Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
20 Мартӑн 2020, 20:00

КУÇÇУЛЛĔ ÇĂКĂР

Александр САВЕЛЬЕВ-САСăн вăрçă çинчен çырнă повеçĕ. Малалли (Пуçламăшĕ - январĕн 22-мĕшĕнче).

Матрена Никоновнăпа Левренти пичче асăннă склада кайрĕç те кăнтăрла енне тин çаврăнса килчĕç. Ывăннă хăйсем, ытларах çуран утнă курăнать.
- Иртнĕ эрнере пирĕн колхозран мар, районтан та никам та пыман унта запчаçсем пирки пĕлĕшме те, туянма та, - салхуллăн хыпарларĕ ревкомисси председателĕ. - Саваламан сак çине лартса хăварчĕ иккен пире ку Безденежный текен этем. Анчах яла çитмесĕр мĕн пулса иртнине татса калама пурпĕрех йывăр. Тен, çула май машина тупăнса, пирĕнсĕрех тиесе кайма пултарнă. Урăх вырăнта тупса...
- Пире кирлисем ку складĕнче веçех пур, хам пăхса çаврăнтăм, - калаçăва хутшăнчĕ Левренти пичче те. - Урăх унашкал склад пурри çинчен калаçмарĕç лерисем.
- Часрах яла çитсе ÿкмелле пирĕн, хускалатпăр. Лашусене кÿл, Хрул, - тата ытларах хыпкаланма пуçларĕ ревкомисси председателĕ. - Тен, тимĕрçĕ ялтах пуль, вăл усал çын пулнине ĕненес килмест ман.
Ялта çакă паллă пулчĕ: кунта тимĕрçĕ те, унăн арăмĕпе ывăлĕ те çук. Хăйĕн ăпăр-тапăрĕпе пĕрле Хрул пÿртĕнчи пур-çук япалана та пуçтарса кайнă, качакипе икĕ путекки çинчен те манман. Çынсем юсама леçсе панă япаласенчен те пĕри те юлман. Машина çинче вырăн ирĕк пулнă курăнать.
- Пĕтерчĕ шуйттан этемми! - тенкел çине лак ларчĕ Петрей пичче, - ĕçсем самайланса пыраççĕ тенĕ чухне çапрĕ те хуçрĕ. Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ, юлташсем?
Председатель хăй ыйтăвĕ çине хурав илсе ĕлкĕреймерĕ - ăшша пиçнĕ кладовщик килсе кĕчĕ.
- Кĕлете çаратнă! - терĕ Макçăм пичче алăк урати урлă каçнă-каçманах.
Пурте ун çине чăрр! пăхрĕç.
- Кам?
- Аллине хурса хăварман.
- Тимĕрçĕ ĕçĕ ĕнтĕ, - хăй шухăшне пĕлтерме васкарĕ счетовод. - Мĕн илнĕ?
- Пуçламан виçĕ çăкăр та пыл. Урăх илмелли те çук.
- Çăрине ватнă-и?
- Питĕрÿллех тăрать. Уçса кĕнĕ пулмалла.
- Хуралçă мĕн тет?
- Хăлхи илтмен хуралçăран мĕн ыйтса пĕлейĕн? - ыйтупах хуравларĕ Макçăм пичче. - Эпĕ каткари пыл мĕн чухлĕ кемнине чĕрнепе чĕрсе паллă туса пыратăп. Пĕр 15 кило пек пыл кайнă. Хупăлчаллă витре ларатчĕ. Унпа тултарса кайнă пулмалла - çук.
- Уççусене никама та паман-и?
- Çывăрнă чух та шăлавар кĕсьинче, - уççисене илсех ĕнентерет кладовщик.
- Унччен çын аллине лекмен-и вĕсем сан?
- Тимĕрçĕрен виçĕ кун маларах çĕнĕ уçă тутарнăччĕ. Киввин пуртти çийĕнсе пĕтнĕччĕ, 10-15 хут çавăрмасăр та уçмасть. Вăл, çăкăр патне пынăскер, çакна асăрхарĕ те: "Качи çийĕнсе-якалса пĕтнĕ, çĕнĕ уçă тумалла" тенĕ пулчĕ. "Туса кил-ха" терĕм, уççине парсах ятăм. Пĕр сехетренех туса килсе алран тыттарчĕ, киввине те хам çума илтĕм. Ăна так куçĕ тĕлне ан пултăр тесе, шала пĕрене çурăкнех пуçтартăм.
- Ăнланмалла, - терĕ счетовод.
- Мĕн "ăнланмалла"? - сехĕрленсе ÿкрĕ кладовщик.
- Сана тĕрмене хупаççĕ, çавă ăнланмалла! Тăнлă-пуçлă этем кам парать çын аллине кĕлет уççи?!
- Тархасшăн, тĕрмене ан хуптарăр, Филип Васильевич. Паçулккари Ванька старикĕн пур пыл. Пăрăва парса пулин те йăлăнса илĕп унран. Паянах кайса илсе каткана ярса хурăп. Хăш таран ямалли паллă унта ман. Вăрçăран сывă тухнă пуçăма тĕрмере çĕртес марччĕ, - суракан аллине сыввипе сăтăркалать Макçăм пичче. - Эп унта пĕр эрнерех...
- Ан хăра, эс унта пĕччен пулмастăн, çаксем пурте пĕрле пулатпăр, - алăкăн-тĕпелĕн кумрĕ председатель.
Унăн ку сăмахĕсем хыççăн пÿлĕмре пĕр кана шăплăх тăчĕ.
- Пемелле вăл тимĕрçе! - тек чăтса тăраймарĕ халиччен шарламан Хрул. - Тимĕрçĕ мар вăл - кашкăр. Мĕтри пичче кашкăр тесе тĕрĕсех калать. Колхозăн виçĕ сурăхне, манăн виçĕ качакана тытса çирĕ. Эп ăна пурпĕр тупса персе пăрахап!
- Аçун пăшалĕпе-и? - Хрулăн хулари сăмахĕсене аса илчĕ ферма пуçĕ. - Ачам, кашкăра персе ÿкерме питĕ ăста сунарçă кирлĕ. Ку кашкăрĕ вара тăват ураллисенчен нума-ай чеерех.
- Аттен пăшалне те илсе кайнă вăл, - нăшăклама хăтланчĕ Хрул. - Пăшал пурпĕрех тупап.
- Ахлатса та хуйхăрса вăхăт ирттерсе тăмалла мар пирĕн, милицисене пĕлтерес пулать, тен йĕрĕ çине ÿкĕç, - сĕнÿ пачĕ Мĕтри пичче.
- Тĕрĕс! - çирĕплетрĕ председатель, вара, счетовод енне çаврăнса хушса хучĕ: - Филипп Васильевич, кÿр-ха çав кашкăрăн докуменчĕсене.
- Ниçта та тарса хăтăлаймĕ, - арчине шăлтăртаттарчĕ счетовод, - мĕнпур докуменчĕ манра ун. Тĕркипех хут та справкă.
Чылай пăлхатрĕ счетовод хăйĕн тимĕр арчине, анчах çиппе хĕреслетсе çыхнă тĕркене тупаймарĕ.
- Чи аяла кĕтессе хунăччĕ - çук! - ик аллипе ик пĕççине шартах çапрĕ Филип Васильевич.
- Эсĕ те çĕнĕ уçă тутартăн пуль ĕнтĕ, - урăх ним калама пĕлмерĕ Петрей пичче.
- Нимле уçă та тутарман, çын аллине паман, ман уçăсем всегда хам умра сĕтел çинче выртаççĕ, - ал лаппипе сĕтеле çапсах калать счетовод.
- Ăнланмалла, - йĕкĕлтенĕ пекрех илтĕнчĕ кладовщик сасси.
- Мĕн "ăнланмалла"? - ун çине чăр! пăхрĕ счетовод.
- Сана тĕрмене хупаççĕ, çавă ăнланмалла, - хăйĕн сăмахĕсемпех хуравларĕ кладовщик Филип Васильевича.
- Хĕлип йысна, - темшĕн шăппăн калаçрĕ Ваçук, - тимĕрçĕ çăкăр çыртарма килсен кашнинчех сан уççусене тытса ларнине курман-им эсĕ?
- Ну, тытса пăхнипе мĕн пулать? - ик аллине те сарчĕ счетовод. - Эс те тытса пăхан, тепри те...
- Ара, Укçасăр Михала пит ăста тимĕрçĕ тетпĕр-çке, çавăнпа калап.
Филип Васильевич, тем ăнланма пуçланă пек, сылтăм аллипе пуçне çат! тутарчĕ.
- Çĕлен! - терĕ питĕ тарăхуллăн, - ман çăран уççине те тунă вăл апла!
- Паянах çăрăрсене улăштарăр! - малтан кладовщика, унтан счетовода пÿрнипе тĕллесех каларĕ Петрей пичче. - Эп милицие кайса евит тăвам-ха...
- Петр Григорьевич, - йăлăнуллăн илтĕнчĕ кладовщик сасси, - пыл пирки асăнмасан та юрĕ, паянах тупатăп пыл, каткана ярсах хуратăп.
- Юрĕ. Анчах та тимĕрçĕ çинчен евитлемеллех, унсăрăн пире, пĕр шайкă тесе, пурсăмăра та кирпĕч шутлама яраççĕ. Сана кăна мар, Макçăм шăллăм. Матрюн кин, ăçта сан леш распискусем?
- Эп хам пыратăп. Кунта чи пысăк айăп - манра. Эп панă тимĕрçе колхоз укçине, мана хупмалла, урăх пĕрне те тĕкĕнмелле мар...
- Ан васкăр-ха çав териех, - чăтса тăраймарĕ Левренти пичче те, - милици те тĕрме пулчĕ пĕтĕм сăмахăр. Тимĕрçĕ вăрă пулни паллă. Анчах вăл пĕччен мар, хурах ушкăнĕ пур-тăр унăн. Икĕ юлташĕ мана чутах Шуратăла пăрахатчĕç. Юрать, Хрул хăтарса хăварчĕ. Тимĕрçĕ кулли пулас мар эпир. Çав кирлĕ япаласене хулана паян-ыранах кайса илер. Вăхăт сахал. Ман сурăх укçи катăлман. Складра пире кирлĕ япаласем веçех пур, хам куртăм. Вăт тата укçа ăçтан...
- Ман отпуск укçи пур пăртак, - чун кĕнĕ пулчĕ вĕрентекене те, - Агафия Ильиничнăран ыйтса пăхатăп.
Ку шухăш пурне те килĕшрĕ.
- Ваçук, Чикана кÿл, - хушрĕ Петрей пичче.
х
Милицисем тимĕрçĕ йĕрĕ çине тухаймарĕç, ялтан никама та тытса каймарĕç, хăй пĕлекен вырăна тата килсе тухасран асăрхануллă пулма, мĕн те пулин пĕлес-тăвас пулсанах тÿрех телефонпа шăнкăравлама хушса хăварчĕç. Колхозри ĕçсем хăйсен йĕркипех пычĕç. Левренти тетепе Матрена Никоновна мĕн кирлине Ĕпхÿрен веçех тупса килчĕç, унчченхи тимĕрçĕпе Левренти лабогрейкăсене, ытти пур-çук хатĕр-хĕтĕре ĕçе чиперех хатĕрлесе çитерчĕç. Тырă вырас ĕç йĕркеллех иртрĕ темелле, ĕççи вăхăтĕнче Ардаширов уполномоченнăй пĕрре çеç килсе кайрĕ, ун вырăнне Степановĕ ялтан каймарĕ те темелле. Ял çыннисен ĕçри хастарлăхĕ Хĕрлĕ Çар тăшмана анăçалла ытларах та ытларах хĕснинчен те килчĕ пуль. Молотилкăпа авăн çапасси çĕнĕ çул иртичченех пычĕ. Колхозниксене ĕç кунĕ пуçне 300-шер грамм тырă салатрĕç. Тимĕрçĕ çинчен калаçасси кантурта та, ял çинче те сÿнсе-сÿнсе пычĕ, кайран ун çинчен вуççех манчĕç темелле. Филип Васильевич анчах тепĕр чух, пĕр-пĕр палламан çын килсе кайнă хыççăн, çапла кала-кала хурать: "Чике тăршшĕ лартрĕ пире Укçасăр Михала. Тек контузи пулнине те, беженецне те шанассăм çук!" Хрулăн тетĕшне госпитальтен сывалса çитме киле янă. Çĕнĕ çул кунĕ таврăнчĕ. Питĕ майĕпен çÿрет. Ваçук амăшĕ куллен ун валли пĕр чĕпĕшкĕ сĕт леçтерет ывăлĕнчен. Тухтăрсем ăшă сĕт ĕçме хушнă иккен. Хрул хăй ялан лавра. Молотилка патĕнчен кĕлете, кĕлетрен элеватора тырă турттарать. Лашисене кăшт-кашт сĕлĕ те лекет пулмалла. Вĕсем унăн, хăй каларăшле, "çăмарта" пек.
Хрул тетĕшĕ улаха-мĕне тухсах çÿремест. Сайра хутра кăна урам урлă Элексантăр мучи патне юмах итлеме каçать. Халĕ хĕллехи вăрăм каçсене Хрулпа Ваçук аманса таврăннă салтакпа пĕрле ирттереççĕ. Маччаран çакнă тăрпасăр лампа кăшт пулин те çутатать пÿрт ăш-чикне. Калаçса ларма ытла çутă кирлĕ те мар, çурма тĕттĕмре сăмахлама пушшех аван пек. Калаçу вара ялан вăрçă тавра пырать. Нимĕçсен тискерлĕхĕ, хамăр салтаксен паттăрлăхĕ çинчен ытларах та ытларах пĕлес килет ял ачисен.
- Каласа памалли юлмарĕ пуль урăх, веçех аса илтĕмĕр, - терĕ пĕр каçхине Ваçили тете, - халĕ ĕнтĕ кунти пурнăç еплерех шуни-юхни çинчен хăвăр мана каласа парăр.
Каласа пама ачасем те хирĕç мар. Ваçук Ардашировпа вырма вăхăтĕнче пулса иртнĕ мыскара çинчен, Хрул хăйсем Тарье кинемин "кучченеçне" епле юратса çини, тимĕрçĕ ун лашине епле таканлама хăтланни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕç. Сĕтел пуçне таянса ларсах итлет салтак вĕсен сăмахне, вăхăчĕпе кулса та ярать. Анчах вăл, Филип Васильевич пек, ахăлтатса кулмасть, хытă кулсан шалта, ăшра тем ыратать пулас. Капла сассăр кулнă чухне те ал лаппине чĕри тĕлне тытать, ÿсĕркелесе илет.
- Пирĕн тепĕр тĕрлĕ "кучченеç" те пур, - кĕтмен çĕртен печĕ ячĕ Ваçук.
- Халиччен те çимен мĕнле "кучченеç" тата вăл? - ытахальтен тенĕ пек кăна ыйтрĕ салтак.
Ачасем пĕр-пĕрин çине пăхрĕç, куçĕсемпе те пуçĕсемпе кăна "калаçрĕç" те Хрул çарамасах тулалла тухса та сирпĕнчĕ, кăшт вăхăтран каялла çитрĕ.
- Акă вăл "кучченеç", тете, - пиччĕш умне сăран сумка пырса та хучĕ вăл.
- Та-та-та-та! - тĕлĕнсех кайрĕ салтак, - ара ТТ пистолет-çке ку! Ăçтан илтĕр? Кам панă ку япалана сире кучченеç тусах?
Тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пама тиврĕ.
- Вăл аттен пăшалне патронĕ-мĕнĕсемпех вăрласа кайнă, апла пулсан пире ун пистолечĕшĕн çылăх пулмалла мар, - пиччĕшĕ сивлесрен шикленчĕ Хрул.
- Вăррăнне вăрланăшăн çылăхах пулас çук-ха, - терĕ Ваçили пичче, пăшала сÿтме-салатма тытăнса. Ахăртнех унăн юсавлипе юсавлă маррине, пайĕсем пурте пуррипе çуккине те пĕлес килчĕ пулас. Ак ĕнтĕ сĕтел çинче уйрăм тимĕр таткисем çеç выртаççĕ. Вĕсенчен тек пăшал пухаяс çук пек туйăнса кайрĕ ачасене.
- Пайĕсем пурте пур, çулласах хунă тата, - пĕлтерчĕ салтак.
- Тете, эс пистолет унччен те курнă-им?
- Как-шă, вăл ман личнăй оружи пулнă-ха та.
- Мĕнле "личнăй"?
- Хам çумран хăварма юраман, тăшманпа çапăçмалли пăшал пулнă, - кĕскен хуравларĕ салтак. - Хрул, пĕрер типĕрех çĕтĕк тупса пар-ха.
Ачасем салтак алли çинчен куç илмеççĕ. Лешĕ кашни тимĕре хăй умнерех тытса пăхать, çĕтĕкпе шăлкалать, ку мĕнле пайĕ, мĕн тума кирлĕ пулнине каласа пырать. Кăшт вăхăтран сĕтел çинчи тимĕрсенчен каллех пĕчĕк пăшал пулса та тăчĕ. Пуçтарнă хыççăн, Ваçили тете, пистолета урайнелле тытса, шăлт-шалт та чăлт-чалт тутаркаласа илчĕ.
- Юсавлă, - пĕр сăмахпа пĕлтерчĕ хăй. - Патронĕсем те чылай пулас.
- 45 патрон! - çийĕнчех пĕлтерчĕ Хрул, - темиçе тĕрит те шутласа пăхнă. Мĕнле авăрламалла, тете?
Кун пирки те тĕплĕн ăнлантарса пачĕ салтак.
- Э, мĕнле пемелле? - чăтса тăраймарĕ Ваçук.
Пĕтĕмпех каламалла, ăнлантармалла, патронсăр кăна "персе" кăтартмалла пулчĕ Ваçили тетен. Кун хыççăн ачасем черетпе пистолета тытса, унпа тĕллесе те "персе" пăхрĕç.
- Çитет кĕçĕрлĕхе, - терĕ юлашкинчен Ваçили тете, - ак пĕрер кун тарăн вара кайса персе пăхăпăр. Çур çул ытла ĕнтĕ хам та пемен.
- Тете, пистолет санра пултăр, ал айĕнче тыт, атту пĕр-пĕр каç леш тимĕрçĕ килсе тухма пултарать, - анасласа илчĕ Хрул...
XI
Пуш уйăхĕ вĕçленсе килет. Пĕр кунхине каçалапа Петрей пичче Ваçука Хрула чĕнсе килме хушрĕ. Вăрах кĕттермерĕ çăмăл ача.
- Хрул ачам, - пуçларĕ Петрей пичче, - ыран Çтерле каймалла пулать.
- Мĕн ĕçпе? - часрах пĕлесшĕн ача.
- Ан васка, веçех ăнлантарăп. Ял çыннисем хĕл каçах фронт валли япала пухрĕç, апат-çимĕç хатĕрлерĕç... Алса-чăлха та, типĕтнĕ çĕрулмипе кăшт сухари те пур унта. Кĕскен каласан, килте ÿстерсе туранă табак таранах. Михĕсене тултарса хунă. Вĕсем Макçăм тетÿн кĕлетĕнче.
- Нумай-и?
- Вунă михĕ ытларах. Анчах йывăр мар вĕсем. Калап вĕт-ха унта пĕтĕмпех типĕтнĕ апат. Йывăрăшĕ таçтах мар. Асли пулса Матрена Никоновна пырать. Хатĕрлен, çĕр выртмасăр пулмасть. Пĕр-ик кило сĕлĕ çыртар ак Филип Васильччăран. Сăмах татрăмăр-и?
- Татăлман-ха, - пуçне пăркаларĕ Хрул, - çул йывăрланчĕ халь, Петрей пичче. Путать, пар лаша кÿлес çук. Лаша валли утă та хумалла, иккĕн ларсан... Йывăра туртать. Ик лавпа каймалла пуль.
- Петрей пичче, Чиканпа эп каям Хрула пулăшма, - юлташне пулăшас килчĕ Ваçукăн. - Ыран лашапа никам та района каяс çук вĕт-ха.
- Килĕшрĕмĕр: икĕ лавпа каятăр...
Читайте нас: