Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
5 Нарӑсӑн 2020, 14:20

КУÇÇУЛЛĔ ÇĂКĂР

Александр САВЕЛЬЕВ-САСăн вăрçă çинчен çырнă повеçĕ. Малалли (Пуçламăшĕ - январĕн 22-мĕшĕнче).

Пĕр качака пур. Хĕлле икĕ путек туса пачĕ. Путеккисем çиме вĕренсен, амăшне ан ĕмччĕр тесе, çăварлăхласа ячĕ. Çынсем çапла тăваççĕ. Шăпăр хуллинчен касса пÿрне тăршшĕ патака путек çăварне хыптарнă та ÿкмессе пуçĕнчен çинçе кантрапа хĕреслетсе çыхса янă. Курăк çиме чăрмантармасть, амăшне ĕмеймеççĕ. Мăкла качака хăйĕн кăмкан пек çиллине кĕтÿрен кашни каçах сĕт тултарса килет. Каçхине пĕр литрах суса илет ача, ирхине - сахалрах. Тепĕр чух, вĕретсе, турăх та тăвать. Пултăран, вĕлтĕрен, ут кăшкарĕ ярса пĕçернĕ яшка та, юрма ярсан, чĕре патнех пырать. Пĕрер стакан ăшă сĕт ĕçни те кевте-кĕлеткене вăй хушать.
Çамрăк лавçа çак тĕлĕнтерчĕ: майра хăй тĕллĕн çăвар уçса сăмах чĕнмест, ыйтусем çине те пĕр сăмахпа çеç хуравлать. Хăй мĕнлерех яла каясси, ăçта пурăнасси, мĕн ĕçсе çиесси те кăсăклантармасть пулмалла ăна. Е пĕтĕмпех тимĕрçĕ ĕнси çинче пурăнма хăнăхса çитнĕ-ши? Ялти Самсун пек ачасем иртен пуçласа чĕркуçленсе вир çумлаççĕ. Ку вара çемçе тĕрке çумне тĕшĕрĕлнĕ те çаплах канихвет ĕмсе пырать. Сăмси айĕ йĕпеннине те туймасть. Амăшĕ те асăрхаттармасть иçмасса. Тепĕр хĕрарăм пулсан, Хрула йĕклентерме пуçланă çав сăмсана хăйĕн кĕпи аркипе пулсан та шăлса илĕччĕ. Ывăлĕ хĕрарăма "мама" тесе чĕннине пĕрре те илтмерĕ-ха Хрул. Лавçă шучĕпе, çакăн пек чипер те çамрăк хĕрарăм çул хĕрринчи кăвак, сарă, хĕрлĕ чечексемпе, вĕсем çийĕн явăнакан çавăн тĕслех вĕлтĕрти лĕпĕшсемпе, çакнашкал хĕвеллĕ те çилсĕр çанталăкпа киленсе, уншăн савăнса пыма та пĕлмелле пек. Çук, ывăлĕ те, амăшĕ те илем курма та, савăнма та пĕлмеççĕ иккен. Самсунĕ тĕлĕрсех кайнă ĕнтĕ, хăйĕн сăмси айне пĕр купа шăна пухăннине те туймасть ахăр. Тутине кăшт хускаткаласа илнĕ пулать хушăран, шăнисем вĕçсе каям пекки тăваççĕ, анчах хăйсене килĕшнĕ вырăна каллех пырса лараççĕ.
- Где будем жить? - тек шăпăрт пырасшăн пулмарĕ лавçă. Лешĕ хурав парас вырăнне тăп-тăваткал курăнакан хулпуççийĕсене сиктеркелесе илчĕ çеç. "Пĕлмеп" тени пулчĕ ĕнтĕ ку. - Мой дом будем жить, - лашана хăратанçи пулчĕ Хрул. - Дом хороший. Вода близко.
Ырă та, усал та чĕнмерĕ тимĕрçĕ арăмĕ. "Кусене никампа калаçмасса, хутшăнмасса маларах хытарса хунă пулмалла", - пĕтĕмлетÿ турĕ Хрул. Ывăлĕ тĕлĕрет пулин те, хĕрарăм тĕлĕрме шутламасть. Сăнĕнченех паллă: чĕринче лăпкă мар ун. Пуçра пысăк шухăш пур. Вăхăт-вăхăт çинçе те вăрăм пÿрнисемпе çамкине сăтăркалать, тулли пит çăмартисене сĕртĕнет. Вăл мĕн çинчен шутланине пĕлесшĕн пулса, ача ун çине куç айĕн шăтарасла пăхать, анчах ăшне ниепле те шăтарса кĕреймест, пĕтĕмпех хупă ку майра, мĕн пирки шутланине ним чухлĕ те палăртмасть. "Ниччава, - шутлать ача, - ман çуртра пурăнмалла пулать-ха сирĕн, мĕнлерех этемсем пулнине пурпĕрех пĕлĕпĕр".
Çапла, Петрей пичче Хрула хăй майлă çавăрчĕ, тимĕрçĕ çемйине ун патне вырнаçтарма пулчĕç. Тимĕрçĕ хăй те килĕшрĕ.
Анчах Хрулăн пурăнма кÿрше, Ваçуксем патне куçмалла пулать. Килĕшрĕ Хрул. Вăл халиччен те ытларах вĕсем патĕнче пурăннă темелле. Качакине те нумай чухне Ваçук амăшĕ сăвать. Çывăрасса вара кÿршĕ ачисем пĕрре Хрул пÿртĕнче, тепре Ваçуксен лупасĕ тăрринче çывăраççĕ. Çуллахи вăхăтра ăçта выртса тăрасси пирки шутламаллиех çук. Тимĕрçе хваттере янăшăн Петрей пичче Хрула уйăхсерен пĕр-икĕ кило çăнăх, качакисем валли утă-улăм парса пулăшма пулчĕ. Çапла, Хрулăн пурăнмаллах.
- Вот Канашкасси! - пушшипе умри ял çине кăтартрĕ лавçă. - Наша и ваша деревня!
Майра хăйĕн нимĕнле кăмăл-туйăмне те палăртмарĕ, ял çине пăхса иленçи пулчĕ çеç, ик аллипе кăтра çÿçне кăпăшлаткаларĕ, çывăракан ывăлне хăрах урипе купарчинчен тĕккелерĕ...
Яла çĕнĕ тимĕрçĕ килни çинчен хыпар хăвăрт сарăлчĕ.
- Питĕ ăста теççĕ.
- Кантурти виç çул çÿремен сехете йыт шăриччен тÿрлетнĕ.
- Фермăри çиппарата та тÿрлетсе панă вăл.
- Витре те тĕплет иккен.
- Хаклă та илмест, мĕн панипе çырлахать.
- Çапла-çапла, ав, кантурти Елюк стурăша пĕр кун юхтарнă хăймаллах сĕт машинине юсаса панă.
- Çĕвĕ машинине юсаса памĕ-ши?
- Ăна та юсать...
Малтанхи виçĕ кун хушшинчех çĕнĕ тимĕрçĕ, председательпе счетовод калашле Укçасăр Михала, хăй пирки ырă ят сарма пултарчĕ. Такам та пырать халь Хрулсен вăл пурăнакан çуртне. Ара, юсаттармалли-тÿрлеттермелли, тĕплемелли-тутармалли килсерен тенĕ пек тупăнать. Çĕннине туянма никамăн та укçа çук. Хăйсене пулăшнăшăн ял çыннисем тимĕрçе ытларах сĕт-çупа, çĕрулмипе тÿлеççĕ. Анчах çакă малтанхи виçĕ куна кăна пычĕ. Апат запасĕ турĕ пулмалла тимĕр ăсти. Хăй çаплах халăха пулăшасран пăрăнма шутламарĕ, мĕн илсе пынине веçех иле-иле юлчĕ.
- Майĕпен юсăп, тÿрлетĕп, тăвăп. Халь вырмана хатĕрленессипе васкавлă ĕçсем пур-ха, - терĕ çеç.
Хăйне пулăшма çын та ыйтмарĕ çĕнĕ тимĕрçĕ. "Манăн арăм та паттăр. Çак йывăр вăхăтра ăна килте лартмастăп, Нюрăпах ĕçлетĕп. Вĕркĕч вĕртерме те, мăлатукпа çапма та вăй çитет ун", - татăклăнах пĕлтерчĕ вăл хăйне пулăшма çын сĕнсен. Самсунне те киле хăвармасть Укçасăр Михала, хăйĕнпе пĕрле тимĕрç лаççине илсе анать. Вăл урама тухнине пĕрре те курман Ваçук. Килте чухне те кăлармаççĕ. Те ял ачисем хĕнесрен хăраççĕ. Кăлăхах ку. Канашкассинче çапăçакан чарсăр ача çук.
- Ваçук, сводка леçсе килсенех эс Чикана кÿл-ха, - терĕ пĕр ирпе Петрей пичче, - тăрантасăн хыçалти кустăрмисем хăлтăр-хăлтăра çаврăнчĕç, часах шăлĕсем те тухса сирпĕнĕç. Тимĕрлĕхе илсе анса, тимĕрĕсене кăтарт-ха, нăкăттарар. Манса каймăн-и?
- Манмăп, Петрей пичче.
Председательпе Ваçук лаç патне пынă вăхăтра, кăнтăр апачĕ çывхарнă пулин те, тимĕрçĕ ĕç вырăнĕнчехчĕ. Хрул та аннă иккен. Хăй çÿрекен бричка ураписене тимĕрлеттерет. Кивĕ кăшăлĕсем çийĕнсе çÿхелсе пĕтнĕ, хăшпĕр тĕлтен пралукпа çыхкаласа кăна çÿренĕ. Тимĕрçĕ пулманран ĕнтĕ çак. Вырмана тухиччен юсаттарас тенĕ курăнать. Хрул хаваслă. Хăйĕн пÿртĕнче пурăнакан тимĕрçĕ ун ураписене лайăх хытарнă, пĕр шăлĕ те хускалмасть. Халĕ юсанă кустăрмасене тăрăшсах тĕнĕле тăхăнтарать.
- Тăхта-ха, Фрол, ан васка, - чарчĕ ăна тимĕрçĕ, - ав, Нюра аппу патĕнчи витрере кăшт солидол пур, лайăх кăна çулла тăхăнтариччен.
- Ман килте лакăмпах тикĕт ларать, - хирĕçлеме пăхрĕ Хрул.
- Тикĕт мĕн вăл? Туххăм типсе каять. Кунпа çуласан, эрне-вунă кун пĕр хуйхăсăр çÿретĕн.
Тимĕрçĕ арăмне Ваçук тин асăрхарĕ. Вăл пĕр хĕрринче ларакан лабогрейка патĕнче тăрмашать: турпас татăкĕпе витререн солидол пуçса илет те машинан хускалакан пайĕсене сĕрет, винтсемпе болтсене те манса хăвармасть. Упăшки кăтартса панă пулмалла. Самсун лабогрейкăн малти ларкăчĕ çинче тăрăлтатса, çăварĕнчен сурчăк сирпĕтсе ларать, "кĕрлесен-кĕрлесен" сăмси айне алă тупанĕн тÿрчĕпе шăлса илет. "Майку совсем испачкал!" - ачан çанăсăр кĕпи çине кăтартсах асăрхаттарать амăшĕ. Лешĕн шурă кĕпи, чăнах та, вырăн-вырăн çав солидол текен сарăрах çупа вараланнă иккен. Майка тенине илтнĕ-ха Ваçук, анчах вăл мĕнле тумтир пулнине халиччен пĕлмен те, курман та. "Çакă пулать иккен майкă", - туххăмрах тавçăрса илчĕ ача. Хрул та, пысăк турпас илсе, тĕнĕлсене çу сĕрчĕ, вара Ваçукпа иккĕшĕ урапасене хăйсен вырăнне хăвăрт вырнаçтарчĕç.
- Петрей пичче! - кăшкăрсах каларĕ Хрул, тăхăнтарнă кайри урапана ик аллипе лăкаса, - халĕ эп элеватора пĕр тăрук 35-40 пăт тырă леçме пултарап!
- Леçĕн, леçĕн, - хуравларĕ лешĕ, - тырă леçме тытăниччен ырантан шкул вуттине кÿме пуçлатăн.
Хрулăн бричкипе ĕç пĕтернĕ хыççăн тимĕрçĕ сăран карттусне хывса лаша таканламалли станок юпин пуçне "тăхăнтарчĕ", çакăнтах выртакан каска çине ларчĕ, "Казбек" пачки кăларчĕ, пĕр пирусне председателе сĕнчĕ, анчах леш хăй туртманнине пĕлтерсен, курупкăран кăларнă пирус хăвăрт Хрул аллине куçрĕ. Çук, хăй туртнине Хрул никамран та пытарса тăмасть. Кун йышши пирус туртса курман-ха вăл, ытларах ашшĕнчен хутаçпах юлнă килти табака мăкăрлантарать.
- Çав лабогрейка вырмана паянтан хатĕр, - терĕ тимĕрçĕ, арăмĕ çуласа хăтланакан машина енне аллипе кăтартса, - ун валли çурлине те суйласа хутăм. Лайăх çурла, касмалла. Каялла лаççа кĕртрĕм-ха ăна. Шанма çук. Шанчăксăр çынсем нумай, илĕç те кайĕç. Кусене виççĕшне те çĕнĕ çурла кирлĕ пулать. Юрăхли çук лаçра. Веçех пăхрăм. Иккĕшне валли шатун кирлĕ. Пальцăсем кирлĕ пулаççĕ темиçе штук. Ку хĕрринчин, ав, çунаттисем хуçăлнă, çĕнĕрен туса вырнаçтармалла. Тĕрлĕрен болтсемпе гайкăсем чылай кирлĕ. Ку лаша кĕреплисем капла пăхма юсавлах курăнаççĕ, анчах паккус пăрахтармалли механизмĕсем ĕçлемеççĕ, алăпа çĕклесе пăрахтармалла пулать. Урапа тапса пăрахтармалла тăвас тесен, конуслă втулкăсем кирлĕ пулаççĕ...
- Ăçтан тупăпăр-ши вĕсене? - ларнă çĕрĕнчен хускалкаласа илчĕ председатель, - МТСра çук-ши?
- Унта тракторпа комбайн таврашĕ кăна, - тавăрчĕ тимĕрçĕ, - болтне-гайкине унта та тупма пулать пуль те...
- Ăçта пулма пултарать?
- Адрес пĕрре: сельхозснаб склачĕ.
- Ăçта пур унашкал склад?
- Ĕпхÿре.
- Укçасăр памаççĕ пуль çав унта.
- Кам мĕн парать сана укçасăр? Хакĕсем самаях вĕсен.
- Укçине ăçтан тупăпăр-ши? - тимĕрçе куçран пăхсах ыйтрĕ Петрей пичче.
- Калама пултараймастăп. Хамăн пулсан, тупата, пĕр хĕрхенмесĕр кăларса парăттăм, пĕр пус та çук. Ку пируса та пĕр кинеми сехет юсанăшăн панă укçапа илтĕм. Туртмалли илме та çук укçа. Ара, хăвах калан-çке Укçасăр Михала тесе. Хушамачĕ те тÿрре килет çав ман: Безденежный.
- Юрĕ, Укçасăр Михала, - аллине тимĕрçĕ чĕркуççийĕ çине хучĕ Петрей пичче. - Эс çырăва пĕлекен çын. Мĕн-мĕн кирлине хут çине çыр та счетовода пар, мĕн хак пулма пултарнине те пăларт. Правлени членĕсемпе канашласа пăхăпăр, тен, мĕн те пулин шутласа кăларăпăр.
- Шутласа тупмаллах ĕнтĕ, - ура çине тăчĕ тимĕрçĕ.
Петрей пичче те, ахлаткаласа та аллисемпе чĕркуççисем çине таянкаласа майĕпен çĕкленчĕ, тимĕрçе хăйĕн тăрантасĕ патне илсе пычĕ, мĕн-мĕн тумаллине каларĕ.
- Сделаем! - хăрах аллине çĕклесех евитлерĕ Укçасăр Михала.
- Ваçук, мана ыйтакан-тăвакан пулсан кала: эп хире çум çумлакансем патне каятăп...
Утçи умĕнхи вăхăт - ялта апат тĕлĕшĕнчен чи хĕсĕк тапхăр. Текех крахмал тупаймастăн, кивĕ улма та тăнчах пĕтсе çитнĕ, çĕнни ĕлкĕрмен-ха. Ял çыннисем ăна кăвакарчăн çăмарти пек чăмăртансанах чакалама, пăлхатма пуçлаççĕ. Йĕкел пекскере апат тути те кĕрсе çитеймест. Çимелли нимĕн те çукран ирĕксĕрех çĕрулми тĕмне ик алăпа ухтарма тивет. Яшкана ямалли курăк тупасси те йывăрланчĕ, çывăхра ăна та тупса пулмасть. Аптранă çынсем хурана çĕрулмипе чĕкĕнтĕр çулçи ярса пăхаççĕ. Таçта та çитсе ухтаракан ача-пăча çăварĕнче çак хушăра темле курăк та пулнă ĕнтĕ: майра хуххи, вир кĕпçи, кашлинчи, кăмăслăх, кил кăшкарĕ, сысна паранки... Ут кăшкарĕн сарлака çулçипе лăс пек мелки те каять халь хурана. Хыркăчпа тап-таса туса çунă хыççăн икĕ-виçĕ çĕрулми вĕтетсе ярсан тата пĕр-ик кашăк пек çăнăх-кĕрпе юрсан, калама çук паха апат пулать те çав, анчах ăçта-ха вăл çав ик-виç улмипе кĕрпи-çăнăхĕ? Пĕтĕм шанчăк - ĕнере. Выльăхшăн лайăх халь. Курăк ял вĕçĕнченех чĕркуççи таран. Ĕнисем сĕтлĕ çынсем кăнтăрла тапăра та кайса суса килеççĕ. Ара, каçалапа ун пек ĕнесен пурпĕрех сĕчĕ юхма пуçлать. Уйрăмах çемçе чĕчĕллисен. Ваçук та пĕрре мар асăрханă: утнă май ĕнен тулса карăннă çилли урине перĕнет, çавăн чух чĕчĕ вĕçĕнчен чăрт та чăрт сĕт тумласа-тăкăнса пырать. Шел мар-и çакă? Апат-çке вăл! Пĕчĕккишĕн те, ваттишĕн те тутлăхлă апат.
Анчах кăна тимĕрçĕ лаççи патĕнчен таврăннă Ваçукпа Хрул пĕрер чашăк тутлă турăх çирĕç те кула-кулах хырăмĕсене сăтăркаласа илчĕç:
- Улпут хырăмĕ пекех пулса кайрĕ, - кулать тутлă турăхпа чĕри лăштах пулнă Ваçук. - Уйăрман сĕтрен туни тата тутлăрах. Пĕрре тунăччĕ ун пеккине анне. Сĕт машини çĕмрĕлнĕччĕ те. Пĕр чашăк çисе юлтăм. Хăймалă вăл. Тăрантать. Анне кайран çав турăха уйран çÿпçипе ярса уçларĕ, çу ÿкерчĕ. Уйранĕ пурпĕрех тутлăччĕ. Унта пĕчĕк-пĕчĕк сарă çу пĕрчисем те пурччĕ çав. Ку вара кăн-кăвак сĕтрен кĕвернĕ турăх кăна.
- Пурпĕрех тутлă! - каласа хучĕ йывăç кашăка çунă пек çуласа тасатнă Хрул. - Тек хырăм пирки калаçар мар, ун пек татах çиес килет. Ак каçпа качакана сăвăпăр та пĕрер курка ăшă сĕт ĕçĕпĕр. Пĕлетĕн-и, качака сĕчĕ вăл ĕне сĕтĕнчен те çăра, усăллă, сиплĕ. Чир-чĕртен те сыхлать.
- Качака вăл мĕнле курăк çимеллине пĕлет çав, - тавăрчĕ Ваçук, - чи тутлине, çемçине, чечек тăррисене кăна суйласа çиет. Çавăнпа сиплĕ те ун сĕчĕ. Пыл хурчĕ пуçтарнă пыл пек. Халь ак пĕр стакан кăна...
- Хырăм пирки калаçас мар терĕмĕр, эс каллех апата кĕрсе кайрăн, - татах асăрхаттарать юлташне чашăка та çунă пек тасатнă Хрул.
- Пĕтрĕ, урăх апат пирки сăмах та çук, - чашăк-кашăка шкапа илсе лартрĕ Ваçук, - ман кантура васкамалла, вăрçĕç тата.
- Эп те пыратăп. Ыран манăн шкул вутти турттарма тытăнмалла. Кирлĕ хучĕсене илес пулать. Ордерсăр мана вăрмана та кĕртмеççĕ.
Кантурта никам та çук иккен. Çакăнпа усă курса, Хрул тÿрех счетовод сĕтелĕ хушшине кĕрсе ларчĕ, пăртак вăхăтран, тем аса илнĕ пек, сĕтел туртмине сĕтĕрсе кăларчĕ.
- Мĕн, сан валли çăкăр хурса хăварнă-и элле Хĕлип йысна? - юлташĕнчен куласшăн пулчĕ Ваçук.
- Хăварнă çав! Акă çăкăр чĕлли! - терĕ те Хрул сĕтел çине накладной хучĕсен тĕркине кăларса çатлаттарчĕ. - Акă вăл - çăкăр! Штампне çапнă, номерне çырнă. Алă пусман çеç. Тепĕр чух хам та çыртаркаласа илни пур çăкăр. Ăшă çăкăр çиес килет-и?
- Килет.
- Çырса парас-и?
- Хĕлип йысна пĕлсен иксĕмĕре те тĕрмене хуптарать. Епле сĕтелне питĕрмесĕр хăварнă-ха вăл?
- Манса кайнă пуль. Нимĕн те пĕлмест Филип Васильевич. Миçе накладной юлнине шутласа хунă тетĕн-им? Районтан килекен çынсене çырса параççĕ вĕсем. Пире мĕншĕн юрамасть пĕрре çăкăр тутанса пăхма, э?
- Вĕсене, пысăкраххисене, судья пеккисене, пыл та çырса параççĕ. Чей ĕçме. Хам илсе килсе панă, - çăкăр çисе пăхасран пăрăнма шутласах каймасть Ваçук.
- Эпир те этемсемех, ĕçлекен çынсем, - терĕ те Хрул çав тăрăхла пĕчĕк кĕнекерен виç-тăватă питне тăпăлтарса та илчĕ, ыттине унчченхи пекех туртман шалти кĕтессине хучĕ. - Ме, эс çыр, эс - кантур çынни, - пĕр хутне Ваçука пачĕ Хрул. - Çыр-çыр, хăраса ан тăр, хамăршăн хамăрăн тăрăшмалла пирĕн. Мĕнлерех çырмаллине пĕлетĕн-и?
- Ăна пĕлеп-ха, пĕрре мар курнă, вуланă. Вăрлани пулмасть-ши ку?
- Вăрлани пулмасть, хамăр ĕçшĕн хут тăрăх илни пулать, - сĕтел çинчех выртакан ручкăна илсе тыттарчĕ Хрул. - Штампĕ çине число çыр, çулне кăтарт. Вăт çапла, за счет трудодней те. Пулчĕ. Уçă вырăна малтан мана, унтан хăвна çыр.
- Мĕн чухлĕшер илме юрать? - çырма чарăнать Ваçук. - 500-шер грамм çыратпăр-и?
- Çу-у-ук, нумай пулать, - хирĕçлет лешĕ, - нумая хапсăнса сахалтан юлас мар. Малтанлăха 200-шер грамм çырса пăхар. Каярахпа куç курĕ. Кунта пирĕн тата виçĕ накладной пур-ха... Э-э, чим-ха, çăкăр пур-ши складра? - тин хыпăнса ÿкрĕ хăй.
- Паян Пантюк амăшĕ пĕчĕк урапапа туртса леçнине хам куртăм, - пĕлтерчĕ Ваçук. - Чим, алă пусман-ха кунта. Хĕлип йысна пек алă пусма ансат...
- Шибанов тесе кукăрткаласа хур атя.
- Хушаматне веçех çырмасть вăл. Ши тет те малалла кукăрткаласа каять, çиеле вăрăм йĕр туртса хурать ак çапла, - терĕ те Ваçук счетоводшăн алă пусса та хучĕ.
Читайте нас: