Кладовщик Макçăм пичче кĕлет умĕнчи сулхăнта ларать. Аманнă сулахай аллине ансăр хура татăкпа мăйĕнчен çакса янă.
- Ха, - терĕ вăл, Хрул тыттарнă хута пăхса, - çăкăрне утă çулакансене пĕрер татăк та пулин парар тесе пĕçерттерчĕç, салатма та тытăннă. Ыран утта тухмалла теççĕ хăйсем...
- Макçăм пичче, эпир Ваçукпа шкул вутти турттаратпăр, - çухалса каймарĕ Хрул, - ху пĕлен: утă та, вутă та çăкăрсăр пулмасть.
- Ку тĕрĕсех ĕнтĕ, - ним калама аптрарĕ кĕлет хуçи. - Хрул, ху касса виç-ха, эп пĕр алăпа тыткаланаймастăп.
Ача мĕн хушнине хăвăрт турĕ.
- Кур, Макçăм пичче, пĕр грамм ытлашши те, кем те мар, - виçе чашăккисен сăмсисем çине кăтартрĕ вăл.
- Макçăм пичче, - çаплах калаçать Хрул, - элле пыл та илсе килнĕ кĕлете? Пыл шăрши сарăлнă пек. Пыл хурчĕсем те вĕçкелеççĕ. Утартанах ерсе килнĕ пуль-ха.
- Пăртак пур. Ара, хир тулли çеçке пултăр та пыл пулмасть тет-им? Вĕлле сахал колхозăн, вĕлле... Çирĕме çитер-çитмес...
- Тутлă-и çĕнĕ пыл, Макçăм пичче? - тем шут тытрĕ ĕнтĕ Хрул.
- Ара, пыл йÿçĕ пулать-им?
- Тăрансан пыл та йÿçĕ тенине илтнĕ эп, çавăнпа калап.
- Тăраниччен кам çисе курнă ăна? Ку пылне те патшалăха памалла. Задани пур, теççĕ.
- Илсе кайиччен тутанса пăхатпăр-и, Макçăм пичче?
- Ну, шулĕк те эсĕ, Хрул, - терĕ те кладовщик катка çинчи çи виттине илчĕ. - Ил пĕр кашăк, çăкăру çине сĕр.
Хрул ку ĕçе хăвăрт турĕ, Ваçук татăкĕ çине те ылтăн тĕспе йăлтăртатакан шĕвĕ пыл сĕрчĕ. Ик тус кĕлет хуçине пуç тайсах тав турĕç те йăпăрт тухса çухалчĕç.
- Ну шулĕк те эс, Хрул! - пуçне пăркаласа илчĕ кĕлет хуçи.
Иккĕн ларнă тăрантас яла вирхĕнсе кĕнине Ваçук кантур умĕнченех курчĕ. Лаши ял Совет председателĕн Степановăн пулнине çийĕнчех палласа илчĕ вăл. Тепĕр çынни камне лаша вите умне пырса чарăнсан тин пĕлчĕ: Ардаширов иккен, судья. Уполномоченнăй пулса килкеленĕ вăл кунта. Хăйĕн лашипе килекенччĕ, хăйĕн лаши те шеп унăн. Шăварма темиçе те утланса кайнă. Чиканран та хытă чупать. Шур çамкаллă çÿрен кĕсре. Паян судья ялсовет пуçлăхĕпех килнĕ. Эппин мĕнле те пулин пысăк ĕç пур вĕсен. Çын чĕнтерсе хăшкăлтарасси паллах. Степановĕ çав тери хаяр çын. Утмăлтан иртнĕ пулин те, тÿп-тÿрĕ утать, Петрей пичче пек мар. Тулли пичĕсем яланах хĕрлĕ. Мăйăхĕ ик еннелле карăнса тăрать. Буденнăйăнни пекрех. Сухалĕ çук, хырсах тăрать пулмалла. Ардашировĕ вара лутака та самăр этем. Пуçĕнче пĕр çÿç пĕрчи те çук. Пиçсе саралнă чăмăр кавăн пек. Те çÿçĕ хăй тăкăнса пĕтнĕ, те хуçи ăна сухал-мăйăх хырнă чух хырса ярать - çакна ача ниепле те тавçăрса илеймест. Килмессеренех ун çийĕнче тĕксĕм симĕсрех гимнастерка. Пилĕкне пиçиххи çыхать. Пиçиххийĕ салтаксенни пек сарлака мар - ансăр. Тăхана сирмелли вĕçне çап-çутă тимĕрпе хĕстернĕ. Шăлаварĕ те салтаксенни пек. Кĕсьисем иккĕшĕ те мăкăрăлса тăраççĕ. "Галифеллĕ" теççĕ иккен ун пек шăлавара. Усал çынсем. Пысăк пуçлăхсем пулнăран усал ĕнтĕ. Колхоз пуçлăхĕсем те хăраса тăраççĕ вĕсенчен. Степановĕ чăмăрла явнă виçĕ сыпăклă чĕн пушшине аллинчен вĕçертмест. Элле кам та пулин вăрласран хăрать. Кантура кĕрсенех аллине пуçтарарах тытнă чăпăрккипе сĕтеле шаплаттарать те тытăнать ыйтма -тĕпчеме: "Председатель ăçта? Счетовод ăçта?" Вара, Ваçук енне çаврăнса харах кăшкăрать: "Халех тупса кил!" Ардашировĕ килмессерен колхоз пурлăхне тĕкĕнекенсем çук-и тесе ыйтать. Ваçук пĕлтĕр ĕççи вăхăтĕнче пулса иртнĕ мыскарана аса илчĕ. "Хĕрарăмсем ĕçрен таврăннă тĕле çул çине тухса тăрăпăр, - терĕ судья председателе, - пучах тултарса таврăнаççĕ текен сас-хура пур. Тĕрĕслĕпĕр". Çакна илтсе юлнă Ваçук çийĕнчех судъян лашине утланчĕ те тырă выракансем патне тÿрĕ çулпа тусан кăларса вĕçтерчĕ, хăй мĕн илтни çинчен анан ку пуçĕнчисене каласа хăварчĕ, ыттисене те хыпар тума хушрĕ. Вунă минут та иртмерĕ пуль çакна тума.
- Ăçта кайса çухалтăн? - тем сиснĕ пек пулчĕ судья.
- Лашана ĕçтерсе килтĕм, - ун çине пăхмасăрах хуравларĕ ача.
Вырмаçăсем таврăнас вăхăт çывхарсан судья лаша кÿлме хушрĕ. Петрей пиччепе иккĕшĕ тĕпе вырнаçса ларчĕç.
- Васюк, ларкăч çине лар, ямшăк пулăн, - тилхепене ача аллине пачĕ Ардаширов.
"Свидетель кирлĕ ăна, - çиçсе илчĕ Ваçук пуçĕнче, - мĕнех, эппин, хĕрарăмсем хăйсемпе пĕрле пĕр пучах та илменнине çирĕплетекен свидетель пулма питех те кăмăллă мана". Вăл ларкăч çине сиксе ларчĕ те, пĕлмĕше персе, пуçлăхсем енне çаврăнчĕ:
- Саскÿл çулне тух, - кăмăлсăррăн илтĕнчĕ Петрей пичче сасси.
Ялтан тухсан Саскÿл çулне ÿкнĕччĕ çеç, сăртран пĕр ушкăн çын килни курăнчĕ.
- Вăхăтра çитрĕмĕр! - хĕпĕртÿллĕн евитлерĕ Ардаширов, - председательпе мана кăна ĕненмессе пултараççĕ, эсĕ те Васюк, свидетель пулатăн. Ăнлантăн-и?
- Мĕн ăнланмалла марри пур кунта? Свидетель пулмалла! - татăклăн илтĕнчĕ ача сасси.
Хĕрарăмсем тусанлă çулпа, нимĕн те пĕлмен пулса, шакăлтатса калаçса килеççĕ. Хăшин хулпуççи çинче çава, хăшин - çурла. Ваçук пек ачасем те чылайăн, вĕсен аллисенче - кĕрепле. Кашнин тенĕ пекех тата е пĕчĕк хутаç, е турăх ленкесĕ, е чейник пур. Хĕрарăмсенчен чылайăшĕ саппун аркисене пиçиххирен хĕстернĕ. Килекенсем çывхарса çитсен, уполномоченнăй лашине чарма хушрĕ, тăрантаса чалăштарса, лăчăртаттарса та чĕриклеттерсе майĕпен çĕре анчĕ, лаша умне тухрĕ, пĕççисене сарарах тата шăлаварĕн икĕ кĕсьине карăнтарса, шăпах çул варрине тăчĕ, аллине çĕклерĕ.
- Туктагăс элĕ, аппайлар-йингейлер... Чарăнăр-ха, аппазам, - малтан пушкăртла, унтан чăвашла калаçкаларĕ судья. - Пучах нумай касрăр-и? Пурте çакăнта, ман ума тăкăр пучахсене.
- Пĕр пучах та илмен эпир! - мала тухса тăчĕ ыттисенчен чĕлхеллĕрех те хăюллăрах Мархва аппа, - пире хирте яшка пĕçерсе çитереççĕ. Мĕн пучах касмалли пур пирĕн?
- Хутаçăрсене силлĕр, чĕресĕр-ленкесĕрсене уçăр, - ĕненес килмерĕ Ардашировăн.
Судья кашни хутаçа хыпашлать, уçă савăтсене пыра-пыра пăхать - пурте пуш-пушах. "Ниушлĕ пĕр пучах та илмен кусем? Хăть виçĕ пучах та пулин тупаймастăп-шим?" - шиклĕн шухăшлать вăл, анчах чакма шутламасть-ха.
- Пиçиххисене салтăр! Хĕве тултарнă пулмалла!
Пурте салтаççĕ, саппунпа чĕрçитти аркисене вĕçертеççĕ, силлеççĕ - нимĕн те ÿкмест çĕре. Мархва аппапа виç-тăватă хĕрарăм, судья умне пырса, малтан кĕписене кăкăр таранах çĕклерĕç, вара, кутăн çаврăнса, кучĕсене çапа-çапа кăтартрĕç.
- Кур! Лайăх пăх! - янрашаççĕ хĕрарăмсем. - Пирĕн арçынсем вăрçăра юн тăкаççĕ, эсĕ вара кунта хырăм ÿстерсе, хĕрарăм кучĕ тĕрĕслесе çÿретĕн! Намăссăр! Кĕççе пит! Куртăн-и? Тата кăтартмалла-и? - тапăннăçем тапăнса пыраççĕ хаярланса кайнă хĕрарăмсем.
Ардаширов çĕрте выртакан çава-çурласем çине пăхса илчĕ те, темрен тем пуласран шикленсе, тăрантас çине нихçанхинчен çăмăллăн сиксе ларчĕ, лашине каялла çавăрчĕ. Яла та кĕрсе тăмарĕ вăл, аслă çулпа тÿрех район центрнелле вĕçтерчĕ. Ĕçрен таврăнакансем вăл сăрт урлă каçса куçран çухаличченех кулса-ахăрса пăхса тăчĕç.
- Чăнах та пĕр пучах та илменччĕ-им эсир паян? - тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Петрей пичче.
- Ардаширов килнине пĕлсе тăрса, мĕнле илетпĕр тет эпир пучах? - пуриншĕн те хуравларĕ Мархва аппа.
- Вăл килнине ăçтан пĕлтĕр?
- Ара, Ваçук килсе каларĕ-çке. Ăна ху яман-им вара?
- Питĕ калаттарасшăнччĕ, анчах леш шуйтанĕ пĕр утăм та хăпмасть манран.
- Эп çакна пĕтĕмпех сисрĕм, - хăйĕн вăрттăнлăхне уçрĕ Ваçук, - вара судьян лашине утлантăм та килтĕм, мĕн илтнине каларăм. Хамăрăн лаша çукчĕ.
- Тĕрĕс тунă, Ваçук, - çурăмĕнчен шăлчĕ ачана Петрей пичче.