Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
21 Нарӑсӑн 2020, 14:00

КУÇÇУЛЛĔ ÇĂКĂР

Александр САВЕЛЬЕВ-САСăн вăрçă çинчен çырнă повеçĕ. Малалли (Пуçламăшĕ - январĕн 22-мĕшĕнче).

...Çĕрле заем çырăнтарассипе аппаланакан пулмарĕ. Степановпа Ардаширов кайнăран пулас, активистсем те халăхпа пĕрле килĕсене таврăнса пĕтрĕç. Ваçукпа Хрул кантуртах выртма пулчĕç. Çывăрасси пулмарĕ вĕсен: "ак килеççĕ, ак çитеççĕ, ак алăк шаккаççĕ" тесе ларчĕç çĕр хута. Юрать, çĕрĕ вăрăм мар. Ваçук амăшĕ ĕне сума тухас вăхăтра урамри шăплăха юртăпа килекен лаша таканĕн сассисем пăсрĕç.
- Çитрĕç хайхисем, - терĕ те Ваçук пуçлăхсене хирĕç тухрĕ. Вăл тухнă тĕле лаша вите умне пырса та чарăннă. Юлташа лаша тăварма Хрул та тухрĕ.
- Çывăрмарăн-и? - çыхланакан чĕлхипе ыйтрĕ Степанов.
- Çу-ук, сире кĕтрĕмĕр Хрулпа.
- Вот молодец. Çапла кĕтмелле сирĕн пире, - ырланă пек калаçать ялсовет пуçлăхĕ, тăрантас çинчен анма хăтланса. Анчах ниепле те анаймасть хăй. Кучĕ хăпмасть çатан тĕпĕнчен. Çилĕмпе çыпăçтарнă тейĕн. Ардашировĕ те çĕкленме хăтланкаласа пăхать - усси çук. Вăл та йăтаймасть мăнтăр кутне.
"Мĕн пулнă кусене? - шутлать Хрул, - хăйсем ытлашши ÿсĕр пек те мар, урапа çинчен анма вăй çитереймеççĕ".
- Александровчĕ-и-ха эс, Хрул? - патвартараххи çине куç ывăтать Степанов.
- Çапла, Александров Фрол Николаевич.
- Пулăш-ха пире, Фрол Николаевич, çĕр çине анма.
- Халех, - тет те Хрул, пĕтĕм вăйне пухса, шăлне çыртса, патвар шăм-шаклă ялсовет председательне тăрантас çинчен йăтсах антарать.
- Судьяна та пулăш.
Лешĕ лутра пулсан та Степановран та йывăртарах иккен. Пилĕк пăтлă хутаç пекех. Ак тăраççĕ иккĕшĕ те тăрантас çатанĕнчен тытăнса, пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхаççĕ, "мĕн пулнă пире?" теççĕ пулмалла. Урисем утнипе утманнине вырăнта хускаткаласа тĕрĕслеççĕ.
- Çывăрман эпĕр кĕçĕр, Хрул, - тет Степановĕ.
- Шулай, Фрол, йăкламаган без, - яланхи йăлипе, Степанов чăвашла мĕн каланине тутарла лаплаттарса хурать Ардашировĕ.
- Лашине тăвармалла-и? - тинех ыйтрĕ Ваçук.
- Тăтăр-ха. Ут валли парса хур, - пĕртте унчченхилле мар калаçать ялсовет пуçлăхĕ. - Чим, малтан, маттур ача пулса, пусăран пĕр витре сивĕ шыв ăсса кил-ха.
Ваçук шыва чупрĕ, Хрул, тăрантас çинчен илсе, лаша умне пĕр çĕклем курăк пăрахрĕ, курăкпа пĕрле çĕре пысăк мар хутаç шаплатса ÿкрĕ. Ардашировпа Степанов кантур умнелле аран-аран сĕтĕрĕнкелесе утнипе усă курса, йăрă ача куç тĕлне пулнă хутаçа карта айнелле урипе тĕксе кĕртсе ячĕ. Кĕçех Ваçук тулли витрепе çитрĕ.
- Курка илсе тух, - çийĕнчех хушрĕ ăна чĕлхине хĕнпе хускаткалакан председатель. Ку ĕçе те хăвăрт турĕ кантур ачи. Судьяпа Степанов ылмашăнсах сивĕ шыв пехлеççĕ. Ачана пăхса тăма питĕ кăсăк пулчĕ çакă. "Çуллă пăтă çинĕ пулмалла кусем, - шутларĕ вăл хăй ăшĕнче, - унсăрăн сивĕ шыв çаплах ĕçес çук". Юлашкинчен ĕçсе тăранчĕç пулмалла, иккĕшĕ те хырăмĕсене сăтăркалама пуçларĕç.
- Çунтарать шалта, - илтĕнчĕ Хрул патнелле утакан Ваçука Степанов сасси.
- Янтăра шул, янтăра, - председательпе пĕр шухăшлă пулчĕ судья.
Икĕ пуçлăх кĕписене хывса пăрахсах пилĕк таран çăвăнчĕç сивĕ шывпа, кĕписемпе шăлăнчĕç, ал-урисене выляткаланçи турĕç. Халь ĕнтĕ хăйсене самаях туяççĕ курăнать. Сассисем те уçăмлăрах илтĕнекен пулчĕç.
- Лашана çавăр, Ваçук, - кăшкăрчĕ Степанов, - эпир уполномоченнăйпа района заем мĕн чухлĕ çырăнтарни çинчен хыпар пама каятпăр. Кунта пурне те çырăнтарчĕç-ши?
- Пĕлместĕп.
- Юрĕ, çула май Матрена Никоновна патне кĕрсе пĕлĕпĕр.
Самаях уçăлнă, ураланнă судьяпа ялсовет пуçлăхĕ тăрантас çине чиперех хăпарса ларчĕç. Степанов лаши хуçи пушшине алла тытичченех юртăпах тухса кайрĕ картишĕнчен. Тăрантас çула тухса пăрăнсанах Хрул та урамалла тапса сикрĕ, вăрах тăмарĕ, тепĕр самантранах юлташĕ патне чупса çитрĕ.
- Кайрĕç! - терĕ вăл савăнăçлăн, - халĕ пăхма та юрать.
- Мĕне?
- Хутаçа! - терĕ те Хрул карта айĕнчен паçăрхи тĕркене туртса та кăларчĕ. - Мĕн япала-ши кунта? Çăкăр шăрши, апат шăрши кĕрет.
- Ялан апат пирки шутланăран çавăн пек вăл, - тĕртсе илчĕ Ваçук. - Выçă чăх та тĕлĕкĕнче тулă курать тет.
Хрул аллинче хире апат илсе çÿремелли пĕрмеллĕ пир хутаç. Ача, ун-кун пăхкаласа илсе, кантрана салтрĕ, пĕрмине сарчĕ, аллине чикиччен хутаç çăварĕнчен пăхрĕ те савăнăçлăн, анчах аякка илтĕнмелле мар кăшкăрса ячĕ:
- Ваçук, çĕтĕк-çурăкна вутта пăрах! Пурăнатпăр!
Хутаçра килте пĕçернĕ кĕлентĕр, йăва тата пĕчĕк те çаврака кăвас икерччисем иккен. Малтан иккĕшĕ те пĕрер йăва хыпрĕç çăвара.
- Тутлă! - пуçне пăркаларĕ Ваçук.
- Пылпа çăрнă, - туххăм сисрĕ Хрул.
- Ăçтан тупрăн ку хутаçа?
- Тăрантас çинче. Ут валлипе пĕрле тухса ÿкрĕ.
- Судьян пулсан? Иксĕмĕре те тĕрмене хупать вара.
- Нимле судьян та, ялсовет председателĕн те мар. Паçулккари Ванька старик арăмĕ пĕçернĕ çимĕç ку.
- Ăçтан пĕлен?
- Ĕнер анчах эп Ванька старике çырмара каснă виç-тăват çĕклем хăвине лашапа леçсе патăм. Çавăн чухне арăмĕ мана шăпах çакăн пек апатпа хăналарĕ. Халь Степановпа Ардаширова кучченеç туса парса янă ĕнтĕ. Кайран çиме тесе. Тавтапуç Тарье кинемине кучченеçшĕн.
- Лешсем сиссен, - çаплах шикленет Ваçук.
- Астумаççĕ вĕсем. Элле Тарье кинеми хăйсене каламасăрах чикнĕ-ха курăк айне. Кайран курĕç тесе. Ванька старике заемпа муритлемен пулас председательпе уполномоченнăй. Лешсем иккĕшĕ те ватă. Çырăнтарнă пулсан та ячĕшĕн кăшт çырăнтарнă пуль... Паян та çăкăрлă вĕсем, Ванька старикпе карчăкки. Иккĕшĕ те питĕ типтерлĕ, пуçтаруллă çынсем. Вăрçăчченхи тырри халь те пĕтмен. Кăлăхах çынсем вĕсене "хыткукар" теççĕ. Хытă мар, пуçтаруллă вĕсем. Хамăр ялта та хăшпĕр çынна: "Ванька старик эс, хыткукар" тенине ху та илтнĕ пуль. "Пур чух - пушкăртла, çук чух - чăвашла" тесе пурăнман çав вĕсем, ыранхи çинчен те шутланă. Пĕчĕк пахчинче элле ултă пуçчĕ тÿмер вĕлле. Пыл нумай вĕсен. Арăмĕ сисиччен Ванька старик мана тулли стакан тыттарчĕ те:
- Ĕç çак шерпете, - тет. Ĕçрĕм. Тутлă хăй. Тутана чĕпĕтсе тăрать. "Урăх ыйтсан та памастăп" терĕ. "Çитет сана, çамрăк ачана" тет. Чикарккă пĕтĕркелесе туртнă хыççăн ларнă çĕртен тăма хăтланап - тăраймап, хам кевтене хам çĕклеймеп. Ăс-тăн чиперех хамăн. Аран-аран тухса лартăм урапа çине. Симпыл пулнă вăл. Ун тĕпсакайĕнче ик-виç çулхи йÿçĕтнĕ пыл пур тет. Вăт Степановпа Ардаширова та "шерпет" ĕçтернĕ ĕнтĕ Ванька мучей. Вĕсене пĕр виçĕ стакан таранах панă пуль-ха. Мĕн чухлĕ памаллине пĕлет старик. Куртăн пуль: кучĕсене те йăтаймаççĕ.
Курăк çине ларсах тăраниччен çирĕç туссем "кучченеçе". Кун пек хăна апачĕ хырăм сарăличчен хăçан çинине те маннă ĕнтĕ. Апатланнă хыççăн витрере юлнă сивĕ шыва та ăш каниччен ĕçрĕç.
- Халь ак шыв та тутлă, - ăшне сăтăркаларĕ Ваçук.
- Лешсем шыва ахальтен лĕрккерĕç терĕн-им? Хырăм тутă. Мухмăр та çунтарать пулмалла. Халĕ заем хуйхи пĕтрĕ вĕсен. Çывăрĕç ак кулккана кĕрсе. Каçалапа каллех персе çитĕç.
Урамра выльăх, çын сассисем илтĕнме пуçларĕç, кĕтÿ каять пулмалла. Утвалли çине месерле йăваннă ачасем кĕçех тутлă ыйха путрĕç. Тутлă апат хыççăн ыйхă та тутлă çав.
Читайте нас: