ĕçе тунă хыççăнах вокзала çитĕпĕр. Унта кĕтсе тăр, ачасенчен пĕр утăм та ан уйрăл. Ку этемĕн юлташĕсем пулма пултараççĕ. Пăшална та ан хăвар. Ăнланмалла-и?
- Так точно!
- Шăллăм, - халĕ Хрула хулĕнчен перĕнчĕ лейтенант, - ку пăшала ăçтан тупнă-ха эс?
- Милици начальникĕ хăй пачĕ, - пĕртте çухалса каймарĕ ача, - кун чухлĕ пурлăха хуралсăр яраймăпăр, терĕ.
- Эс вара милицире ĕçлетĕн-им?
- Милици лашисене пăхатăп. Конюх.
- Маттур! Çитĕнсен чăн-чăн милиционер пулатех санран. Пăшалупа асăрхануллă пул...
Командир пурне те машина çинчен анма хушрĕ.
- Акă мĕн, старшина юлташ, - терĕ вăл ыттисенчен чылай аслăрах курăнакан уссиллĕ салтак умне пырса, - ман ку бандита милицие çитермелле, эсир малалла çуранах кайăр, мана ан кĕтĕр - ĕçе тытăнăр. Митрофанов лавсене станцăна ăсатать. Ăнланмалла-и?
- Так точно! - янрарĕ хурав.
- Ку хураха кузова йăтса пăрахăр, - илтĕнчĕ каллех лейтенант сасси.
Çавăнтах 4-5 салтак хăшĕ уринчен, каялла пăрса çыхнă аллинчен, пуçĕнчен тытса, тимĕрçе кузов ăшне ывăтрĕç. Тахăшĕ ун айккинче выртакан çĕлĕкне те пăрахрĕ машина çине. Командир учительницăна кабинăна ларма хушрĕ, хăй йăпăр-япăрах çÿле улăхрĕ, пистолетне кăларса илчĕ. Машина каялла, хуланалла çаврăнчĕ, салтаксем стройпа малалла утрĕç. Çак ÿкерчĕксем Хрул куçĕ умĕнче черетпе улшăнса тăчĕç. Анчах кăна шавласа та кĕрлесе тăнă кĕпер пушанса та шăпланса юлчĕ. Лавçăсем станцăналла юрттарчĕç. Хрулпа Ваçук тата Митрофанов малти лав çине вырнаçнă. Çул çÿреме хăнăхнă лаша çула лайăх тытать, Ваçукăн Чиканĕ хыçалтан юртать.
- Ваçук, эпир паян ăша пĕр тĕпренчĕк те яман вĕт, - хырăмĕ касса кайнине тÿрех туйрĕ Хрул.
- Ара, пире Матрена Никоновна хваттерте чей вĕретсех апатланăпăр терĕ те, - кăшт çырткалама хăй те хирĕç маррине систерчĕ юлташĕ.
- Ĕçсем кун пек пăтранса каясса пĕлмен ĕнтĕ вăл. Пĕрер татăк кăна çăкăр хуçса илер-ха. Тек нимрен те, никамран та хăрамалли çук: алăра пистолет та винтовка. Килсе çулăхчăр кăна!
- Карабин, - тÿрлетрĕ Митрофанов.
- Лава çÿрекенсене колхоз çул çине кăшт çăкăр парать, - пĕчĕк хутаçа салтрĕ Хрул, - пире те кашнинех 300-шер грамм çырса панăччĕ. Шурă çăкăрах. Мăян çăнăхĕ хушман. Халь пĕрин ĕлĕшне виççе пайласа çисен çитет пире.
- Икке çеç уйăрăр, - хирĕçлерĕ Митрофанов, - пире анчах каçхи апат çитернĕччĕ.
- Пĕлетĕп эп салтак апатне, - мăн çын пек каласа хучĕ Хрул.
- Салтакра пулса курман-çке эс. Ăçтан пĕлен?
- Ман виçĕ пичче салтакра. Вăрçăра. Пĕрне Ленинград патĕнче вĕлерчĕç фашистсем. Ваçили тетене госпитальтен киле янă. "Виçшер талăк апат курман вăхăтсем нумай пулнă" тет. Элексантăр тете çапăçать-ха. Унран та çыру нумайранпа çук.
- Фронтра пулать пуль, шăллăм, - ассăн сывласа илчĕ вăрçа каяс салтак. - Халь эпир вăрçăран аякра вĕренсе пурăнатпăр. Анне кашни эрнерех килсе каять ман пата, çимелли мĕн те пулин илсе килет. Эп выçăпа ытла касăлман-ха.
- Вăрçа хăçан ăсатаççĕ?
- Çак занятисем, çĕрле перессисем юлашки ĕнтĕ...
- Апла пулсан, пичче, ял çăкăрне, колхоз çăкăрне çисе юл-ха май килнĕ чух, - аллинех тыттарчĕ Хрул салтака çăкăр татăкне. - Эх, ма пĕчĕк тете çывăхра мар-ши? Эпĕ те, сан аннÿ пек, хама паракан çăкăра ăна леçсе парăттăм. Кам пĕлет, тен, пĕрер ача ман тетене те çăкăр çитернĕ пуль-ха çакăн пек ăнсăртран тĕл пулса...
Калаçу шăпланчĕ. Халĕ кашнин шухăшĕ çăвар умне ик алăпа асăрханса тытнă çăкăр çинче пулчĕ. Васкамасăр, тути-техĕмне пĕлсе çиес килет-çке çынна пурăнма вăй-хал парса тăракан апата! Унăн кашни тĕпренчĕкĕ хаклă. Апла пулсан, ăна çинĕ чух шăпах пулмалла. Лашасем пĕр тикĕс юртаççĕ, самаях шăнса пăрланнă юр çуна тупанĕ айĕнче хăйне евĕр сас парать. Тулли уйăх лав çинчи çынсен пичĕсене шупка кăвакрах çутăпа сăрлать. Юратса та хĕрхенсе пăхать чăваш салтакĕ ачасем çине. Вăрçа кĕрсен, çакăн пек ырă ачасене тĕл пулас çуккине пĕлет вăл. Килĕнче хăйĕн те шăллĕ пур. Курать салтак: Хрулăн кăвакрах сăнлă курăнакан ырхан пичĕ тăрăх, таса тÿпери çăлтăр пек, куççуль тумламĕ ярлатса анчĕ те çăкăр татки çине ÿкрĕ. Тепре.. тата тепре... Ун юлташĕн куç хăрпăкĕсем çинче те таçтан шалтан, чун-чĕре тĕпĕнчен сăрхăнса та пăчăртанса пухăннă пысăк тумлам хускалкаласа тăрать. Текех тытăнса тăраймарĕ вăл - çăкăр татки çине ÿкрĕ. Ача çăкăра шăпах çав тĕлтен çыртса илчĕ. "Куççуллĕ çăкăр", - шутласа илчĕ Митрофанов, анчах хăй те туйрĕ: ун пичĕ тăрăх та вĕри тумламсем йăр та яр шуса анчĕç. Мĕн куççулĕ пулчĕ-ши ку? Алăра çăкăр татăкĕ пурришĕн савнăçпа тулнă чĕререн тухнă куççуль-ши е çĕр çинче çак йывăр вăхăтра та тĕрлĕрен вăрă-хурах пулни çуратнă тарăху куççулĕ-ши? - çакна пĕри те пĕлеймерĕç...
Юнашар тенĕ пекех пăравус хыттăн кăшкăртса ячĕ. Станцăна çитни сисĕнмерĕ те. Илсе килнĕ япаласене склада парасси вăраха тăсăлмарĕ. Пĕчĕк пÿлĕмре катăк сахăрпа чей ĕçсе ларакан кÿпшек майра малтан хыпăнсах ÿкмерĕ, çаплах сахăрне катса, чейне вĕрсе лĕрплеттерчĕ. Килĕшмерĕ çакă Митрофанова. Ара унăн командир киличчен ĕçе вĕçлемелле-çке.
- Пирĕн васкамалла! - самаях хыттăн каларĕ вăл, Хрултан илнĕ хутсене майра умне хурса.
Майра шÿтлеме шутламан салтак çине, ун пăшалĕ çине пăхса илчĕ те чейне ĕçсе пĕтермесĕрех сĕтел çинчи çăра уççисене ярса тытрĕ. Веçех шутласа та виçсе пачĕç ялтан кÿнĕ япаласене, мĕн япала мĕн чухлĕ йышăнса юлни çинчен пичетлĕ хут та çыртарма манмарĕ Митрофанов. Хутне Хрула пачĕ, шанчăклă вырăна пуçтарса чикме хушрĕ.
- Халĕ эсир, шăллăмсем, хăвăр ĕçĕре веçех туса пĕтернĕ, - терĕ вăл çамрăк тусĕсене лашасем патне ертсе тухса. - Тата пăртак утă пăрахса парăр. Вокзала кĕрсе ларăпăр. Лешсем часах килĕç.
Çапла турĕç те.
- Хрул, - терĕ Митрофанов, тенкел çине юнашар вырнаçса ларсан, - паçăр эсĕ пистолет пирки лейтенанта суйнă пек туйăнчĕ мана. Милици пуçлăхĕ сана, ачана, пăшал шанса парас çук.
- Суймалла пулчĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕмпех калама вăхăт нумай кирлĕ. Хăй те ĕненмерĕ пуль, анчах тĕпчесе тăма унăн та вăхăт çук.
Ачасем çак пăшал хăйсен аллине мĕнле лекни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕç.
- Вăрра хăйĕн пăшалĕпе персе пăрахсан та ним те пулас çукчĕ, - ачасене ырланă пек пулчĕ салтак.
- Эсир килсе çитмен пулсан, переттĕмех пуль, - шăлне çыртсах каларĕ Хрул, - алăран вĕçертместĕм...
Тулта машина кăшкăртни илтĕнчĕ. Пурте урама васкарĕç.
- Йĕркеллех-и? - ыйтрĕ лейтенант хăй умне пырса тăнă салтакран.
- Так точно! Пĕтĕмпех эсир хушнă пек тунă!
- Пирĕн те йĕркеллех. Маттур эсир, - Хрулпа Ваçука хулпуççисенчен ыталарĕ командир. - Милици пуçлăхĕ тав тума каларĕ. Хăй те курасшăн вăл тылри пĕчĕк паттăрсене. Эсĕ, шăллăм, пăшалупа çапах та асăрхануллăрах пул, кирлĕ-кирлĕ мар чухне унпа усă курма ан васка. Хăвăрăн "тимĕрçĕ" йышши бандита вара персе пăрахсан та шел мар. Ыттине, ак, аппăр веçех каласа парĕ. Пурсăра та ырă каç сунатăп.
Машина тапранса кайрĕ.
Э П И Л О Г
1944 çулхи çуркунне килсе çитрĕ, паян-ыран сÿрелеме тытăнмалла. Хĕл каçа пăяв-шыв явнă, хăмăт-сÿсмен таврашне юсанă, çĕнĕрен ура çине тăнă ватă тимĕрçĕпе Левренти пичче пур пек сÿресене, икĕ сеялкăна ĕçе юрăхлă туса çитернĕ. Хĕвел хĕртсе пăхать, ун ăшшипе те лĕп çилпе тăпра хăвăрт кушать. Колхозниксен çăварĕнче пĕр сăмах: ака!
Матрена Никоновна кантура чупса тенĕ пек кĕчĕ, тÿрех Петрей пиччене хаçат тыттарчĕ.
- Вула, Петр Григорьевич! - савнăçĕ тулса тăкăнать хыпарсăр çухалнă салтак арăмĕн, - тимĕрçĕ ушкăнне тытса пĕтернĕ!
- Шеп пулнă! - ура çине тăчĕ председатель. - Эп еплерех вуланине пĕлетĕн, Матрюн кин, луччă каласа кăна пар: мĕнле çынсем пулнă çав хурахсем?
- Виççĕн пулнă, - ачасене урок ăнлантарнă чухнехилле утса çÿресех калаçать учительница, - хăйсен йышне çав пирĕн пата килнĕ хĕрарăма та явăçтарнă. Ку вĕсене çемье пуррине ĕнентерме кирлĕ пулнă. Эвакуациленĕ завод пирки калани тĕрĕсех. Тимĕрçĕ унта кăшт суранланнă, анчах госпитальте выртман, хĕрĕпе арăмĕнчен те хăй тарнă. Эшелона бомба лексе çурăлнипе пулнă пăтăрмах вăхăтĕнче пĕрле ĕçленĕ виçĕ арçын заводăн грузовикĕпех тарса çухалнă. Вĕсене вилнĕ тесе шутланă. Кусем çав машинăпа пирĕн тăрăха çитнĕ, суя документсем туса тултарнă, кашнин темиçешер паспорт. Çÿренĕ вара райцентртан аякри те телефонсăр ялсенче улталаса та çаратса. Пĕр çĕрте хăйсене тимĕрçĕ пек кăтартсан, тепĕр яла вĕсем çăматă йăвалакансем, кăмака кăларакансем пулса вырнаçнă, ял çыннисене хаклăпа аш сутса паратпăр тесе те улталанă вĕсем. Ниçта та 10 кунран ытла тытăнса тăман, мĕн вăрлама май пуррине вăрланă та шыва путнă пек çухалнă. Ытла курттăмăн çаратман, чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать тенĕ пулмалла. Колхозран илнĕ укçашăн распискăсем тыттарса хăварни нумай пулнă...
- Çапла çав эпир, - тин сăмах хушрĕ Петрей пичче, - тутана пĕçертмесĕр кашăкри яшкана та вĕрместпĕр, вĕрсе сыпмалла та çав.
- Э, мĕн-ха тата, - малалла калаçрĕ вĕрентекен, - тимĕрçĕн тусĕсене тепĕр кунах машини-мĕнĕпех ярса илнĕ. Хулан эпир пырса кĕрекен вĕçĕнче çĕр чавса тунă пÿртре ырă курса пурăннă вĕсем. Юсавсăр пек курăнтăр тесе, машинин кустăрмисене кăларса хунă, кирлĕ чухне вара йăпăр-япăрах "уралантарнă". Ухтарнă чухне укçа, сутса ĕлкĕреймен япаласем нумай тупăннă. Кунта, - сĕтел çинчи хаçата пÿрнипе тĕкĕнчĕ ревкомисси председателĕ, - распискăпа илнĕ укçана, палланă япаласене хуçисене тавăрса парасси çинчен те каланă. Колхоз укçине каялла илетĕп пуль тесе шутлатăп.
- Пит аванччĕ, пит аванччĕ, - вĕрентекен пекех çуталса кайрĕ председатель, - атту эпир Леврентине те парса татман-ха укçине. Хрула тав тумалла пирĕн, Матрюн кин, Хрулпа Ваçука. Маттур, паттăр ачасем. Хрулне фермăран пĕр качака парсан та пире никам та ятлас çук. Ара, тимĕрçĕ унăн виçĕ пуç качакине пĕтерчĕ вĕт. Аманса таврăннă тетĕшĕ те пур. Суранлă çынна сĕт кирлех. Мĕн шутлан, ревкомисси председателĕ?
- Правлени ларăвĕнче калаçса пăхас, саккунлă пултăр. Эп хирĕç мар.
- Ваçук, - кантăк умĕнче хăлха тăратсах итлекен ача патне пычĕ Петрей пичче, - эпир мĕн калаçнине пĕтĕмпех хăлхуна чикрĕн-и? Чикрĕн пулсан, вĕçтер Хрул патне. Каласа пар пĕтĕмпех. Савăнтăр вăл та.
- Халех, Петрей пичче! - терĕ те ача пÿртрен çурхи хĕвеллĕ ир ытамне ыткăнчĕ.
Читайте нас: