Аургазă хыпарçи
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
18 Нарӑсӑн 2020, 17:55

ÇĔР (ода)

Февраль уйăхĕнче Бишкаин ялĕнче çуралса ÿснĕ Ольга Васильевна Са­вельева çуралнăранпа (1925-2005) 95 çул пулчĕ.

О. Савельева çăмăл мар, анчах та пархатарлă пурнăç пурăнса ирттернĕ. Профессийĕпе медицина работникĕ пулнă. Апла пулин те, пурнăçра унпа кăна çырлахман, обществăлла тата культура пурнăçне активлă хутшăннă. Агитатор, политинформатор, ялсовет депутачĕ пулнă. Нумай çул тăршшĕне вăл район хаçачĕн штатра тăман корреспонденчĕ те пулса вăй хунă.
Чуна килентерекен ĕçсенчен пĕри – сăвă, калав çырасси пулнă. Хайлавĕсем унăн район тата республика хаçачĕсемпе журналĕсенче пичетленнĕ. Вăл республикăри „Шуратăл” литература пĕрлешĕвĕн членĕ пулнă.
ÇĔР (ода)
Тĕнче уçлăхĕнче çуралнă,
Çăлтăрлă пĕлĕтпе витĕннĕ,
Çутă хĕвелпе мăшăрланнă,
Тăван планета Çĕр-анне!
Тĕттĕм уйăха çутататăн,
Çăлтăрсене эс вылятатăн,
Сарă хĕвел хăватĕнче
Хĕлхем сапатăн ху çинех!
Санăн кăкру çинче шăтатпăр,
Ĕçетпĕр сипетлĕ шывна,
Вăй-халупа эпир ÿсетпĕр,
Пуçа таятпăр сан мулна.
Уй-хир хăвачĕпе пиçетпĕр,
Тытатпăр хура çăкăрна.
Кунтах савăнатпăр та йĕретпĕр,
Кунтах сыпатпăр сим пылна...
Çурхи кун эп те çамрăклантăм,
Ывăçпа ĕçрĕм чĕр шывна.
Сарă çулла чунтан савăнтăм,
Пуракпа пухрăм çырлуна.
Çаранунта çарран эп чупрăм,
Çурлапа выртăм ырашна.
Пушăт çăпатапа эп ÿсрĕм,
Вăрăм çулсем утăмпа виçрĕм -
Чылай эп тÿсрĕм нушуна.
Ырă ĕçсем тума пĕлсе,
Ыр кăмăл Çĕр çине эп сапрăм...
Нишлĕ чунлине хÿтĕлерĕм,
Усал кăмăллине питлерĕм!
Эй, Çĕр-анне! Эсĕ - ырă!
Санăн ырлăхупа эп ÿсрĕм,
Ăстăн пухрăм ялйыш çинче,
Вĕчĕхекенсен сăмахне тÿсрĕм,
Эпĕ шеллерĕм вĕсене,
Хăйсем айван пулнисене.
Çулăмпалан хастаррăн утрăм.
Сан илемне чунра сыхларăм.
Хĕрхи* ташланине те куртăм,
Текерлĕк* макăрсан, хурлантăм -
Вăл ĕçекен çăлкуç типсен...
Кăткăс пурнăçупа пиçетпĕр,
Кунтах савăнатпăр та, йĕретпĕр.
Кайран сан ытамнах пыратпăр
Тепре чечек пулса шăтма,
Тепре лĕпĕш пулса вĕçме.
Эй, Çĕр-аннемĕр! Эпир - санăн!
Паян вылятпăр та, кулатпăр,
Мул пуçтаратпăр çĕр çинче,
Кайран сан ытамнах пыратпăр,
Пурте пĕр тан пулса тăратпăр...
Пĕрне виç кунтанах манаççĕ,
Ĕмĕр асăнаç теприсене -
Çынна ырлăх кÿнисене,
Ырă ĕçсем тунисене.
Ÿксен те сан çинех ÿкетпĕр,
Тăрса утатпăр çав çулпах,
«Санăн» та, «ман» теме пăхатпăр,
Пĕр саншăнах вăрçă пуçлатпăр -
Чарсам чăрсăр ачусене!
Сан хаку çук. Пулман та, пулмĕ!
Эй, Çĕр-анне! Эсĕ - пĕрре!!!
Пурнăçпала пĕр хак тăратăн,
Тайма пуçăм, эпир - санăн!
*хĕрхи - небольшой сокол,
*текерлĕк - чибис.
2004 ç., Бишкаин ялĕ.
Читайте нас: