Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
2 Мартӑн 2020, 18:00

КУÇÇУЛЛĔ ÇĂКĂР

Александр САВЕЛЬЕВ-САСăн вăрçă çинчен çырнă повеçĕ. Малалли (Пуçламăшĕ - январĕн 22-мĕшĕнче).

Кантурта счетоводпа Ваçук иккĕшĕ çеç. Председательпе учетчик утă çулакансем патне кайнă. Хĕлип йысна кăнтăрлана таврăнса çÿремест, ахаль те ыратакан урине тата ытларах ыраттарасшăн мар вăл. Килтен кам та пулин яшка илсе килсе çитереççĕ. Утта тухнăранпа Ваçукăн пĕр ĕç кемрĕ темелле: лашана çĕрле пама утвалли çулма каймалла мар. Петрей пичче хиртен тин çулнă курăка тăрантаса тултарсах килет. Кантура апата таврăнакан тимĕрçĕ кĕчĕ, счетовода сывлăх сунчĕ те ăна хирĕç хыçсăр пуканпа ларчĕ.
- Тут пусто, - хырăмне шăлкаларĕ тимĕрçĕ.
- Понятно, ăнланмалла, - терĕ счетовод, сĕтел туртмине уçса. - Пĕр çур кило çăкăр çырса парăп эп сана.
- Пĕр кило парсан питех аванччĕ... Ĕç нумай, паян тĕттĕмчченех тимĕр "хĕнемелле" пулать-ха ман. Чей тути тухмалăх кăшт пыл пулсан та тем пекехчĕ... Юлашки кунсенче ял çыннисем валли ăна-кăна нимех те тăваймарăм, çавăнпа сĕт-çу та тăнч пĕтрĕ-ха, - питĕ майĕпен сăрхăнтарать сăмаха Укçасăр Михала.
- Парăпăр, - терĕ Филип Васильевич, çырма хатĕрленсе, - ма тесен эсĕ халь пирĕншĕн турă вырăнĕнче. Ĕç кăна чарăнса ан лартăр. Утă çулакансен хуçăлнă çависене те сыпса панă терĕç-ха. Хĕрÿ вăхăтра ку та пысăк пулăшу.
- Эп çырса панă хута пăхса тухайрăр-и? - сĕтел çинче выртакан уçăпа вылянçи пулса ыйтрĕ тимĕрçĕ. - Паян ак веялкăсене пăхрăм та пĕр комплект ала кирли паллă пулчĕ. Кун пирки кăтартман эп малтанхи списокра.
- Ку ыйтăва татса панă темелле, правлени ларăвĕнче çапла йышăнтăмăр: виçĕ сурăх пусса сутмалла. Ĕпхÿре пирĕн колхоз хваттерĕ пур. Сурăхĕсене кунтан лашапа чĕрĕллех тиесе каяс пулать, шăрăхра аш-пăш час пăсăлать. Ĕпхĕве шăматкун çитсе выртмалла та тепĕр кун ирпе сурăхсене пусса, пасара тухмалла. Кунтан санпа пĕрле ревкомисси председателĕ Матрена Никоновнапа ферма заведующийĕ Мĕтри пичче пыраççĕ. Пар лашапа, бричкăпа каймалла пулать. Лавçи - Александров Фрол. Паттăр ача. Лаша тыткалама та ăста, сурăхсене пусса тирпейлеме те пулăшĕ. Лашисене таканламалла унăнне. Унсăрăн хулари чул сарнă урампа утаймĕç.
- Лаша таканласси - ман ĕç, - пĕлтерчĕ тимĕрçĕ, аллинчи çăра уççисене çавăркаласа.
Пĕрре мар асăрханă-ха Ваçук: счетовод патне çăкăр çыртарма килсен, тимĕрçĕ яланах унăн сĕтел çинче выртакан ик-виçĕ уçăран тăракан çыххине аллине илет, тек çавăркалать вара вĕсене, тек хыпашлать, уçă курман пек, тĕмсĕлсе пăхать. "Аллинче тимĕр япала пулмаллах пуль çав ялан тимĕрпе ĕçлекен çыннăн, унсăрăн ăна темĕн çитмен пек туйăнать пуль", - шутлать вара ача.
- Вырсарни пасарĕнче аш сутса укçа тăватăр та тунтикун, ху пĕлекен склада çитсе, мĕн кирлине туянаттăр. Çакăн пек калаçса килĕшрĕмĕр правлени членĕсемпе.
- Тĕрĕс тунă. Тек кĕтме вăхăт та çук, - счетовод панă хута алла илчĕ Укçасăр Михала. - Сыв пулса тăрăр, Филип Васильевич, - йывăр аттисемпе каптăртаттарса питĕ кăмăллăн тухса кайрĕ вăл.
* * *
Ваçуксен аслăкĕ çинче çывăракан икĕ туссем юнашар тенĕ пекех автан пĕр кĕтмен çĕртен авăтса янипе вăранчĕç, тул çутăлнă тесе пулас, харăс тăрса ларчĕç, куçĕсене сăтăркаларĕç, тутлăн карăнса илчĕç. Анчах çутăласси инçе пулас-ха. Çанталăк пĕлĕтлĕрех пулнипе çăлтăрсем унта-кунта çеç мĕлтлеткелеççĕ, уйăх курăнмасть. Хĕрсем вăйăран тин саланаççĕ пулмалла. Çурçĕр анчах пулнине çирĕплетес шутпах-тăр аслăк айĕнче ачасем тĕлĕнчех ларакан автан тепре шарлаттарса ячĕ. Темиçе кил урлă тепри сас пачĕ. Çапла, халь "хресчен сехечĕ" те килренех мар.
- Çурçĕр анчах çитнĕ пулмалла, - терĕ Ваçук, çаплах куçне сăтăркаласа.
- Çĕркаç эпир кĕтÿ ансанах хăпарса выртнă та вăхăт самаях иртнĕн, ыйхă та çаврăннăн туйăнса кайрĕ, - тепре тутлăн карăнса илчĕ Хрул. - Тепĕр ыйăх лайăх кăна çывăрар-ха. Çумăр çумаллах мар пек...
Анчах ачасен çывăрасси пулмарĕ, вăйăран таврăнакан хĕрсен юрри аслăк çине пырса çапăнчĕ:
Манăн савни салтакра,
Çырăвĕ кăна килет.
Çырăвĕ кăна килсен те,
Кĕтмешкĕн тÿрĕ килет.
Çапла, халь хĕрсем ытларах хăйсен вăрçăри савнийĕсене аса илеççĕ. Пĕр хĕрсе кайсан вара шÿтлĕрех юрăсене те манса хăвармаççĕ. Акă, Ваçуксен пÿрчĕ тĕлĕнчех янраса кайрĕ:
Кăвакарчăн çăмарти
Ялан иккĕ пулать вăл.
Савни иккĕ пулать вăл,
Пĕри тăрса юлать вăл...
- Елисса сасси ку, - выртнă çĕртен каллех тăрса ларчĕ Хрул. - Юрри те çавăн. Унăн савнисем иккĕ кăна та мар, вуникке çитнĕ пуль. Салтака каякан каччăсене кашнинех ăсатать, тутăр, перчетке, тĕрленĕ табак хутаççи парнелет. Пурне те юратать вăл.
- Тутăрне те, перчеткине те юратнăран мар, ырă кăмăлпа, асăнмалăх тесе парать пуль-ха. Пурте ун савнийĕ мар пуль. Савни пĕрре кăна пулмалла теççĕ вĕт.
- Савни миçе пулмаллине пĕлместĕп эп, - çÿçеннĕ пек пулчĕ Хрул. - Ку шухăш килсе кĕмен пуçа. Елисса аппан иккĕ пулсан, манăн та иккĕ вĕсем, икĕ лаша: Çăрхапа Шурçилхе. Вĕсене юрататăп. Юратмалла та. Ыран иккĕшне те таканлаттармалла-ха. Ĕпхĕве каймалла теççĕ. Хула урамĕнче такансăр юрамасть, чул сарнă. Лаша урине пĕтерет. Эп кĕрхи шăнччен таканлаттарасшăн марччĕ...
Ял шăпланчĕ. Автан сассисем те илтĕнми пулчĕç. Хрулпа Ваçукăн çывăрса каясси пулмарĕ-ха. Тен, кĕçех тĕлĕрме пуçлатчĕç пуль те - Хрулсен çенĕкĕн алăкĕ хыттăн уçăлса хупăнни, такамсем шавласа калаçни илтĕнчĕ. Анчах çуртра çутă çутман.
- Камсем килнĕ тимĕрçĕ патне? - ыйтрĕ Хрул.
- Пĕлместĕп. Курман.
Пÿртрен тухнисем виççĕн пулмалла: сассисенчен çапла туйăнать. Виççĕшĕ те арçын. Çĕрлехи шăплăхра сассисем чиперех илтĕнеççĕ. „сĕр пулмалла хăйсем. Виççĕшĕн çăварĕнче те пирус: вăхăт-вăхăт çутă мĕлтлетсе илет. Калаçа-калаçах арçынсем Хрулсен çатан авса тата тăмпа шăлса тунă пĕчĕк çеç карти патнелле утаççĕ.
- Картана тивертсе ярĕç-ха ку шуйттансем! - тарăхнă пек илтĕнчĕ Хрул сасси. Вăл, çĕре анма тесе, пусма патне пырса тăчĕ. Анчах лешсем карта патĕнче вăрах тăмарĕç, ик анкарти хушшинчи сукмак çине тухрĕç. Сукмак пуçланнă тĕлтех Хрул ашшĕ тахçан лартнă сирень тĕмĕсем пур, арçынсем ун тĕлне тăрса, курăнми-палăрми пулчĕç. Ваçукпа Хрула ку кăсăклантарсах ячĕ. Çĕре анса, тĕмсем çывăхне упаленсе пычĕç.
- Кузя, работай как надо, - такама çурăмĕнчен шап-шап тутарсах каларĕ пĕри.
- Все будет как надо! - ку тимĕрçĕ сасси пулчĕ. Чĕлхине аран çавăркалать хăй. Лешсем иккĕшĕ ÿсĕрех мар пулас. - Все идет по плану, - хушса хучĕ Укçасăр Михала. - Ж-ж-ждите с товаром.
- Тут, Кузя, под кустом гостинец есть... На всякий случай. Потом заберешь, - калаçрĕ тимĕрçе çурăмĕнчен лăпканиех.
Виçĕ мĕлке сукмакпа анкарти вĕçнелле таплаттарчĕ. Умлăн-хыçлăн пыраççĕ. Кайри Укçасăр Михала пулмалла: пĕрре Ваçуксен пахчи еннелле чалăшать вăл, тепре - Хрулсен пахчи еннелле.
- Илетпĕр-и? - вырăнтан сиксе тăма хатĕрленчĕ Хрул.
- Мĕн?
- Мĕн хунине.
- Мĕн хунă вара?
- Илтмерĕн-им, гостинец терĕ вĕт.
- Мĕн вара вăл "гостинец"?
- Кучченеç тени пулать. Тарье кинемин кучченеçĕ пекки.
- Илетпĕр! - чĕркуççисем çине çĕкленчĕ Ваçук та.
Шăп çак вăхăтра тимĕрçĕ каялла çаврăнчĕ те, сукмак тăрăх малалла ÿпĕнсе, кăлттин те калттин утма тытăнчĕ. Ачасен ирĕксĕрех çĕр çумне лапчăнма тиврĕ.
- Шел, ĕлкĕреймерĕмĕр, - ассăн сывларĕ Хрул.
Тимĕрçĕ мĕлки çывхарсах килчĕ, юрă ĕнĕрлеме хăтланать хăй:
Мы - кузнецы, и дух наш молод,
Куем мы счастия ключи...
Юрă сăмахĕсене манса кайнипе е вуççех пĕлменнипе-и, малалла кĕввине çеç ĕнĕрлекелет хайхи. Унтан, пĕр кĕтмен çĕртен, самаях хыттăн та сăмахĕсене татсах юрласа ярать:
Они, они куют,
Они куют, разговаривают...
текелесе, тимĕрçĕ тĕм тĕлне çитсе тăчĕ. Тем аса илме хăтланчĕ пулмалла та, анчах ÿсĕр пуç кирлине астутараймарĕ курăнать.
Вара, аллипе лаштах сулса, пÿрт еннелле танккарĕ, кĕçех çенĕк алăкĕ паçăрхинчен те хытăрах шалтлатрĕ. Хрул çавăнтах тĕм патне ыткăнчĕ, Ваçук та юлмарĕ унран. Тĕмсен таврашне иккĕнлетсе ухтараççĕ, алла тутлă çимĕç тултарнă хутаç лекессе ĕмĕтленеççĕ.
- Атя! - тапса сикрĕ Хрул.
Ачасем аслăк тăррине йăпăр-япăр хăпарса та кайрĕç. Çак вăхăтра ферма патĕнчи кулкка енче машина сасси илтĕнчĕ.
- Тимĕрçĕ хăнисем машинпах килнĕ пулмалла, - хăй шухăшне пĕлтерчĕ Хрул.
- Хăнасем кĕтсе иккен паян вăл çăкăр та, пыл та кулленхинчен нумайрах çыртарса илчĕ. Салт кучченеçне, эпир те хăна пулар, - васкатрĕ Ваçук.
Тепĕр самантран Хрул пĕчĕк çеç сăран сумкаран "кучченеç" туртса та кăларчĕ.
- Ме, чăмла, - Ваçук çăварĕ патнех илсе пычĕ вăл сулхăн çапса тăракан тимĕр япалана.
- Мĕн ку?
- Курмастăн-им: наган вĕт, пистолет, - халь ĕнтĕ шăппăнрах калаçма тăрăшрĕ Хрул. - Сумкинче патронĕсем те пур.
Ваçук сехĕрленсе ÿкрĕ:
- Ан тĕлле эс, ниçта та ан пус, ан тĕрткеле, - йăлăннă чухнехи пекрех илтĕнчĕ ун сасси.
- Авăрламан пуль-ха.
- Пăшал таврашĕ вăл çулталăкра пĕрре авăрламасăрах перет тет.
- Вăт "кучченеç" ку-у-у! - йывăрăшне виçнĕн аллинче выляткаларĕ Хрул пистолета. - Мĕнле çынсем пулчĕç кусем?
- Тăванĕсем пуль. Е кунталла куçариччен заводра пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем.
- Мĕншĕн ăна "кучченеçе" пистолет парса хăвараççĕ - акă мĕн тĕлĕнтерет мана.
- Халь - вăрçă вăхăчĕ, сых ятне парас тенĕ пуль.
- Хурахсем мар-ши вĕсем тесшĕн эп, - хăй иккĕленнине систерет Хрул.
- Çук пуль, - килĕшесшĕн мар Ваçук, - лешсем лайăх ĕçлеме хушса хăварчĕç-çке. Тимĕрçи те "планпа ĕçлеп" терĕ. Плана тултарнине каларĕ-тĕр.
- Юрĕ, - калаçăва вĕçлеме шутларĕ Хрул, - çĕрлехи хăнасем çинчен те, пăшал пирки те никама та пĕр сăмах та шарламастпăр. Ку япалана тĕплĕн пытарса хуратпăр...
Хĕвел аллисем хăйсене пур çĕртен те чĕпĕтме те кăтăклама тытăнсан тин вăранчĕç ачасем. Иккĕшĕ те чи малтан ик анкарти хушшинчи сирень тĕмĕсем енне пăхрĕç. Унта, ĕнсине хыçкаласа, пуçне усса, тимĕрçĕ çÿрет, сукмакпа та кая-кая килет, çĕрле мĕн пулса иртнине хăй тунă утăм-пусăмсем тăрăх та пулин аса илме тăрăшать пулмалла. Каллех йывăç тĕмĕ патне çитет, пĕшкĕнсе те, выртса та пăхать, йĕри-тавра утса çаврăнать, атăллă урипе вĕлтрен тĕмĕсене сиркелет...
- Хăйне валли илсе килнĕ "кучченеç" вырăнне маннă вăл, - терĕ Хрул тимĕрçĕ мĕн хăтланнине куç илмесĕр сăнаса тăнă хыççăн. Укçасăр Михала, пуçне сăтăркаласа, пÿртнелле утрĕ. Ачасем те аслăк тăрринчен анчĕç.
Читайте нас: