Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
6 Мартӑн 2020, 19:00

КУÇÇУЛЛĔ ÇĂКĂР

Александр САВЕЛЬЕВ-САСăн вăрçă çинчен çырнă повеçĕ. Малалли (Пуçламăшĕ - январĕн 22-мĕшĕнче).

Питĕ тĕксĕм те çилĕллĕ курăнчĕ тимĕрçĕ лаша таканлаттарма аннă Хрула. Арăмĕпе ывăлĕ те кунтах, хуп сарнă урапа çинче лараççĕ. Вĕсен те сăнĕсем унчченхинчен салхуллăрах. Вĕсене те самаях тустарса илнĕ пулас тимĕрçĕ. Мĕншĕнне те чухлать ача. Çĕрле пулса иртни ĕнтĕ. Хрул васкамасăр Шурçилхене лаша таканламалли станока кĕртрĕ, ик пуçĕнчен лаша малалла та, каялла та тухмалла мар туса урлă ячĕ, выльăхăн кайри урине юри тунă каска пуканĕ çине хурса çыхрĕ, вара тин тимĕрçĕ патне тепре пычĕ.
- Дядя Миша, готово!
Таканĕсене те, пăтине те хатĕрлесе хунă иккен тимĕрçĕ. Çийĕнчех ĕçе пикенчĕ. Тÿрех асăрхарĕ Хрул: тĕрĕс мар тăвать тимĕрçĕ, такан пăтине лаша чĕрнипе ÿт хушшине ярăнтарать.
- Не правильно! - кăшкăрсах ячĕ Хрул. - Лошадь больно!
- Молчи, сопляк! - харр! турĕ тимĕрçĕ.
- Петрей пичче скажу! - хăраса ÿкмерĕ ача. - Так нельзя. Сюда надо бить, - хăш тĕле çапмаллине те кăтартрĕ хăй.
- Я тебя, сволочь, когда поедем в Уфу, с моста в Белую сброшу! Запомни! - аллинчи мăлатукне çĕклесех каларĕ Укçасăр Михала. Вара, ку ача ĕç ĕретне-шывне пĕлнине туйса, ĕçе тĕрĕсех тума тытăнчĕ. - Я много подковал, без твоей подсказки знаю. Это я по ошибке сначала... Я контужен, глаза плохо видят. Иди, жалуйся...
Тимĕрçĕ вăрçнине-хăратнине пăхмасăрах Хрул ун алли çинчен куç илмерĕ. Ĕç йĕркеллех вĕçленчĕ. Çавах тимĕрçĕ хăйне мĕн каласа хăратнине ача Петрей пиччене веçех каласа пачĕ.
- Контузи пулнă çыннăн куçĕсем те вăйсăртарах пуль, - тимĕрçĕ хутне кĕнĕ пекрех каласа хучĕ председатель. - Анчах ан хăра: Укçасăр Михала сирĕнпе пымасть, вăл, маларах çитсе, кирлĕ япаласене суйласа, уйăрса хурать. Хăй каларĕ мана.
VIII
Çапла пулчĕ те. Тимĕрçĕ малтан кайрĕ. Ĕпхĕве, маларах палăртнисенчен пуçне, Леврентипе арăмĕ ларса пычĕç. Вĕсем те сурăх пусса сутасшăн иккен. Левренти пичче вăрçăран суранланса таврăннă, сыпкалама юратать. Арăмĕ вара, Укçине аппа, ку укçана ĕçсе ан ятăр-ха тесе пырать пулмалла. Ирех тухнăскерсем, Ĕпхĕве çутăллах çитрĕç, колхоз хваттерĕн тĕлне Матрена Никоновна та, Левренти пичче те пĕлеççĕ. Шыраса çÿресси пулмарĕ. Сурăхсене шурăмпуçпех тăрса тирпейлерĕç, Укçине аппапа учительница пырши-аршисене те çуса тасатрĕç, шÿрпе пĕçерчĕç. Пасара та пуринчен маларах çитсе кĕчĕç темелле аякри ялтан килнисем. Сурăх ашĕ çуллă, шап-шурă курăнса выртать сĕтел çинче. Ăш çуне уйрăм сутаççĕ. Анчах илекен сахал. Илсен те килолатса мар, грампа çеç виçтереççĕ: 300-500 грамм туянакан ытларах. Ферма пуçлăхĕ Мĕтри пичче аша вакланă чухне туянакан çын каланă виçене килмелле касма тăрăшать. Аш сутасси вăраха пырасса туйса, Матрена Никоновна Хрула лашисене хваттере илсе кайса тăварма хушрĕ. Пасар саланас умĕн вара килсе илмелле пулать. Лашасене тăварса çиме панă хыççăн ача çуранах каялла пасаралла утрĕ. Ара, килнĕ-килнĕ пăртак пасар курса çÿрес. Пасарта кĕсье вăррисем чылай теççĕ те-ха, Хрулăн кăларса илмелли нимĕн те çук. Вăл пасара çитнĕ тĕле пĕр сурăхне сутса пĕтернĕччĕ, иккĕмĕшне пуçланă. Анчах та кăнтăрла иртсен какай илес текенсем татах сахалланчĕç. Левренти пиччен сурăхĕ кăшт япăхрах иккен. Кăшт йÿнерехпе пама тивет. Хрул каялла лашасем кÿлме кайиччен тимĕрçĕ аш сутакансем патне иккĕ-виççĕ те çитрĕ. "Хăвăртрах суткалăр! Укçа кирлĕ", - тет. Пухăннă укçана ревкомисси председателĕнчен илет те расписка çырса парса хăварать. "Эпĕ мĕн кирлине тÿлесе илсех тăратăп, кайран лашапа тиесе тухасси çеç юлать", - тесе ăнлантарса хăварать. Хăйне тата мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пуласси пирки те асăрхаттарать, хăвăртрах сутса пĕтерме хушать. Юлнă ашран мĕн чухлĕ укçа тухма пултарнине те тĕрĕс шутласа кăларать пулас халĕ ĕнтĕ укçаллă пулса тăнă Михала. Склачĕ вырсарникун ĕçленипе ĕçлеменни пирки ыйтсан, хăтăрсах тăкрĕ:
- Военное время! Какой тебе выходной! Работать надо! Торгуйте! Торгуйте!
Аш часах сутăнса пĕтессине туйса, аслисем Хрула лаша кÿлсе килме каларĕç. Хĕвел те каçалана самаях сулăннă. Хваттер хапхинчен тухса лашасене пасар урамнелле çавăрнăччĕ çеç Хрул - курах кайрĕ: çул хĕррипе виççĕн килеççĕ. Пĕри маларах пырать, иккĕшĕ - ун хыççăн. "Левренти пичче вĕт ку! - çийĕнчех палларĕ малтине. - Ăçта илсе каяççĕ ăна?" Тек шутласа тăмарĕ, лашине тăратрĕ те:
- Левренти пичче! Кил кунта! - тесе хыттăн кăшкăрса ячĕ.
Лешĕ çакна çеç кĕтнĕ тейĕн: тÿрех айккинелле тапса сикрĕ, канав урлă каçрĕ те бричка çине сиксе те ларчĕ. Хрул лашасене тăвалла сиккипе хăваларĕ. Çул хĕрринчи икĕ арçын чăмăрĕсемпе юнаса юлчĕç.
- Ăçта каяттăн эс? - тинех ыйтрĕ лавçă.
- Çав иккĕшĕ таçта илсе каятчĕç ĕнтĕ, - ним калама пĕлмерĕ Левренти. - Пасарти туалетран тухнă чухне чарчĕç те хăйсемпе пĕрле пыма каларĕç. Утрăм та утрăм. Шуратăл хĕрнех илсе каяççĕ пуль тенĕччĕ.
- Тĕрĕс шутланă, Левренти пичче, - ятланă пекрех каласа хучĕ ача, - укçуна кăларса илетчĕç те хăвна шыва пăрахатчĕç. Ирех аш сутнă çĕрте явкаланса çÿретчĕç вĕсем. Эс аш сутнине курнă, ĕçнине пĕлнĕ. Çавăнпа сана, ÿсĕртерех çынна суйланă та вĕсем.
- Çумра пĕр пус та çук ман. Пуррипе илсе ятăм ĕнтĕ эп, - питĕ кирлĕ ĕç тунă пек пĕлтерет Левренти. - Укçа веçех инкÿнте.
- Хваттере таврăниччен чăтмалла пулнă, - лашасене çаплах васкатрĕ Хрул.
- Тĕрĕс, шăллăм, чăтмалла пулнă. Лешсем мана чăнах та шыва пăрахма пултарнă вĕт. Укçа манра пулманнишĕн тарăхнипе пулсан та. Эп вара шывра тимĕр пекех ишеп. Тавтапуç, Хрул шăллăм, вилĕмрен хăтарнăшăн. Ĕмĕрне манмăп!
Хрулпа Левренти çитнĕ çĕре пасарçăсем аша веçех сутса пĕтернĕ, туна вĕçĕсемпе пĕчĕк-пĕчĕк турамсем çеç юлнă. Вĕсене туянакан çук. Матрена Никоновна юлнă пек татăксене ашпа вараланнă клеенкăпа чĕркесе çыхрĕ, Укçине инке упăшкине таçта кайса çухалнăшăн пăскăртма тытăнчĕ.
- Вилесрен юлнăшăн савăнмалла-ха сан, эс вăрçса тăран тата. Хрул шăллуна тав ту, - терĕ лешĕ кĕскен.
- Пасар хыççăн кунта хамăр тата тепĕр "пасар" туса тăрар мар, айтăр хăвăртрах склада, - пурне те васкатма тăрăшрĕ учительница, - тимĕрçĕ кĕтет унта пире. Тен, паянах каялла çула тухăпăр.
- Склачĕн тĕлне пĕлетĕн-и? - ыйтрĕ Мĕтри пичче.
- Çырса парса хăварчĕ, - хуравларĕ ревкомисси председателĕ, хут татки çине пăхса. - Пасартан тухсанах сылтăмалла, пĕр квартал иртсен, сулахая пăрăнмалла та кĕтесрен виççĕмĕш çурт патне çитмелле.
Каланă çурта хăвăрт тупрĕç пасар çыннисем. Учительницăпа тем хушăра урăлса çитнĕ Левренти пичче тÿрех пĕчĕк тимĕр хапха патне васкарĕç, анчах шала кĕрсе ĕлкĕреймерĕç - вĕсен çулне милиционер пÿлчĕ:
- Куда?
- Склада эпир, склада! - хăйсем васканине систересшĕн пулчĕ Левренти пичче.
- Мĕнле склада? - ыйтать лешĕ.
- Сельхозснаб складне.
- Нимле склад та çук кунта, - кулма хăтланчĕ милиционер, - кунта - милици уйрăмĕ.
Пасар çыннисем, çăварĕсене кап карса, пĕр-пĕрин çине пăхрĕç.
- Ку урамăн ячĕ мĕнле? - хăюлăх çитерчĕ милиционерсемпе хутшăнма юратсах кайман ревкомисси председателĕ.
- Социалистическая текенни.
- Миçемĕш çурт пулчĕ-ха?
- 84-мĕш.
- Сельхозснаб склачĕ хăш урамрине калаймăр-ши?
- Коммунистическая урам, 84-мĕш çурт. Манăн арăм ĕçлет унта.
- Эпир çав Коммунистическаяпа Социалистическая текеннине пăтраштарнă ĕнтĕ эппин.
Матрена Никоновна ыйтнипе милиционер çав урама тÿрĕрех çулпа епле çитмеллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ те çапла хушса хучĕ:
- Паян - канмалли кун. Эсир унта пурпĕрех ĕç тăваймастăр. Ыран ирпе çитме тăрăшăр.
Канашкассисен ирĕксĕрех хваттере таврăнмалла пулчĕ. Тимĕрçĕ пирки иккĕленÿллĕ шухăшсем çуралма пуçларĕç.
- Нимĕнле тимĕрçĕ те мар пуль вăл. Çаратма илсе килнĕ пире пасара, - чи малтан пĕлтерчĕ хăй шухăшне Мĕтри пичче.
- Жулик вăл сирĕн тимĕрçĕр! Шпана! - чăтса тăраймарĕ Левренти пичче.
- Эп кам пулса тухап капла? - аран тенĕ пек илтĕнчĕ учительница сасси. - Эп те унпа пĕр каварлă çын пулнă пек килсе тухать. Пухăннă пĕр укçана ăна тыттарса ярса тăтăм.
- Распискусене ан çухат тата, - асăрхаттарнă пек пулчĕ Мĕтри пичче.
- Тимĕрçĕ жулик этем пулнине ĕненес килмест, - хăй иккĕленнине пĕлтерчĕ ревкомисси председателĕ, - ара, колхозшăн тăрăшса-çунса çÿрекен çын пекех туйăнчĕ-çке, заем та чи малтан тата пуринчен нумай çырăнчĕ.
- Тÿлес çуккине пĕлсе çырăннă ĕнтĕ, - алă сулчĕ каллех ферма пуçлăхĕ. - Тимĕрçĕ мар, кашкăр пулчĕ вăл, фермăн чи мăнтăр виçĕ сурăхне тытса çирĕ. Пемелле ăна!
- Перетĕп! - сиксе тăчĕ Хрул.
- Пушă аврипе-и? - куланçи турĕ Левренти пичче.
- Наган... Пăшалпа. Аттен сунарçă пăшалне эп çу сĕрсех хунă, - паттăрланма хăтланчĕ ача.
- Çу-у-ук, тимĕрçĕ темле хурах пулнине ĕненес килмест ман, - çаплах хăй шухăшĕнчен уйрăлаймасть учительница. - Темскер хамăр пĕр-пĕрне ăнланса çитереймерĕмĕр эпир. Ыран ирех милиционер каланă адреспа кайса килетĕп, хуларан ĕç вĕçне тухса каймалла пирĕн...
Читайте нас: