Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
12 Нарӑсӑн 2020, 15:00

КУÇÇУЛЛĔ ÇĂКĂР

Александр САВЕЛЬЕВ-САСăн вăрçă çинчен çырнă повеçĕ. Малалли (Пуçламăшĕ - январĕн 22-мĕшĕнче).

"Паян мĕн ĕçпе килчĕç-ши Степановпа Ардаширов?" - çак шухăш çаврăнчĕ ача пуçĕнче.
- Лашине тăвармалла-и? - ыйтрĕ вара вăл ялсовет пуçлăхĕнчен.
- Тăвармалла пулсан хамах калăп. Кантурта кам пур?
- Счетоводпа учетчик.
- Халех ман лаша çине лар та Матрюнпа Укахви учительсене, бригадирсене иккĕшне те тупса хăвпа пĕрле лартсах кил! - пушшипе юнасах каларĕ Степанов. - Пăравур пул, çывăрса ан çÿре!
Вăл хушнине тусан, Ваçук каллех ун умне пычĕ.
- Лашине тăвармалла-и?
- Хамах калăп тенĕ сана, бестолковăй ача, - аллинчен пăрахман пушшипе юнарĕ вăл каллех, - ут валли парса хур. Пĕр çур сехетрен ĕçтерме ан ман. Ниçта та ан çухал. Кирлĕ пулан!
Кантурти калаçуран Ваçук çакна ăнланчĕ: Ардашировпа Степанов заем çырăнтарма килнĕ иккен, паянах тытăнма шутлаççĕ. Халăха пушар сарайĕ умне пухмалла. Бригадирсене çын хăвалама кăларса ячĕç, Матрена Никоновнăпа Агафия Ильинична вĕрентекенсене списоксем çырса хатĕрлеме хушрĕç. Кайран, пурте пĕрле канашласа, кама мĕн чухлĕ çырăнтарма май пурри çинчен калаçрĕç.
- Районтан панă задание пирĕн мĕн чухлĕ те пулин ирттерсе тултармалла! - сĕтел çапсах калать Степанов, - сирĕн вара, активистсен, чи малтан алă пусмалла, ыттисене тĕслĕх кăтартмалла. Кунта ĕç-пуçа йĕркелесе ярсан, эпир, Ардаширов юлташпа иксĕмĕр, паççулккана каятпăр. Ĕçе кĕçĕрех вĕçлесе килме тăрăшăпăр. Миçе хуçалăх унта халь?
- Унчченхи чухлех ĕнтĕ: вунвиçĕ кил, - пĕлтерчĕ Филип Васильевич.
- Ытти активистсем пурте кунта юлатăр, кĕçĕр ĕçе вĕçлеме тăрăшăр. Малтанлăха хамăр та кунтах пулатпăр-ха. Тен, çийĕнчех укçине паракансем те тупăнĕç... Ку пушшех аванччĕ... А эсĕ, Ваçук, халех çав Пĕчĕк Элекçейпе Тимахвине илсе кил. Бригадир каланипе вĕсен шăркисем те сикмеççĕ. Çуллен чуна тивеççĕ вĕсем заем çырăнтарнă вăхăтра. Тек ачашласа тăмăп. Çаплах кала: пымасан те, Иван Степановичпа районтан килнĕ уполномоченнăй Ардаширов судья хăйсем килеççĕ те. Вара ыррине ан кĕтчĕр! Тупмасăр ан кил. Вĕсен пытанас йăла та пур. Мунчапа карта таврашне те пăхма ан ман! Чуп!
Элекçейпе Тимахви мучисем пĕр тăвансем çеç мар, йĕкĕрешсем те. Çав йĕкĕреш пулнăранах-и иккĕшĕ те кевти-кĕлеткисемпе лутрарах тухнă, çавăнпа çыпçăннă та вĕсен ячĕсем çумне "пĕчĕк" сăмах: Пĕчĕк Элекçей, Пĕчĕк Тимахви. Ваçуксене пăртак хурăнташ та тивеççĕ. Иккĕшĕн те пĕрер ывăл вăрçăра: Петĕрпе Симун. Вăрçа ăсатнă чух Ваçуксем патĕнче те пулнăччĕ хăнара. Иккĕшĕ те ачана йăтса илсех юратрĕç: "Эпир таврăниччен пысăк пул, пирĕн туйра кĕрÿ çум пулăн" тесе хăварчĕç. Халь чĕрĕ-ши? - çакна ача татса калаймасть. Сывах пулмалла, ун пек-кун пек хут килнине илтмен. Унашкал хыпар вара кантура час çитет. Ырă-сывă таврăнччăрах. Пĕчĕккисем, ăна кĕтнĕ пекех, вĕрлĕк хапха умĕнче туйисем çине таянса тăраççĕ. Кÿршĕллĕ пурăнаççĕ-ха вĕсем.
- Эй, шăпăрлан, пирĕн хыççăн-и? - шĕвĕр сухалне сиктеркелерĕ Пĕчĕк Элекçей. - Сана çĕр хута чуптармалла тăвас мар тесе пыма шутланăччĕ хамăрах. Çакăншăн ыран Петĕр тетÿ патне мана çыру çырса паратăн. Мĕн çырмаллине хам каласа тăрăп. Иккĕмĕш уйăх çине кайрĕ - çыру çук. Тепре çыртарса пăхасшăн.
- Çырăпăр, Элекçей мучи, ман хут та, кăранташ та пур, - лешсен кăмăлне çĕклесшĕн пулчĕ ача. - Эсир пырса кайăр вара, атту Степановпа Ардаширов хăйсем килессипе хăратаççĕ. Вĕсем килсен...
- Леш Ардаширух шан хырăмĕ те килнĕ-им-ха?
- Килнĕ.
- Хырăмĕнчен тĕртеп ăна паян çак патакпа, - туйине çĕклерĕ Пĕчĕк Элекçей. - Нимĕçпе çапăçас чухне кунта хырăм ÿстерсе çÿрет, çын тулласа пурăнать...
- Аплах ан хăтлан, Элекçей, - асăрхаттарчĕ Пĕчĕк Тимахви, - çын çырăннине пирĕн те çырăнмаллах ĕнтĕ, патшалăха пулăшмалла.
- Эп çырăнмап тесе каламан вĕт-ха, - ун çине сиввĕнрех пăхрĕ Элекçей, - анчах вĕсем каланă чухне вĕлерсен те çырăнмастăп, çуррине алă пусăп. Эс те ăшна хыв çакна, пит сиксе ан пыр. Атя, кайса килер...
Пушар сарайĕ умне халăх самаях пухăннă. Çапла, "судья" сăмах халĕ пурне те сехĕрлентерет. Пурте тенĕ пекех хĕрарăмсем. Сухаллă темиçе старик пур. Степанов заем çырăнасси çинчен хĕрсех калаçать:
- Юлташсем! - илтĕнет ун парка сасси, - заем мĕн чухлĕ ытларах çырăнса илетĕр, тăшмана çавăн чухлĕ хăвăртрах çапса аркататпăр. Эсир хăвăр ирĕкĕрпе паракан кашни тенкĕ, пуля тата снаряд, пушкă тата танкă пулса, Гитлер пуçне пырса çапĕ, ăна таптĕ! Çавăнпа та Тăван çĕршывăмăра заем ытларах çырăннипе савăнтарар!
Петрей пичче те, халăх кăмăлне ĕçе май çавăрас тесе, темиçе сăмах каларĕ:
- Ыран ак, юлташсем, ут çулма тытăнмалла. Пĕрремĕш бригада Учук таврашĕнчи курăка çулма тытăнать, иккĕмĕш бригада - Саскÿл патĕнче. Курăк - чĕркуççи таран. Бригадирсем каланă тăрăх, кашни бригадăран 30-шар çаваран кая пулмалла мар. Çавапа тухакансене 200-шер грамм çăкăр памалла турăмăр. Кăнтăрла яшка пулать. Вырмана тухиччен утта тирпейлемелле. Курăкĕ пур кăçал, çул кăна... Çăкăрне бригадирсем хирех илсе пырĕç, - каллех çăкăр патне таврăнчĕ председатель. - Тек-тек ку заемпа тытăнса тăрас мар, юлташсем, паянах вĕçлер ку ĕçе, ыран ирех - утта. Ак мана унта чи çÿле çырса хунă. Алă пусасах пулать. Хамăрăн вара урана сырма çăпата илме те укçа çук. Çăпатине туса ларма пушăчĕ те, вăхăчĕ те çук ман. Çÿреп ак "сухаллă" çăпатапа...
Петрей пичче хыççăн вĕрентекенсем, кантур çыннисем тата ытти активистсем ытлашши сăмахласа тăмасăрах алă пусрĕç. Сĕтел умне саппунне те салтман тимĕрçĕ пырса тăчĕ.
- Тепĕр çавăн чухлĕ хушса çырăр. Мĕнле пулсан та тÿлесе татăп, - пĕлтерчĕ вăл пурте илтмелле.
Пухăннисем ялти çĕнĕ çын çине кăнн! пăхрĕç. Те ырларĕç вĕсем тимĕрçе, те хурларĕç - çынсен сăн-питĕнчен çавна ăнланса пулмарĕ.
- Кам пулчĕ ку? - ыйтрĕ Степанов хăйпе юнашар пырса тăнă Петрей пиччерен.
- Безденежный Михаил текенскер. Укçасăр Михала тетпĕр-ха эпир ăна. Ялта çĕнĕ çын. Тимĕрçĕ пирĕн. Эрне енне анчах ĕçлет. Ăста тăвать вара хăйĕн ĕçне!
- Ăçтан тупрăр ку ыр çынна? - лешĕ заем сарма пулăшасшăн пулни савăнтарчĕ пулас Степанова.
- Турă хăй ячĕ пулас пирĕн тĕле ĕççи умĕн, - савăннине пытармарĕ председатель. - Лабогрейкăсене, лаша кĕреплисене, веялкăсене тĕплĕн пăхса тухрĕ, юсама тытăнчĕ, урапа-бричкăсене нăкăтрĕ. Хăйне пулăшма çын та ыйтса тăмарĕ. Арăмĕпех ĕçлет.
- Ун пек-кун пек тарса-туса çÿрекен мар-и?
- Тарассине тарнă ĕнтĕ вăл, - кулнă пекрех каласа хучĕ Петрей пичче. - Украинăранах тарса килнĕ. Хăй ĕçленĕ заводпа пĕрле ку енне куçнă чухне эшелонне аркатнă, хăй контузи пулнă, госпитальте сывалнă. Ав, пичĕ-куçĕ ĕнсе-çунса пĕтнĕ.
- Докуменчĕсем пур-и?
- Хучĕсем йĕркеллех. Кантурти тимĕр арчара.
- Вăрçă арăш-пирĕшне пула халь темле çын та пур, Петр Григорьевич, çавăнпа çеç калатăп. Кам мĕнлерех этем пулнине каппăл пĕлме те çук. Ку чипер çынах пулас-ха эппин. Пăртак пулин те апат-çимĕçпе пулăшма май тупас пулать. Тимĕр ĕçĕ-çке.
- Пулăшатпăр. Хăй те тупать. Ял çыннисене ăна-кăна юсаса парать, витре тĕплет. Çакăншăн çĕрулмипе, сĕт-турăхпа тÿлеççĕ. Ку та колхозшăн çăмăллăх. Çынни хăйне хăй пăхма та пĕлет тесшĕн эпĕ.
- Вырмана хатĕрлĕх пулать апла сан? - çаплах тĕпчет Степанов. - Мотри, посева чутах сорвать тăваттăн, вырмана хуçа пекрех хатĕрлен.
- Çав сорвать тăвас мар тесе тытрăмăр та ĕнтĕ тимĕрçĕ. Тырри те аван кăçал. Çумкурăксенчен самай тасатрăмăр-ха. Вир пур çумламалли. Чиперех пухса илесчĕ-ха...
Тимĕрçĕ хыççăн заемшăн алă пустаракансен сĕтелĕ патне Мархва аппа пырса тăчĕ. Çийĕнчех палласа илчĕ ăна Ардаширов, çавăнпа та тенкел вĕçĕнче лараканскер, çăварне пирус хыпам пекки пулса, айккинелле шăвăнчĕ. "Ку арăмран тем те кĕтме пулать" терĕ пулас. Мархва аппа кăшт кутăнлашса тăчĕ те, шăлне çыртсах, "кÿрĕр эппин" тесе, алă пусрĕ.
- Мана, кантурпа юнашар пурăнакан çынна, эсир кĕçĕр пурпĕрех ыйхă памастăр, пусам та лăпкăн çывăрам иçмасса, - терĕ вăл ручкине каялла Матрюн учителе парса.
Ĕç каллех чăхăмлама тытăнчĕ, сĕтел патне васкакан çук. Çакна курса Ардаширов хăйĕн çулăмлă сăмахĕпе халăхăн чĕрине тепĕр хут хускатма, хĕмлентерме шутларĕ пулас.
- Аппайзам, йингейзам, мучейзам! - пухăннисен чĕрисене чăвашларах витерме тăрăшрĕ курăнать судья, - страшнăй вăрçă пырать, фронта пулăшмалла, аттезана, биччезана пулăшмалла.
Степанов хăй сăмахне мĕнлерех вĕçленине аса илсе пулмалла, судья та ун сăмахĕсемпе, анчах вырăсла вĕçлеме шутларĕ:
- Давайте дружной подпиской на заем продадим Родину... нет, по...по...порадуем, по-ра-дуем Родину, товарищи.
Хăй çавăнтах шурса-кăвакарса кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, сĕтел патĕнчен пăрăнма ĕлкĕреймен судья умне Пĕчĕк Элекçей пырса та тăчĕ.
- Что сказал? Что сказал? - шĕвĕр пÿрнипе судьяна хырăмĕнчен тĕртсех ыйтать старик, - зачем продаешь Родину, товарищ Ардаширух? Зачем продадим Родину, а?
- "Продадим" мар, "порадуем", савăнтарар терĕм эп, - персе ячĕ судья.
- Юлташсем! - халăх еннелле çаврăнчĕ Пĕчĕк Элекçей, - "продадим" терĕ-и?
- Терĕ! Терĕ! - кăшкăрчĕç темиçен харăс, - "продадим Родину" терĕ.
- Кунта ман свидетельсем, пунеттейсем нумай, - хĕрсех пырать Пĕчĕк Элекçей, - нет, товарищ Ардаширух, мы не продачим! Мы сашишать будем, мой Петĕр сашишает, его сын, муж сашишает, ты один продаешь? Çĕршыва сутасси çинчен калаçан пĕтĕм халăх умĕнче, - чăвашлана куçрĕ ватти, - çынсем вăрçăра юн тăкаççĕ, вăл кунта, хырăм ÿстерсе выртса, çĕршыва сутасси çинчен калаçать! Намăссăр! Тьху! Мы заем подписаемся, а ты Родину продаешь!
- Чарăн-ха, Элекçей тете, - уполномоченнăй хутне кĕресшĕн пулчĕ Степанов, - малтан йăнăшлăхпа кăна персе ячĕ вăл сăмаха, эс вара сĕтĕрсех кайрăн...
- Э-э, йăнăшлăхпа-им? Эсĕр пĕрне-пĕри хÿтĕлеме вĕреннĕ. Вăл - вĕреннĕ çын, уйласа калаçтăр. Йăнăшпа персе янă пĕр сăмахшăн леш вăрçă патĕнчен тарса килнĕ майрана мĕн турăр-ха? Тĕрмене лартрăр-и? Лартрăр. Ардаширух хăй вăл колхозниксене пĕр йĕкĕр ывăç пучахшăн та тĕрмене лартать....
- Çитĕ, Элекçей тете, заем çырăнас халăха тытса ан тăр. Ху эс паян пурпĕр алă пусас çук. Çуллен эпĕр сан килне вуннă пыма хăнăхнă ĕнтĕ, - çилленсех кайрĕ ялсовет пуçлăхĕ.
- Ан пырăр! Кам чĕнет сире? - чарăнмасть старик, - э заюмне эп паян наруш çырăнап, ак çак мăн хырăм "продадим Родину" тесе каланине хирĕçлесе çырăнап. Родину путĕм помокать и сашишать... Матрюн кин, хăш тĕле алă пусмалла кунта ман? - сĕтел çинелле тайăлчĕ Пĕчĕк Элекçей...
Ун хыççăн сĕтел патне пыракансем татах пулчĕç, анчах Ардашировпа Степанов, тата тем сиксе тухасран шикленсе, паçулккана хăйсем малтан палăртнă вăхăтран маларах кайма шутларĕç. Ваçук Степановăн лашине те илсе килнĕ ĕнтĕ.
- Эсĕ кантуртан пăрахса ан кай! - пушă аврипе ларкăча çатлаттарчĕ Степанов, - çĕрле таврăнма пултаратпăр, лаша тăвармалла пулĕ. Сана шырамалла ан пултăр!
- Шулай, Васюк, шулай, тĕнне кайтăрка можĕм, - йăвашшăн сăмах хушрĕ ахаль чухне тÿрккес чĕлхеллĕ судья та.
Читайте нас: